Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ, 24. икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча; 25. вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Айккинчи пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫӑ вырӑна илсе тухаҫҫӗ: пӗр алӑкӗ — ҫурҫӗр енне, тепӗри — кӑнтӑр енне; ҫав уҫӑ вырӑнӑн сарлакӑшӗ — пилӗк чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ, 4. кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.