Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пур еннелле те тӑсӑлса канӑҫсӑр чӑнлӑха сӑнарланӑран унӑн тарӑн тӗпӗнче-ӑш-чикӗнче аҫа-ҫиҫӗм евӗрлӗ вӑйсем ҫуралаҫҫӗ, вӗсем асамлӑ майпа тулаш чӑнлӑхне куҫаҫҫӗ ахӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Хӗрарӑмсем нишлӗ, суеҫӗ, канӑҫсӑр, чапшӑн ҫунаҫҫӗ, ҫӑткӑн, хыт кукар, усал.Женщины мелки, лживы, суетны, тщеславны, хищны, жестоки и жадны.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗччен юласран хӑраса ҫурт-йӗртен аяккалла каймастпӑр; мӗн пур ӗҫе пӑрахрӑмӑр, лӑпкӑлӑх шыраса вырӑн ҫине ӳкнӗ ҫынсене канӑҫсӑр та йывӑр ыйхӑ тертлентерет; ачасем, пирӗн тӳлек пурнӑҫа аркатнӑ аслатне пула, чарӑнми йӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — вӗсен амӑшӗсем те, — татти-сыпписӗр хӑранипе начарланса кайнӑскерсем; эпир, арҫынсем, ҫапӑҫакан вӑйсен влаҫне сирсе пӑрахас тӗллевпе тепӗр чухне пурте пӗрле утрава пӑха-пӑха, тӗпче-тӗпче ҫаврӑнатпӑр, пирӗн хамӑра ӗнентерес килет: утрав хуҫисем — пӗртен пӗр эпир кӑна; ҫакӑн хыҫҫӑн чӑннипех ҫапла иккенне ӗненсен тата сивлекрех шанчӑксӑрлӑха лекнине туятпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Хупахри, масарти шанчӑксӑр обществӑрилле хутӑшса арпашӑннӑ лару-тӑру Аян чӗринче кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленӳ ҫуратрӗ: пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пулӑм килессе туйни унӑн ҫамрӑк куҫӗсене сунара тухнӑ ҫӳлевӗҫ куҫ шӑрҫисен канӑҫсӑр йӑлтӑртатӑвӗпе тултарчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Улатӑра кайнӑ та килнӗ чухне пулса иртнине татах та татах аса илсе, ҫав вӑхӑтрах пуҫа ҫавӑракан шухӑш-ӗмӗтпе айкашса выртса, Ванькка кӑвак ҫутӑлла кӑна канӑҫсӑр ыйхӑпа тӗлӗрсе кайрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Канӑҫсӑр ӗнтӗркеве путнӑ Тарт малалла утрӗ те утрӗ.Все дальше и дальше шел Тарт, погруженный в тревожное оцепенение и тоску.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Канӑҫсӑр ӗҫсене кӑмӑлне татӑклӑн хытарнипе чӑтса ирттерет, хаяр карап унӑн организмне ҫӗмӗрсе кӗнӗҫемӗн, пӗлменлӗхӗ вара хӑнӑхупа ылмашӑннӑҫемӗн хӑйне ҫӑмӑлрах та ҫӑмӑлрах пулса пынине туять.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кимме ҫапла канӑҫсӑр, ӑнӑҫсӑр хӑваласа сехете яхӑн иртрӗ.В такой безуспешной и тревожной погоне за лодкой прошло около часу.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӗри вара пӗр канӑҫсӑр йӑшкать.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Саша пурӑнакан тӑхӑр хутлӑ ҫуртӑн алӑкӗсем пӗр канӑҫсӑр уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Аня та иртенпех канӑҫсӑр.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Паллах, Ленин ҫавнашкал хитре танлаштарусене тӳрех сирсе ячӗ, унӑн пит-куҫне канӑҫсӑр сӑн ҫапрӗ.Разумеется, Ленин отмахнулся от этих высокопарных сопоставлений, сделал озабоченно-деловитое лицо,
15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тепӗр самант иртет-и те, каллех юлашки кунсенчи канӑҫсӑр шухӑшсемпе хумханусем (Надежда Константиновнӑшӑн, аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн, партири юлташӗсемшӗн уҫӑмсӑррӑн пӑлханни, вӗсене, хӑй партийӗн ҫыннисене — хавас кӑмӑллисемпе аскетлӑраххисене, хӗрӳллисемпе сивлекрех чунлисене, пӗрлехи ӗҫе юлашки сывлӑш тухиччен парӑннисене — виҫеллӗн, анчах пурпӗрех ҫав тери ачашшӑн юратни) юн ҫаврӑнӑшӗпе чӗрене пырса ҫапӗҫ; каллех акӑ, халех, хӑйӗн асӗнче тепӗр хут мӗлтлетсе иртме пуҫлакан сӑн-питсен — рабочисен, матроссен, салтаксен пурнӑҫӗпе чунӗшӗн ответлӑ пулнине туйни ӑна бритвӑпа каснӑ пек ҫивӗччӗн амантса кайӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗсемшӗн те мӗн тери канӑҫсӑр пулчӗҫ ҫав кунсем.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫапла ӗнтӗ, ҫутҫанталӑк хӑех тата ман шӑпа мана ӗҫчен пурнӑҫпа, канӑҫсӑр пурӑнма пӳрнипе эпӗ каллех тӑван ҫӗршыва пӑрахса уҫӑ тинӗсе тухса кайрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сире амӑшӗн ырми-канми те канӑҫсӑр ӗҫӗшӗн, чӑтӑмлӑхӑрпа иксӗлми вӑй-халӑршӑн тата ҫирӗп ӑсӑршӑн пысӑкран та пысӑк тав!Огромное вам спасибо за самоотверженный материнский труд, терпение, силу и мудрость.
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/24/news-3979813
Пӗр сӑртлӑ сӑмсахран вӗсене ҫилпе канӑҫсӑр хумханакан тӗттӗм шыв кукӑрӗ шалалла кӗнӗн курӑннӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах та Иван Игнатьевич питех те канӑҫсӑр ҫывӑра пуҫланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Пӳрнисемпе тути чӗтреннӗ, куҫхарши канӑҫсӑр вылянать, анчах вӑл, тӗлӗнсе тӑна май тытӑнса калаҫма пуҫласан, ухмаха ернине пачах палӑртмарӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Канӑҫсӑр шыв чӑнкӑ ҫырана чылаях ҫисе кайнӑ.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.