Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вак сăмах пирĕн базăра пур.
вак (тĕпĕ: вак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑл вӑхӑтра лавккасем пӗчӗккӗччӗ, вак таварсем нумайччӗ, ҫавӑнпа вӗсенче тӑвӑрччӗ», — аса илет халӗ суту-илӳ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Ҫинҫе ҫип арлаканни вак укҫине киле хӑварнӑ: ерҫӳ ҫук!

Та, что прядет тонко, оставила дома все тары-бары: знает, что болтовня отвлекает от дела.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулӑҫсем, улшуҫсем, тӗрлӗ вак ӑстасем ларса тухнӑ кунта.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевлӗ программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ӗҫлеме тытӑнакан фермерсем те ӑнӑҫлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Яллӑ вырӑнсен урамӗсенчи ҫул-йӗре йӗркене кӗртессишӗн вак чулпа сарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Нумайранпа ӗнтӗ районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевпе тӗрлӗрен программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ҫеҫ ӗҫе пуҫӑннӑ фермерсем те ӑнӑҫлӑ аталанма майсем тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Районта пурӑнакансем вак хуҫалӑхсене аталантарас тӗллевлӗ программӑсене хутшӑнса ҫемье фермисем йӗркелесе янӑ тата тин ӗҫлеме тытӑнакан фермерсем те ӑнӑҫлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Владимир Андреевич пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче ытти машинӑсем ку ҫулпа ҫӳресрен тӑхтаса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ирӗлнӗ извеҫ вак чулӗ урапа ҫумне сырӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Чӑнах та, стройматериалсене ҫак ҫулпа турттарчӗҫ, анчах та хӑйсем хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑксене вак чулпа танлаштарса тухрӗҫ», - тесе ӑнлантараҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Кунти ертӳҫӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнашар участока юсанӑ вӑхӑтра хӑйӑрпа вак чул турттарнӑ чухне нумаях пулмасть тунӑ ҫул арканнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

2019 ҫулта икӗ урама пӗрлештерекен тӑкӑрлӑкра ҫула хӑйӑрпа тата вак чул сарса хытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Йытӑ ҫырмапа юр ашса пыма юратмарӗ, часрах мӗн те пулин кӑларса парас тесе ытларах вак ҫӑткӑн кайӑксен йӗрӗсем тӑрӑх чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халлӗхе эс лашине вӑрла, ҫавӑн пек вак япаласемпе тарӑхтарма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялти пуҫару ушкӑнӗпе ял администрацийӗ килӗштерсе ӗҫленипе урамри ҫулсен 96 процентне вак чул сарса якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Халӗ вак-тӗвек вак тӗвекех пек туйӑнмӗ.

Мелочи сейчас окажутся далеко не мелочами.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайран вуласа пӗлтӗм те эпӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ крайӗн вӑрманӗсемпе тинӗсри утравсем ҫинче ҫирӗм-вӑтӑр вак халӑх пурӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Кунти вак халӑхсем теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Эпӗ вак халӑхсем хушшинче ӳснӗ, вӗсен пушине хам ӗмӗрте чылай курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Аслӑ ҫулпа мар, Тутаркас районӗ урлӑ вак ҫулсемпе Йӳҫкассине ҫитмелле, — терӗ Ефремов аппарачӗсене хатӗрлеме амбулаторне кӗрсе юлнӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑваш халӑхӗн несӗлӗ Аслӑ Пӑлхар халӑхӗнчен пырать тени, вак халӑхсен ӗлӗк хӑйсен культури пулнӑ тени савӑнтарчӗ те, кӳрентерчӗ те Павӑла.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех