Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫланнӑ (тĕпĕ: пуҫлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркунне пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем вӑя кӗнӗ.

‌Ряд поправок к правилам дорожного движения вступил в силу с началом осени.

Машшин фарисемшӗн малашне правасӑр юлма пулать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36148.html

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ май вара сӑлтавӗ те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Пӗтӗм Раҫҫейри «Халӑх участковӑйӗ — 2023» конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлава хутшӑнма васкӑр // Любовь АНТОНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%81%d0% ... baa%d1%80/

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни пуҫланнӑ.

В Башкирии с сегодняшнего дня стартует Всероссийская неделя безопасности дорожного движения.

Пушкӑртстанра Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3444651

Мероприятие хатӗрленесси Нсиконнене савнийӗсем фургон ҫине ларса пурте пӗрле илем салонне кайнинчен пуҫланнӑ, хӑнисем вара 40 машинӑпа тата 30 мотоциклпа — мӑшӑрлану церемонине иртекен вырӑна ҫитнӗ.

Подготовка к мероприятию началась с того, что все возлюбленные Нсиконнене на фургоне отправились в салон красоты, а гости на 40 машинах и 30 мотоциклах — на место проведения церемонии бракосочетания.

Угандӑри усламҫӑ тӳрех 7 арӑмлӑ пулса тӑнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36056.html

Анчах вӑрҫӑ пуҫланнӑ та, хӑйне авиаци шкулне яма ыйтнӑ, ҫур ҫултан фронтра пулать, — паллах, унччен нимӗҫсене аркатса тӑкмасан…

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Совет влаҫӗ пуҫланнӑ пулин те, пуян-куштансен тискерлӗхӗ-йӑли ҫирӗпчӗ-ха ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

«Кӑнтӑрла иртсен пуҫланнӑ ҫумӑр каҫчен чарӑнмасть» — теҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Халӗ, хӗл пуҫланнӑ май, ман шутпа, кашниннех мӗнле те пулин ыйту сиксе тухатех.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мобилизаци пуҫланнӑ вӑхӑтра Рузилӗн мӑшӑрӗ виҫҫӗмӗш ачипе йывӑрлӑ пулнӑ.

Когда мобилизовали Рузила, его жена была беременна третьим ребенком.

Виҫӗ ача ашшӗне ятарлӑ ҫар операцинчен килне тавӑрнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... hn-3398114

Илемлӗх кунӗ ирхи ҫаврашкаран пуҫланнӑ, педагогсемпе ачасем мӗншӗн илемлӗ те тирпейлӗ пулмаллине аса илнӗ.

День красоты начался с утреннего круга, на которым ребята с педагогами вспомнили почему важно быть красивыми и опрятными.

Пишпӳлекри «Дюймовочка» ача садӗнче илемлӗх кунӗ ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3432268

Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗр чӗтренӗвӗ вырӑнти вӑхӑтпа эрнекун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 23:00 сехетре пуҫланнӑ, вӑл темиҫе минута тӑсӑлнӑ.

По сообщению местных СМИ землетрясение началось в районе 23.00 по местному времени в пятницу, 8 сентября и продолжалось несколько минут.

Мароккора нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35977.html

Эпир пурне те - ашшӗ-амӑшӗсене, ачасене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлатпӑр!

Мы поздравляем всех- родителей, детей с новым учебным годом!

"Эпӗ шкулченхи ача" пӗрремӗш праҫник иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3421729

Ҫак кун ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкулсене район администрацин яваплӑ ӗҫченӗсем тата организацисен ертӳҫисем килнӗ.

В этот день поздравить с началом нового учебного года в школы пришли ответственные сотрудники от администрации и руководители организаций района.

Пишпӳлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ar-3416923

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа линейкӑсем районти пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те иртнӗ.

Линейки в честь начала учебного года прошли во всех образовательных учреждениях района.

Пишпӳлек районӗнчи шкул ачисемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ar-3416923

Регион ертӳҫи студентсене Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.

Руководитель региона поздравил студентов с Днём знаний и началом нового учебного года.

Радий Хабиров Уфари радиоэлектроникӑпа телекоммуникаци тата хӑрушсӑрлӑх колледжне ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... rn-3416909

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев студентсене тата аслӑ шкулта ӗҫлекенсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче ӗҫлекен студентсен ӗҫ укҫин тӳлевӗн коэффициентне ӳстерме килӗшнӗ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/01/shku ... ulevn-koef

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Анастасия Трофимовна хаяр вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра 9 ҫулта анчах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ку предприятири А.Порядковӑн ӗҫ биографийӗ 2001 ҫулта хӑрушсӑрлӑх службин охранникне вырнаҫнӑранпа пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех