Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗри сăмах пирĕн базăра пур.
вӗри (тĕпĕ: вӗри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав машинӑпах кӑнтӑрла вӗри апат кӳрсе ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Делянкӑна вӗри апатпа тухма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Авланӑр-ха хӑвӑр, кӑмака тума вӗренӗр, вӗри кӑмака пек пӗҫертекен инкесене тӗл пулӑр — вара пӗлӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ку сана кӑмакашӑн, вӗри кӑмакашӑн, чаплӑ кӑмакашӑн», — тесе тепре чуптурӗ те лак лартрӗ хӗрарӑм мана сак ҫине.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Килте ӑсталанӑ анлӑ сӗтел ҫине Нинук инке хӗп-хӗрлӗ тӑм чапӑксемпе вӗри яшка лартрӗ, йывӑҫ кашӑксем пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мунчана вӗри хутатӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑртрах! — пӑркаланчӗ влаҫ, кучӗ айне вӗри кӑмрӑк сапнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак тӗллевпех ку уяв кунӗ вӗри кӑмака ҫине шап-шурӑ ҫивитти витнӗ минтер хурса унта чашӑкпа пӑтӑ, ҫичӗ кашӑк хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ пӗрпӗччен итлетӗн мана, шеллетӗн, манпа пӗрле йӗретӗн вӗри куҫҫульпе…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эх, халӗ мана эсӗ пӗҫернӗ вӗри паранкӑччӗ, Ваҫилеҫӗм чунӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗри ҫиҫӗм пырса ҫапрӗ Ваҫиле шӑнӑрӗсене — вӑл сиксе тӑчӗ те тӑхӑнмасӑрах урама вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр вӗри пулса кайрӗ ӑна, тепре — сивӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, юратӑвӑн вӗри ытамӗ хыҫҫӑн лӑпланса ҫитейменскер, нимӗн те чӗнмерӗ, тимлӗх уйӑрмарӗ, анчах та кайран, кӑштах сивӗнсен, тапӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлнӑ ҫӗрулмине ҫисе ячӗҫ, вӗри чей ӗҫрӗҫ, Ваҫиле ҫула тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа хӑнана хӑйӗн вырӑнне пачӗ: вӗри кӑмака ҫине улӑм тултарнӑ кӑштӑркка сарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫҫӗн сӗтел тавра туслӑн ҫӗрулмипе ҫӑкӑр явӑстарчӗҫ, вӗри сӑмавартан матрӳшке ярса вӗретнӗ чей ӗҫрӗҫ, ҫывӑрма выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑмалана кусарпа хырса тасатрӗ, хапхине вӗри шывпа ҫурӗ, кӑвак сӑрпа сӑрласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каччӑ ӑна каласа пӗтерме памарӗ, унӑн вӗри тутисем хӗрӗнне сӗртӗнчӗҫ те савнисем хӗрӳллӗн чуптума пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫа арӑмӗ сӗтел ҫине вӗри сӑмавар йӑтса кӗрсе лартрӗ, чей чашкисем хучӗ, апат-ҫимӗҫ янтӑларӗ те чеен кулса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ председатель хӑйӗн купарчи айне вӗри бомба килсе пӑрахнӑ пек асар-писер тулхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех