Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килсен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулана куҫса килсен, вӗсем урлӑш-тӑршшӗ виҫӗ хӑлаҫлӑ пӗчӗк пӳрт туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Татах калам-и пӗлессӳ килсен?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Манӑн тус Хэнаньтен, вӑл Юньнане куҫса килсен питӗ тӗлӗннӗ, ҫӗрулмирен ҫавӑн чухлӗ апат тума пултарнирен.

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

«Ҫар операцийӗнче хутшӑнакан ҫамрӑк ачасем каялла килсен ҫак ятарлӑ фондра вӗсене пулӑшса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Ҫав ӗҫе ӑна канса килсен хушӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Яла черетлӗ хут килсен аттепе аннене тӑван хуҫалӑхра ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Ку ҫулҫӳревре е аякран хӑна килсен пулма пултарӗ.

Есть большая вероятность, что это произойдёт в путешествии или с гостями, которые прибыли издалека.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хамӑр та вӗсем килсен хавас тухса курма.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Тепре шутлаҫҫӗ те, комплекслӑ оценка туса килсен тепре тӗл пулса сӳтсе явӑпӑр ҫак ыйтусене».

Куҫарса пулӑш

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

«Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте хӑш-пӗр чух тупӑкри пек тӑвӑр», — ӳпкелешнӗччӗ Наталь пӗррехинче Маринэпе пӗрле хӑнана килсен.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Шупашкара куҫса пынине, унта хваттер туяннине яла килсен тин пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр хура кӗркунне Таранов ашшӗ-амӑш килне килсен урамра ӑна Сулагаев хирӗҫ пулчӗ, яланхи пекех пӑртак хӗрӗнкӗскер, сывлӑх та сунмарӗ, куҫ айӗн сӑнсӑррӑн пӑхса илсе иртсе кайма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килсен ашшӗ тӗрмерен ырӑ ятлӑн таврӑнас пек, йӑмӑкӗ йывӑр чиртен сывалас пек, хӗр библиотекарӗн кӑмӑлӗ йӑшӑлах ҫемҫелес пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хутран-ситрен тӑван килне килсен ашшӗ ӗҫсӗр ларнине нихҫан та курман Таранов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хытӑрахчӗ те ӗнтӗ ун ҫинче ҫывӑрма - ытлах туйман та эпир, темӗнле нушана та тӳсме ӗлкӗрнӗскерсем, - каласа кӑтартнӑччӗ 1980-мӗш ҫулсенче тӗлпулӑва килсен блокадниксем.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

- Ку ял тӑрӑхне 1990 ҫулсенче килсен совет тапхӑрӗнче кӗрлесе тӑнӑ «Россия» колхоз саланнӑран производство пӑчланнине, кунти пурнӑҫ шӑпланнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Киле килсен яланах тӗрӗслес пулать.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Пӑспа ӗҫлекен ҫӗнӗ хуран килсен какая тирпейлекен цех уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Паянхи кун Марье аппана 22 мӑнукӗ тата 17 мӑн мӑнукӗ савӑнтарать, асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне хӑнана килсен янравлӑ сассисемпе пӗр урам тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

5-мӗш класран малалла вӗренме май пулман хӗр ачан, тем пек пӗлӳ пухас килсен те, ашшӗ чирлесен унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех