Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

«Институтран вӗренсе тухсан иксӗмӗр те пӗр колхоза ӗҫлеме кайӑпӑр», — ӗмӗтленнӗ вӗсем, анчах юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Икӗ кӑйкӑр, икӗ кӑйкӑрӑн чӑрсӑр куҫӗсем пӗрне-пӗри курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Икӗ пӗр сӑнлӑ ҫын, анчах вӗсен ӗҫӗсем мӗн тери икӗ тӗрлӗ, — шухӑшларӗ вӑл. — Алюнов — ырӑ кӑмӑллӑ, такама та пулӑшма хатӗр, ку — тискер кӑмӑллӑ».

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренӗн икӗ вӗҫне икӗ енчен ҫынсем тытрӗҫ, туртма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрмана вӗсем пиллӗкӗн тухса кайрӗҫ: икӗ пуп, Савантер, тата икӗ салтак.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таҫтан икӗ хӗрарӑм кӑпӑкланса тӑракан сӑраллӑ икӗ туслӑх алтӑрӗ йӑтса килчӗҫ, пӗрне Пӑкачава, теприне ватӑ килхуҫине тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ тус, пӗр хӗрӗн пӗтме маннӑ икӗ тӑшманӗ, ҫапла кавар турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утҫӑм тарӑн ҫырмана, ай, кӗмерӗ, Ҫак тӗнчере ик ӗмӗр, тускайӑм, килмерӗ, Ҫак тӗнчере икӗ ӗмӗр килсен, Курӑпӑр-ха эпир те, тускайӑм, ыр пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выртать унӑн умӗнче Майра патша хӑяккӑн, Икӗ тӑлмач ик енче Куҫараҫҫӗ вӑраххӑн:

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Урха кайни икӗ ҫул, Икӗ йывӑр асап ҫул, Нимӗн хыпар тӗсӗ ҫук, — Паллах ӗнтӗ ҫыннӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ кӗрсе лараччен, Силемпипе нумайччен Пӑшӑлтатса пуплерӗ: «Ҫуран кая юл», терӗ, Алтутрине тыттарчӗ, Икӗ тӗвӗ тӗвлерӗ, Куҫне хупса, хӗрелсе, Пӗр ӗҫ хушрӗ именсе: «Йӗршшӳ ҫинчи кӗперпе Утаман уль каҫмалла, Тыттар икӗ тӗвӗпе Алтутрине ытарла.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрӑм яштак пӳ ҫинче Хура ҫӳҫлӗ тӑрӑх пуҫ; Тӳрткен сӑмсин ик енче Икӗ ҫутӑ чакӑр куҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун ҫинче виҫҫӗн: малта водитель, ун хыҫҫӗнче, ик енче, икӗ автоматчик.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑвайт икӗ енне икӗ йӳплӗ юман шалча ҫӗре чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл уйӑхра икӗ хутчен икӗ хутаҫ пӑрҫа илсе пырать те — ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

— Эсӗ манӑн пӗртен-пӗр шӑпчӑкӑм, кӗҫех иксӗмӗр Хура тинӗс хӗррине канма кайӑпӑр, мана ӗҫрен икӗ путевка параҫҫӗ, пӗри — бесплат, тепри — укҫалла.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Икӗ хура шӑрҫа, пӗр шурӑ хурткуҫҫи, икӗ шӑрҫа пӗр хурткуҫҫи тирнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех