Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа, халӗ темле те, ун чухне ҫамрӑксем каҫпа самаях йышлӑ пухӑнатчӗҫ, вӗсен хаваслӑ шавӗ аякран ах илтӗнсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эрнекун каҫпа Телегин патне «Макҫӑм пичче» янӑ хӑна ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа Машук, чӑнах та, пысӑках мар, ӳт-пӗвӗпе чӑх ҫӑмартине аса илтерекен арҫынна ертсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кунне вӑл пӗчченех виҫӗ ҫурпилӗк ҫӗре кайса акрӗ, самаях ӗшеннине пӑхмасӑр, ҫӗрулми пахчипе мӗн тумалли ҫинчен калаҫса пӑхмашкӑн каҫпа Ҫӑпата Матви патне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа, ялсенчен таврӑнсан, пирӗн пата ытти милиционерсем те ҫитӗҫ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурал салтакӗсем ӑна тимлӗ итлерӗҫ пулин те, каҫпа пӗрин хыҫҫӑн тепри таҫта кая-кая ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Конвойлаканнисем вӑл костел пекех ӗҫлет тенӗ-ши, тыткӑнри салтаксене яла каҫпа кӑна илсе кайрӗҫ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле каҫхи кӗлӗ вӗҫленнӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа Короле хайхи тем пулчӗ, вӑл хӑйне Антунпа пач урӑхла тыткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа кӗпер айӗпе ҫынсене каҫса ҫӳреме чарнӑ.

Вечером людям запрещалось ходить под мостом.

Раҫҫей журналисчӗсем Мӑкӑр кӗперне ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31071.html

Синопа хытӑ чупакан лаша ҫинче пынӑ, бизонсен кӗтӗвне хӑваланӑ, каҫпа лагере хӑй тытнӑ бизон ашне илсе пынӑ.

Синопа мчался на быстрой лошади, преследовал стадо бизонов и вечером привез в лагерь мясо убитого им бизона.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Каҫпа Шурӑ Кашкӑр вигвамне Кӗске Мӑйрака, ватӑ юмӑҫ пырса кӗнӗ.

Вечером в вигвам Белого Волка вошел старый знахарь Короткий Рог.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫакӑн пеккисенчен пӗр хӗрача патне, шахтерсен ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Варваропольски полкин штабӗ тӑракан ҫырмари кӑвайтӑ патне, пӗррехинче каҫпа Агриппина пырса тӑчӗ.

К одной из таких девушек поздно вечером однажды в овраге, где помещался штаб новосформированного Варваропольского шахтерского полка, — к огню костра подошла Агриппина.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каҫпа тин вара, аран-аран пропуск илсе, генерал-майор Носович Александровски вокзала ҫитсе кӗнӗ; Троцкий поезчӗ ҫавӑнта, чугун ҫул ҫинче тӑнӑ.

Поздно вечером, получив, наконец, пропуск, он добрался до Александровского вокзала, где на путях стоял поезд Троцкого.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем пекех, ҫуллахи вӑхӑтра вӗсем ирпе тата каҫпа икшер сехет хушши ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ.

Летом они пасутся два часа утром и два часа вечером, подобно своим родителям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑхӑта эпир утрав пуҫлӑхӗн ҫуртӗнче ытларах ирттерсе, каҫпа хулари хваттерте ҫывӑртӑмӑр.

Большую часть дня мы проводили во дворце у правителя, а ночевали на городской квартире.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король обойщикӗ мана валли пит аван кровать туса пачӗ те, ман няня ӑна кашни кунах уҫӑ сывлӑш ҫине кӑлара-кӑлара лартатчӗ, хӑех пухса тирпейлетчӗ, каҫпа каллех хӑй вырӑннех кӗртсе лартатчӗ.

Королевский обойщик изготовил для меня прекрасную кровать, и моя нянюшка каждое утро выносила ее на воздух, собственноручно убирала, а вечером снова ставила на место.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Амӑшӗпе пӗрле вӑл мана пукане сӑпкинче каҫпа ҫывӑрма пит лайӑх вырӑн туса пачӗ.

Вместе с матерью она смастерила мне на ночь постель в колыбельке куклы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Карап парӑсӗсене антарчӗ те, эпӗ сентябрӗн 26-мӗшӗнче каҫпа улттӑмӗш сехетре карап ҫумне пырса тӑтӑм.

Корабль убавил паруса, и в шестом часу вечера 26 сентября я пристал к нему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тата майра-хуҫанне пӗр пӗчӗк тӑвар муклашкипе сухан пуҫӗ йӑкӑртсан — ҫӑлтӑрлӑ каҫпа ҫав тутлӑ ҫимӗҫе пула, вӑл вара хӑйне телейлӗ ҫын пекех туйӑннӑ.

А если случалось стащить у хозяйки комочек соли и луковицу, то звездная ночь да этакое лакомство делали его почти счастливым.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Каҫпа тата банкӑсем лартӑр, — тенӗ вӑл Александра Петровнӑна.

— Вечером ещё банки поставьте, — сказал он Александре Петровне.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех