Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла-ҫапла теҫҫӗ, хӗрсемпе каччӑсем сире ҫамрӑксен каҫне пыма чӗнеҫҫӗ, диспут ирттерсе парӑр-ха, теҫҫӗ.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Ҫак йывӑр саманта пуҫ ҫинчен ирттерсе ярасси канӑҫне татрӗ Иван Михайловичӑнне.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.
Асту, никама та хӑвӑнтан ирттерсе ан яр, никамран та ан пӑрӑн! — чӑрсӑррӑн хушрӗ Кӗҫтук.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫапах та Натюш ӑна ҫилленмест, пӗр йывӑр сӑмахпа та кӳрентермест; тӗлӗнтермӗш упӑшки ытла та кулӑшла ӗҫ тусан, Натюш шӳтлесе кулсах ирттерсе ярать.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Колхозсем халичченхи тырӑ акмалли, пахча ҫимӗҫ лартмалли плансенчен ирттерсе, ятарласах оборона фончӗ валли тырӑ акма, ҫӗр улми лартма йышӑнчӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Салтака каякан каччӑсене ӑсату каҫӗсем ирттерсе панӑ.
Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/
Михха ку ӗҫе шарламасӑр ирттерсе ярать, ҫиллине пытарать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Эсӗ пур — хаклӑ вӑхӑта усӑсӑр ирттерсе Ҫӳре».
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ан тив, пулас-курассине хӑвӑртрах ирттерсе ярасчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ним шарламасӑр ирттерсе яма ҫук.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй суха патне кайма васкатчӗ, халь ӗнтӗ таҫта вӑхӑтне ирттерсе ҫӳрет…
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗрсе кур, мӗнле ҫӑвӑнаҫҫӗ, — яланхи пекех лӑпкӑн каларӗ те шӑллӗ, Сахара алӑкран хӑй патнелле ирттерсе тӑратрӗ, хӑй сехрисем хӑпнӑ арҫынпа хӗрарӑм енне ҫаврӑнчӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар ҫӗнӗ хӑнасен сӑхманӗсене хывса ҫакма пулӑшрӗ, тӗпеле ирттерсе палас витнӗ вӑрӑм сак ҫине лартрӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Эпир ялта хурал таврашӗ ирттерсе курнӑ.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем пулас ханпа ун ҫыннисене малалла ирттерсе хӑйсем вӗсен хыҫне ӳкрӗҫ — халь ӗнтӗ мӗн Кӑкшамара ҫитиччен утсене уттарса ҫеҫ пычӗҫ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн пур йӑла та темиҫе ялпа чӳк ирттерсе выльӑха пусса пӗтересси кӑна, — йӗреннӗ пек тутине йӗлпӗртсе каларӗ ҫӗрпӳ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вут-ҫулӑм витӗр тухса, концлагерьсенчи асапа тӳссе ирттерсе нимӗҫ фашисчӗсене аркатма пултарнӑ.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
Ӑна ним чӗнмесӗр ирттерсе ямаллаччӗ пуль, анчах Северьян, кӑшт вырӑсла перкелешсе илес шутпа-тӑр, сӑмах хушрӗ:
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрӑм сухаллӑ ҫын муллапа ун ҫыннисене ирттерсе ячӗ те ҫул ҫине тухрӗ.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Палюк мучийӗ пур пӗрех итлемен, Настаҫ кинемие: «Эс халь, ватӑлса ҫитнӗскер, ҫӳпӗрен те такӑнатӑн та, саншӑн тӑманасем айӑплӑ-им?» — тесе ирттерсе янӑ.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.