Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫа сăмах пирĕн базăра пур.
каҫа (тĕпĕ: каҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каҫа ниҫта та, нихҫан та манас ҫук!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ, Марфӑсем вӗренсе пӗтерсен, вӗсене ӑсатнӑ юлашки каҫа астӑватӑн-и?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗрхи садра каҫа хирӗҫ питӗ лӑпкӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Икӗ летчикӗ, кун каҫа ӗҫлесе ӗшеннӗскерсем, тӳрех харлаттарса ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа та пӑсӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хурама пек вушар вутта татма та, ҫурма та май ҫук тесе, карчӑкпа Таня хӗл каҫа ӑпӑр-тапӑр ҫунтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ху пӗлетӗн, каҫсерен ыйхӑ ҫук кунта сирӗн, ҫӗр каҫа нумай вулама пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Нумай юрлӑ ҫулсенче, хӗл каҫа ҫав шитсене 5 — 6 хут кӑларса лартма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кун каҫа мӗн туса ларас килте, — терӗ вӑл хуралҫӑна лӑпкӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каҫа хирӗҫех тухса каяҫҫӗ тӑвар патне.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

«Турӑ ҫырлахтӑр, ку ылханлӑ каҫа мӗнле тӳссе ирттерес?» — шӑлӗсене шакӑртаттара пуҫларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ку каҫа вӑл вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӑсасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ытла каҫа юлас мар! — шавлӑн калаҫса илчӗҫ те кӗнчелеҫҫисене тӗпелти кӗтесе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ӗҫе тухса каяс умӗнхи каҫа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ануксен ушкӑнӗ, ку каҫа улаххӑн та савӑнӑҫлӑ ирттерме, Мавра пӳртне суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав каҫа Якур ҫывӑраймасӑрах ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫа юлса ҫӳрекенсене выртса канма сарлака сак.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михха, — салхуланса чӗнчӗ вӑл, — каҫа хирӗҫ килтен кам хӑвалать сана?

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун каҫа ҫирӗм-вӑтӑр ҫын кӗрсе тухрӗ, хӑшӗ-пӗрисем вак-тӗвек япаласем туянчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех