Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хире сăмах пирĕн базăра пур.
Хире (тĕпĕ: хире) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Ӗҫ пур-ха техника паркӗнче, часах таврӑнаймастӑп, ҫумӑр чарӑнас пулсан, каллех хире хӑпаратӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл «АСК-Яльчики» хуҫалӑхӑн вӑрлӑхран ҫӗр улми ҫитӗнтерме май паракан теплица комплексӗпе паллашрӗ, хире ҫитсе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартакан уй-хир ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗ, ҫӗр улми лартас технологие тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫилсӗр ҫанталӑкра каҫ кӳлӗм, 5-рен пуҫласа тепӗр хут хире тухаҫҫӗ, ҫӗрле 10 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%ba%d0%b ... %d0%b5cce/

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа автомобильсем хире хирӗҫ ҫапӑннипе 42 авари сиксе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке пӑсакансене тупнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60664

Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те техника хире тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ… // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Чунӗ чӑтман унӑн, вӑл паян, малтанхи юр ӳкнӗ кун, хире тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

«Юсавлӑ техникӑпа хире тухма та шанчӑклӑ», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Салма Иванӗ Тимӗркке лашине шырама хире тухнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑхатӑп — хире те пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑлхана «пӗтӗм хире мӗкӗрсе ҫаврӑнакан ула ӗне» сасси те сӗртӗнкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кунта водительсемпе механизаторсем халӗ хӑйсене шанса панӑ техникӑна тӗплӗн тӗрӗслесе хире тухма хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Хӗрача амӑшне хӑй фермӑна каяссине кӗрсе пӗлтерчӗ те пахча хыҫӗнчи ҫул тӑрӑх хире тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уй хапхи ҫук — лешсем тӳрех хире тырӑ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Виҫӗ пин гектар ҫӗр ҫинче 20 гектар хире юлни — пӗверен пӗр витре шыв ӑсса тӑкнӑ пек ҫеҫ вӑл, паллӑ та мар.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

— Тӗрӗс, — ача пек хӗпӗртерӗ Никифор Захарович, — эпӗ те леш хире юлнӑ 20 гектар кӑшман пирки ялхуҫалӑх управленине ҫырса сан ятна ямӑп.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Эс ман ҫинчен, леш хире юр айне юлнӑ 20 гектар кӑшмана шыраса илес тесе, ялхуҫалӑх управленине ҫырса панӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Хресчен хире тухнӑ ӗнтӗ: аякри симӗс калчасем ҫинче тракторсем шуни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чи малтан хире трактор мар, самолетсем тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫтаппан хире тухрӗ те ҫул ҫук ҫӗртенех вӑрман еннелле утре.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырма вӑхӑтӗнче чӑвашсем мӗн авлтанах каштари автан виҫҫӗмӗш хут авӑтсан вӑраннӑ та, йӑпӑр-япӑр тӑрса, хире кайма хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех