Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пытармасӑр (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗн-и: кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ ҫитмест, — нимӗн пытармасӑр калаҫрӗ вӑл.

— Знаете, воли не хватает, — искренне заговорил он, садясь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

«Паян каҫхине Кнай хулин урамӗнче Орт Ганувера арестленӗ; ӗҫӗсем унӑн, нимӗн пытармасӑр каламалла, чаплах мар.

«Сегодня вечером арестован на улице города Кнай Орт Ганувер, дела которого, надо сказать прямо, не блестящи.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

— Пикеҫӗм, атьӑр, пӗр пытармасӑр калаҫар.

— Будем вести дело начистоту, барышня.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пытармасӑр калатӑп: хӗрарӑмсем пирки эпӗ питех те япӑх шухӑшлатӑп; эсир — хӗрарӑм; евӗклӗх чиккинчен ӑнсӑртран каҫрӑм тӑк — шӑпах эсир хӗрарӑм пулнӑран.

Скажу откровенно, я отношусь к женщинам весьма отрицательно; вы — женщина; если невольно я перешел границы вежливости, то только поэтому.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пытармасӑр каласан — эпӗ ухмах пулнӑ…

Собственно говоря, я был дурак…

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Нимӗн пытармасӑр ӑнлантарса парӑпӑр.

Будем объясняться начистоту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пытармасӑр каласан, пуринчен мала тухмашкӑн унччен те хирӗҫ марччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюк ҫывӑхӗнче пулас тесен, пысӑк шанчӑка кӗмелле, — терӗ Крапивин ҫамрӑк тусӗнчен нимӗн те пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Миҫен пулнӑ эсир? — кӑмӑлне пытармасӑр ыйтрӗ вӑл отряд командирӗнчен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ырӑ пан, — терӗ вара Никифоров, — пытармасӑр тӳррине калатпӑр: хурахсем мар эпир, тыткӑна лекнӗ ҫар ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, татах тӗл пултӑмӑр санпа, э? — савӑнӑҫне пытармасӑр алӑ пачӗ ентешне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пытармасӑр каласан, эпир Канаш чугун ҫул станцийӗнчен чаплӑ сейф сӗтӗрсе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакна вӑл 1925 ҫултах, аслӑ ывӑлӗ Антун Хӗрлӗ Ҫартан таврӑннӑ ятпа хӑна-вӗрле пухсан, пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр пытармасӑр каларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗршывра ытти ҫӗрте вӑрӑ-хурахсен эшкерӗсемпе кӗрешнинчен вара хӑраман утамансем хӑйсен хушамачӗсемпе ячӗсене пач пытармасӑр ҫӳрени те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн вара ку тӗлӗшпе пит ӑнсах каяймарӗ-ха… — терӗ Телегин пӑшӑрханнине пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Господа офицерсем, нимӗн пытармасӑр калаҫар, — тет пырса кӗнӗ ҫын.

— Господа офицеры, — сказал вошедший, — будем откровенны.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пытармасӑр каласан ак ҫакӑн пек шӑп ларнӑ чухне сысна ҫури тӗлӗнмелле лайӑх курӑнать.

А надо сказать, что когда он так вот сидел, то выглядел очень мило и трогательно.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эпӗ темӗскер ӑнланмастӑп пулас! — хӑйӗн тарӑхӑвне пытармасӑр хуравларӗ вӑл.

— Я что-то ничего не понимаю! — завопил он в ответ, не скрывая своего гнева.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать.

Но когда один из них признался, что своим величием и богатством он обязан измене отечеству, другой — отраве, а большинство — нарушению законов с целью погубить невинного, то эти открытия (надеюсь, читатель простит мне это) побудили меня несколько умерить то чувство величайшего почтения, которое я, как и подобает маленькому человеку, питаю к высокопоставленным особам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ним пытармасӑр каласа пани капитана пит кӑмӑла кайрӗ.

Капитан остался очень доволен моим безыскусственным рассказом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех