Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрле пурӑннӑ чухне вӗсен иккӗшӗн те пӗрер уҫӑ пурччӗ, кунтан пӑрахса кайнӑ чух Таня ӑна хӑварман, хӑйӗн ҫӑраҫҫийӗ — хӑйпе пӗрлех кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мосальский хӑйпе пӗрле яланах пӗчӗк ача ҫавӑтса ҫӳренӗ, ачи — ӑста пианист пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Демахин хӑйпе пӗрле икӗ ҫын илсе преступлени пулнӑ ҫӗре тухса кайма хатӗрленнӗ кӑна — сасартӑк телефон шӑнкӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Киле килме вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйпе пӗрле кедр хунавӗсене илсе таврӑннӑ, вара Ҫӗпӗр йывӑҫне Чӑрӑш Туҫара хӑй пахчинче ӳстернӗ.

Когда пришло время возвращаться домой, он принес с собой саженцы кедра, и вырастил сибирское дерево в своем саду во Вторых Тойсях.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Акӑ Павӑл хӑйпе пӗрле ташламашкӑн Верука, хӑй пекех яштака пӳ-силлӗ, ҫивӗч куҫлӑ хӗре, туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Патефона майлаштарса лартсан Тарас, ташлама тесе пушмак тӑхӑнса килнӗскер, Кӗркурирен те маларах Елюк патне пырса тӑчӗ, хӑйпе пӗрле чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ульяна, ури ҫӗре перӗнми вӗткеленекенскер, Испуханова мунча ҫенӗкне ҫавӑтса кӗртрӗ, хӑйпе юнашар кравать ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ахальтен мар ӗнтӗ автобаза пуҫлӑхӗ мана хӑйпе пӗрле мунча кӗме илсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Юрамасть ачана Хӑйпе илме.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйпе пӗрле хӗҫ, пӑшал, анкар илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, вӑл ӑна хӑйпе пӗрле Улатӑра илӗ, ура ҫине тӑма пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ те ырханкка Килтеш ҫынни вӑйпута пурӗпӗрех вӗҫертмерӗ, тискер кайӑк пек хӑрлатса-ахлатса ӑна хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвалакансем ӑна хӑйпе илсе кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ун ҫине лайӑхрах сӑнаса пӑхрӗ те вӑл хӑйпе хӑй калаҫса ларнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку мӗне пӗлтерет тата? — ыйтрӗ Тимофей-хусах хӑйпе юнашар тӑракан Укаслуран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучи хӑйпе пӗрле килнӗ шурсухалсем ҫине пӑхса илчӗ те вӑтаннӑн: — Ҫӗнӗ вут чӗртме пӗлетпӗр-ха ӑна, тӑванӑм, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑртан лӑпка ҫил кассӑн-кассӑн вӗркелет, хӑйпе пӗрле кункаҫа тем тӗрлӗ тӑрмашса, тем тӗрлӗ ӗҫлесе ывӑннӑ ҫан-ҫурӑма кантарма сулхӑн илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен хайхискер чӑтаймарӗ, хӑйпе юнашар пыракан пыльчӑкланса пӗтнӗ ватӑ чӑваш умне ӳкрӗ те, ун ҫӑпаталлӑ урине ярса тытса, тытӑнчӑклӑн тархаслама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каяс умӗн вӑл хӑйпе пӗрле пыма пурне те чӗннӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ахмар хӑйпе пӗрле икӗ пуяна тата пӗр пупа илсе тухнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех