Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ялав сăмах пирĕн базăра пур.
Ялав (тĕпĕ: ялав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кун ачасем патша портретне персе антарчӗҫ, Дерюгин вырӑспа Михайлов чӑваш шкул ҫурчӗ ҫине хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫав ҫапӑҫушӑн мана та Хӗрлӗ Ялав орденӗ панӑ пулнӑ, пӗр эрне каярах военкоматра пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӑл хӗрлӗ ялав ҫӗкленӗ, пуҫне тӳп-тӳрӗ тытса, ҫап-ҫутӑ аттипе шӑннӑ ҫӗр ҫине шап! шап! тутарса, ҫирӗп утать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун вырӑнӗнче хӗрлӗ ялав вӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыранах тытмалла та тӑррине хӗрлӗ ялав ҫакмалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрлӗ тутӑр вӑл хӗрлӗ ялав пекех, ахаль ҫынсене ирӗклӗхпе телейшӗн кӗрешме хавхалантарса пыракан тӗс пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялав йӑтса тухасси, стройпа утасси, Калашников автоматне сӳтсе пуҫтарасси, патриотлӑхпа тулнӑ юрӑсене кӑтартасси, пӗрремӗш пулӑшу парасси … - пурте кӑсӑклӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Ун ятне пирӗн ялав пек ҫӗклемелле, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн ялав — Сююнбике!

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан ӗҫ тапратиччен пӗр шӑчӑ тӑрне хӗрлӗ ялав хӑпартса ҫакать, бригадинчи ҫамрӑксене пухса, кӗске сӑмах калать:

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Вӗсем, садоводпа пӗрле, сад ыйтӑвӗпе хулара та, ҫула май «Ялав» колхозӗнче те пулчӗҫ.

По вопросу заложения сада они вместе с садоводом побывали и в городе, и попутно в колхозе «Знамя».

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӑлхава ҫӗкленнӗ халӑхшӑн вӑл ялав вырӑнне пулнӑ тенине те вуланӑ эпӗ.

И ставшим для восставшего люда боевым знаменем.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Левентей малти лав ҫине хӑмач ялав ҫирӗплетрӗ, вара обоз хускалса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян вӗсен хӑш-пӗр ӗҫӗсемпе «Хӗрлӗ ялав» хаҫат урлӑ паллаштаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑпа ачаран кӑсӑкланни пурнӑҫра та пулӑшать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9148-pallash ... 15-04-2022

«Хӗрлӗ ялав», «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» хаҫатсем, «Здоровье», «Как я выздоровел» журналсем илсе тӑрать вӑл, вӗсен ячӗсене те ӑсран пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Пӗрисем корреспондентсен рольне вылярӗҫ, теприсем «Хӗрлӗ ялав» хаҫат вулаканӗсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ачасем «Хӗрлӗ ялав» историйӗ ҫинчен, хаҫат мӗнле калӑпланни, редакцинче кам-кам ӗҫлени пирки пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ирина Михайловнӑн «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнчи ӗҫ стажӗ 23 ҫула яхӑн.

Стаж работы в редакции газеты «Красный флаг» Ирины Михайловны составляет около 23 лет.

Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r

Наградӑна тивӗҫекенсен йышӗнче чи малтан пирӗн ӗҫтешӗмӗр, Вӑрмар районӗн «Хӗрлӗ ялав» хаҫачӗн компьютер пайӗн редакторӗ Ирина Михайловна Артюкова пулчӗ.

В числе первых, удостоенных наград оказалась наша коллега, редактор компьютерного отдела Урмарского района газеты «Красный флаг» Ирина Михайловна Артюкова.

Ӗҫтешӗмӗре саламлатпӑр, пӗрле савӑнатпӑр! // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9985-ctesh-m ... sav-natp-r

Ун шучӗпе, ялав ҫӗклени тата гимн юрлани - тӗрӗс те, паянхи лару-тӑрура пысӑк пӗлтерӗшлӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех