Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ван-Конетран хӑраса вӑл чӑнлӑха пытарма, ӑна судра кӑна уҫса пама тӗв турӗ, ку, унӑн шухӑшӗпе, ун тӗлӗшпе ӗҫе тепӗр хут пӑхса тухма ыйтӗччӗ; «Тип ҫӗрпе тинӗсри» пӑтӑрмах ҫинчен калама хальлӗхе иртерех.

Опасаясь Ван-Конета, он решил утаить истину и раскрыть ее только на суде, что, по его мнению, привело бы к пересмотру дела относительно него; теперь было преждевременно говорить о происшествиях в «Суше и море».

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Борис ӑна иртерех тӑрса илсе кайӗ.

Борис раненько утром отведет ее.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Акӑ мӗн, — шухӑша кайса пуҫларӗ Джен, — Ледан хӑйӗн тӗллевне мӗнлерех пурнӑҫланине эпир хальлӗхе тӗшмӗртейместпӗр, ҫавӑнпа ҫӗнтерӳ пирки калаҫма иртерех.

— Я подумала, — задумавшись, произнесла Джен, — что, пока мы не знаем, как справился с задачей Ледан, рано нам говорить о торжестве.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Ҫав кун умӗн эпӗ ҫавна, халӗ те юратаканскере, ҫапла каларӑм: «Ыран иртерех тӑрӑр, — эпӗ сире ӳсен-тӑран тӗнчин йӑлӑнтармӑшне кӑтартӑп».

Накануне я сказал той, которую продолжаю любить: «Встаньте рано, я покажу вам каприз растительного мира».

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Амӑшӗ, иртерех пулсан та, ватӑ ҫын йӑлипе, ӑшӑ кӑм ака ҫине хӑпарса вырнаҫнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртерех тӑр вара, пирвай иксӗмӗр апат ҫийӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн ҫӗнӗ туса пӑшалпа ҫӳремешкӗн иртерех пек туйӑнчӗ те, эпӗ ӑна, чӑнах та, кӗпҫе памарӑм-ха, — ӑнлантарчӗ Минӑна Йысна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Чим, савӑнма иртерех, — хӑйне пусарчӗ Ванькка. — Вӗсемпе паллашни — ҫур ӗҫ те мар-ха, пирвай шанӑҫа кӗмелле…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑванӗ ҫут тӗнчерен иртерех уйрӑлчӗ, авланмасӑр, йӑха тӑсмасӑр.

Иван рано ушел из жизни, не женясь и не продлив своего рода.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Яланхи пекех, автобус ҫинчен иртерех анса юлчӗ те общежити еннелле ҫуранах утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Операци хӑвӑрт иртрӗ пулин те савӑнма иртерех.

Рано радоваться, хотя операция и прошла быстро.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Марук аппа унран та иртерех ҫитнӗ иккен: ферма картишӗнче каллӗ-маллӗ кускаласа ҫӳрет.

Тетя Мария оказалась здесь еще раньше: ходила взад и вперед по двору фермы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Уяв кун ирхине эпир Васькӑпа иксӗмӗр ытти чухнехинчен иртерех вӑрантӑмӑр.

Утром наступившего праздника мы с Васькой проснулись раньше обычного.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Юлташа илме иртерех тухса кил.

Пораньше приезжай за товарищем.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Ирхине иртерех каятӑр та шӑп лару пуҫланнӑ тӗле Питӗрте пулатӑр.

— Утром уедете и к началу заседания будете уже в Питере.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫук, хӗрхенсе мар, тырӑ выракансене ирхи апат кайса памалла пирки сарайран иртерех кӑларчӗ.

Не только потому, что жалела его, но и потому, что надо было отнести завтрак жнецам.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Иртерех савӑннӑ.

Рано радовался.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах пӗрре ирпе хуҫа мана хӑй патне халичченхинчен иртерех чӗнтерчӗ.

Вдруг, однажды утром, хозяин позвал меня к себе немного раньше, чем обычно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ яланах хам ҫири тумтире пурте ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, иртерех, вӗсем ыйхӑран вӑраниччен тӑхӑнаттӑм.

Обычно я снимал с себя платье только тогда, когда все в доме уже спали, и надевал его спозаранку, когда еще никто не проснулся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Акӑ эпӗ ирӗке тухасси хам кӗтнинчен иртерех пулчӗ тата вӑл пит темскерле майпа пулчӗ.

И вот мое освобождение произошло раньше, чем я ожидал, и не совсем обыкновенным способом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех