Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1761 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1491 гектар ҫурхи тулӑ, 3976 гектар урпа, 1039 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма малалла пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%b2%d1%8 ... %82%d1%8c/

Вӑл шутран 1788 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1980 гектар ҫурхи тулӑ, 4162 гектар урпа, 1191 гектар сӗлӗ, 60 гектар вика, 2218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Пушаннӑ лаптӑксене хӑватлӑ трактор — «Версатиле» йышӑнать, унпа Владимир Борисов кӗрхи ҫӗртме сухи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%85e%d1% ... b0%d0%b2e/

Кӗрхи тырӑсене вырса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ.

Уборка озимых уже завершается.

Пушкӑртстанра тырӑ тухӑҫлӑхӗ 1,2 млн тоннӑран иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... tn-3389017

Кӗрхи уй-хир ӗҫӗсем валли 273 комбайн, 750 косилка, 953 ытти техника хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Вӗceм ҫaпла пӗтӗмлетрӗҫ: кӗрхи тӗш тырӑ культурисен туxӑҫӗ кӑҫaл пӗлтӗрхинчен пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

Caвӑнӑҫ кӳрекен хыпар // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cavanac-kyreken-hypar

Вӗсем хальхи вӑхӑтра кӗрхи тулӑ пуссинче ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулли пучах пуҫне таять, эппин, пӳлме кӗҫех тулать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82%d1% ... %b5%d1%85/

Вӑл шутран 843 гектар кӗрхи тулӑ, 457 гектар урпа, 122 гектар сӗлӗ, 100 гектар пӑрҫа вырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем малала пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%83%d0%b ... %ab%d3%97/

Июлӗн 17-мӗшӗнче «Сюрбеево» ООО ӗҫченӗсем округра чи малтан кӗрхи тулӑ вырма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырмана тухнӑ // Минзаит ЗАЙНУЛЛИН. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

— Паян ҫапах та «кӗрхи бал».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Кӗрхи бал» курма пуҫтарӑннӑ ял ҫамрӑкӗсем клуба лӑк тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Иртнӗ кӗркунне клубра «кӗрхи бал» пулнӑ хыҫҫӑн ик-виҫӗ кун илтнӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр икӗ эрне кӗрхи пӗлӗт тӗслӗ пулса ҫӳрерӗҫ Михал Михалчпа Раиса Ивановна.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Тӗл пулмашкӑн эс тухсамччӗ Кӗрхи сарӑ вӑрмана.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ҫилпе кӗрхи калча лӑпчӑна-лӑпчӑна илет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫакӑ та хӗрӗн чӗри ыратӑвне туртса илеймест, ҫӗр ҫине ҫаплах куҫҫуль шӑпӑртатать — кӗрхи пилеш пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӑн тӗкӗрлӗ, гардероблӑ, ҫавра сӗтеллӗ таса пӳлӗмре икӗ простынь витнӗ, кӗрхи мӑнтӑр путене пек хӑпарса тӑракан минтер хунӑ, пуҫ вӗҫне алшӑлли ҫакнӑ тӑватӑ кравать ларать.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кӗрхи тулӑпа ыраш лаптӑкӗсем 507 гектар шутланаҫҫӗ, - пӗлтерчӗ опытлӑ специалист.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Кӗрхи ҫӗртме сухи, юр тытни, тӑпра типсе ан кайтӑр тесе сӳрелени, унтан — культиваци, акни, калчасене сайралатни, ретсем хушшине кӑпкалатни, апатлантарни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Пӗррехинче, кӗрхи тӗттӗм каҫ, Праски Альӑна хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех