Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярах сăмах пирĕн базăра пур.
каярах (тĕпĕ: каярах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ, Коля тете, лавккана каярах кайса унта сутуҫӑран эпӗ пыни пирки ыйтса пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Каярах — Шӑхальпе Ҫӗньял хушшинче ҫул хӑпартса асфальт сарсан тикӗс ҫулпа ултӑ-ҫичӗ километр чупаттӑмӑр, ҫапла шкул ӑмӑртӑвӗсене хатӗрленеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Шарлоттӑпа каярах паллашрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Каярах ҫеҫ пӗлтӗм: 206 номерлӗ пӳлӗм вӑл семинар ирттермелли пӳлӗм, 2-06 номерлӗ аудитори — ятарласа лекцисем ирттерме тунӑ пӳлӗм пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Малтан вӗсен калаҫӑвне ытлашши тимлесех пымарӑм, каярах хӑлхана тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Каярах, сӗтел патне пырса, ывӑлӗ илсе килнӗ укҫине шутларӗ, ывӑлӗн пӗрремӗш хут ӗҫлесе илнӗ укҫине амӑшӗ хӑй кӑна пӗлекен вӑрттӑн вырӑна ытти укҫа ҫумне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Куля амӑшӗ таврӑниччен маларах сурӑхӗсене кӗтӳрен кӗтсе илчӗ, витене хупса шыв, ҫумланӑ курӑк пачӗ, каярах хурӗсене пӗверен кайса илсе картана хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Астӑватра, пӗр икӗ эрне каярах Кавӑрле картишӗнче сысна ҫухӑрни илтӗннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Венюк нумай шухӑшласа тӑмарӗ, тӳрех: — Ман савние Айӑна хӗр ҫумӗ тӑвар мар-и? Вӑл манпа пӗрле вӗренет, маттур, ӗҫчен хӗр пӗрчи. Ӑна эпӗ сирӗн туйӑр хыҫҫӑн кӑшт каярах качча илме хатӗрленетӗп, — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ку ыйтӑва каярах сӳтсе явӑпӑр, — тесе лӑплантартӑм ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Каярах ачисене те сахал мар пӑхрӗ, вӗсемпе йӑпанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Салара ытларах патша вӑхӑтӗнче тата каярах пуҫ янӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Иккӗшӗн те йӑтмалли самаях пулнӑран, вӑрӑм ҫула каякансем пуҫтарӑнмалли вырӑна палӑртнӑ вӑхӑтран каярах юлса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Каярах ӑҫта илсе ҫитерӗҫ-ши вӗсем ӑна?

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑйне каярах та пулсан тӳрре кӑларас тесе: — Эпӗ, Василий Захарович, айӑплӑ, ҫыруне илтӗм пулсан та… хуравламарӑм, — юнашар ҫын хумханнине сиссе хушса хучӗ Васелиса.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗсем кун сиктерсе, каярах икӗ, виҫӗ кун сиктерсе тӗл пулма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Санӑн апат вӑхӑчӗ каярах мар-и вара?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Лешӗ малтанхи каҫ ӗҫрен каярах юлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кӗркури хӗртен: «Эсӗ мана ҫартан таврӑнасса кӗтетӗн-и?» — тесе ыйтаканскер каярах унтан пӑрӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех