Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякра сăмах пирĕн базăра пур.
аякра (тĕпĕ: аякра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вашт кӑна сиксе утланчӗ те хӗр ҫиҫӗм пек аякра та мар курӑнса ларакан вӑрман еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улпутсемпе сутӑҫсем Пӑкачав хуларан аякра чухне чӑтма ҫук хӑюллӑччӗ, вӗҫӗмсӗр мухтанатчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Нумай ҫӳрерӗмӗр аякра.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӗсем, пуппа иккӗшӗ, ял варринче чиркӳ валли вырӑн суйласа илчӗҫ, ун хыҫҫӑн Савантер Хырла хӗррине кайса пӗренелӗх вӑрман пӑхса ҫӳрерӗ, юлашкинчен вара ҫулран аякра пӗр хырлӑх килӗштерчӗ те тепӗр кунах унта ҫынсене ертсе тухрӗ, йывӑҫ кастарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла ӑна унта, аякра, сӗм вӑрмансем хушшинче пурнакан чӑвашсем те пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах икӗ ӑмӑрткайӑкӗ те, тӗкӗсене тӑка-тӑка, пӗр ҫӑмха пулнӑн, ҫӗрелле, аякра курӑнакан ката еннелле ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанхи йӗтре пулемет ячейкинчен пӗр вунӑ метр аякра хашлатса ҫурӑлчӗ, чул-тӑпра таҫта ҫити сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кунта пӗр лаптӑк ҫеремлӗх, йывӑҫсем пӗр аллӑ метр яхӑн аякра

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сад 7 сотӑй таҫта аякра, Сител патӗн-че, пур ҫӗре те ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ҫунакан материалсенчен хатӗрленӗ таварсем, ҫӳлӗксемпе шкапсем тата ытти хатӗрсем кӑмакасенчен сахалтан та 70 сантиметр аякра пулмалла, хутмалли-чӗртмелли вырӑнсенчен - 1 метр та 25 сантиметртан кая мар.

Куҫарса пулӑш

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

«Павлуша, Павлик, — илтӗнет таҫта аякра, — сӑра сӗртӗм, кӑпӑклӑ чух ӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Таҫта аякра (Мускав, унтан Оренбург облаҫӗ) Анук строителе вӗренсе тухрӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫларӗ, качча тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӗрарӑма тав туса, чӑматанӑма алылмаш йӑтса, эпӗ вӗҫевлӗ, ҫутӑ кӑмӑлпа, умри ӗҫе тӗплӗн, шӑйрӑк-шайрӑксӑр тӑвас ҫӗкленӳпе ҫав ҫурт (вӑл Атӑл ҫыранӗнчен ҫур ҫухрӑм аякра, урамра иккен) еннелле нӑкӑ пусса танлӑн вашлатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Депутат пулнӑ майӗн те вӗсенчен аякра тӑман.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ӗҫ стажӗ унӑн вуҫех те аякра тӑракан сферӑра пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Е тата «йӗрке хуралӗнчен аякра юлмастпӑр, каҫхине автоинспекторсемпе тӗрӗслевсене тухма хатӗрленетпӗр-ха…»

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Вӑрманта, «шур-шур шурлӑх» урлӑ аякра, килсӗр-ҫуртсӑр, хуҫисӗр, ҫӗтсе ҫӳрекен урнӑ йытӑ хом-хом-хом… хомлатнӑ пек те илтӗнчӗ ҫак сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малта, таҫта-таҫта аякра, ҫав-ҫавах тимӗр-тӑмӑр тавраш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хӳнклетни, кӗмсӗртетни, чанклатни, мотор пӗртемлӗ ӗрлени илтӗнкелет-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах асамлӑ юрӑ каллех аякра янӑрать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ау-у, Микола, кил кунта, — аякра таҫта ҫӳрекен каччӑна кӑшкӑрчӗ хӗр каллех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех