Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлернӗ (тĕпĕ: вӗлер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван халӑхӑн телейӗпе ирӗклӗхӗшӗн кӗрешекен ҫынсене шалчасем ҫине кутӑн лартса асаплантарса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынна пемен, утарҫӑ йыттине ҫеҫ вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗр вӗлернӗ аттене!

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗлернӗ пулӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳрше пурак пама кайсан арӑмӗ киле хӑрушӑ хыпар илсе таврӑнчӗ: Мамич-Бердейпе унӑн тусӗсем хӑйсен патшине вӗлернӗ те пуҫне шалча ҫине тӑрӑнтарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юсуф княҫа вӗлернӗ хыҫҫӑн Нухайран пулӑшу кӗтмелли ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавна вӗлернӗ, аслӑ Али-Акрам хан.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ҫыннисем вӗлернӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрремӗшӗнчен, вӑл вӑрҫӑра ӳкмен, тарса килнӗ чух пӑхма пӗлмесӗр вӗлернӗ эсир ӑна.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана юрӗ-ха, хупчӑр, эп ҫын вӗлернӗ тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халӑха хӑратмалӑх пӗр ушкӑн юлнӑ, — терӗ ӑна пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ шутланакан ватӑ тӗкӗрҫӗ Эпселем, вӑрмана вырӑс тиекне вӗлернӗ хыҫҫӑн тарса килнӗскер.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та юн тӑкӑнчӗ-тӑкӑнчех: темиҫе казака, вӗсен пуҫлӑхне вӗлернӗ, кунти ҫынсенчен те темиҫен аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ҫул ҫинче пӑлхавҫӑсем иртнӗ эрнере стрелецсене те тапӑннӑ иккен, Шупашкар ҫывӑхӗнче воевода ҫыннисене вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепри вырӑс ҫыннине вӗлернӗ те хӑйне айӑпласран тарса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян ҫеҫ пӗлтӗмӗр, Хусанта Горбатый-Шуйский вӑтӑр тӑватӑ ҫынна ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫаратнӑ ҫеҫ мар, вӗлернӗ!

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем вырӑс купсисене вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ав кашни кун тенӗ пекех илтетӗн: унта ҫынна вӗлернӗ, кунта ҫынна ҫаратнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтрӗн пуль, аслӑ тарҫӑ ҫук халь манӑн, такам вӗлернӗ тет ӑна, — арӑмӗ тин ҫеҫ каланӑ сӑмаха пӗлтерчӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех