Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркине (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресченсенчен пухнӑ ҫара салтаксен ҫирӗп йӗркине хирӗҫ тӑма йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗп ҫар вара асӑрхану йӗркине пит пӑхса пычӗ, салтаксем халь тесен халь персе яма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урама тухма тытӑнчӗ, инвалидсемпе салтаксем ҫар йӗркине вӗреннӗ ҫӗре те кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен хӳттипе урам варрине юлнисем ҫар йӗркине йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу майӗпен ҫарпуҫӗ пулма хӑнӑхса пычӗ, халиччен анкар тытма, ухӑ пеме пӗлнӗскер, тата хӗҫпе ҫапӑҫма вӗренчӗ, ҫар йӗркине хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапӑҫу йӗркине ҫирӗп пӗлекен салтаксем вӗсене пурне те вӗлерсе пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ним йӗркине те астумасӑр карчӑка хӑйӗн тимӗр пек ҫирӗп аллипе хулӗнчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

База тума, унта эпир хамӑр ҫарсене ҫапӑҫу йӗркине вӗрентнӗ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгунсем вара, хусахсем кӗтмен ҫӗртен тапӑннине сирсе ярайсан, ҫар йӗркине ҫухатмасан, ҫав ҫӗлене пайӑн-пайӑн ваклама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуллахи кун ҫаплипех хӑй йӗркине илес тесе тӑрӑшмасть-ха: ҫуркуннене хӑваламасть.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлтӑр куҫлӑ Еркиней Чатӑр витӗр ялт курать, Анчах туйӑн йӗркине Шӑлне ҫыртса пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Асси-пӑсси Еркиней Ирӗксӗрех килӗшет, — Авалхисен йӗркине Виҫҫӗмӗш хут кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ял ҫыннисене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе иртнӗ ҫул республикӑра сиксе тухнӑ инкек-синкексем пирки чарӑнса тӑчӗ, ӗҫ вӑхӑтӗнче пурне те тимлӗрех пулма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ҫапах ҫар йӗркине пӑхӑнасах пулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эсир Раҫҫейӗн наци интересӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр тата право йӗркине сыхлатӑр.

Вы твердо стоите на страже национальных интересов России, обеспечиваете безопасность граждан и сохраняете правопорядок.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

«Эсир Раҫҫейӗн наци интересӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр тата право йӗркине сыхлатӑр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене валли пӗр чӑмӑра пухӑнса, спорта хутшӑнма, ытти кӳршӗллӗ регионсенчен те йӗлтӗрпе чупма кӑмӑл тӑвакансене валли ятарлӑ центр хута яраҫҫӗ республикӑра.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Наркотиксемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче кун йӗркине кӗртнӗ мӗнпур ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ, кашнинпе тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ӑна тӗпе хурса пурӑнма 1352 ытла тӗрлӗ мероприятисем ирттернине палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех