Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вулама (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем 1964 ҫулта тата ҫакӑн пек кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ: В. Элпин «Тӑрӑр вӑйӑ картине», В. Орловӑн «Икӗ ҫӑл куҫӗ», Н. Мишутинӑн «Как солнышко будили» (вырӑсла), Н. Яснопольскин «Икӗ тӗплӗ витре», Н. Ивановӑн «Пирӗн карап» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Калавсемпе повеҫсен сборникӗсенче эпир ҫакӑн пек произведенисем сахал мар вулама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

К. Турханӑн «Ҫӗр суранӗ» вара ун пек мар, ӑна пӗрре вулама пуҫласан, вӗҫне ҫитмесӗр пӑрахаймастӑн, вуланӑҫемӗн вулас килет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Кулӑшла калавсемпе юптарусем, сӑвӑсемпе поэмӑсем вулама хапӑл тӑвакансем те пирӗн республикӑра сахал мар.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑнах та, вулакансен интересӗсем пурин те пӗр мар: пӗрисем ак колхоз пурнӑҫне сӑнлакан, теприсем тата рабочисен кулленхи хастар ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартакан произведенисем, виҫҫӗмӗшсем историллӗ романсемпе повеҫсем ытларах вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Эпӗ чӑваш писателӗсен кашни кӗнекинех вулама тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе вулама йывӑр пулин те, вӑл чӑваш литератури пӗрремӗш утӑмӗсене тунӑ вӑхӑтри хайлав.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Нухратовӗ Автанкассине лекци вулама килнӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ну, мӗн ҫитерет-ши ку инке тесе ҫамрӑк арҫын меню хутне тӗплӗн вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анна Петровна еннелле шиклӗн пӑхкаласа Испуханов пукан ҫине ларчӗ, ҫырусене вулама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Библиотекӑран кӗнеке илсе вулама та ӳркенет пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗренекенсен йышӗнче ҫурри ытла чӑваш пулин те, шкулта мӗн пур урок вырӑсла иртнӗ, ачасем нимӗн ӑнланмасӑр кӗлӗсене пӑхмасӑр калама, Библири статьясене вулама вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Пуп кӗчӗ те, алтарь ҫине тӑрса, кӗлӗ вулама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен хӑй мӗн ҫырнине васкамасӑр вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мунчаран Асмантей тухрӗ те, тухӑҫалла пӑхса, чӗркуҫленсе ларчӗ, тутисене мӑклаттарса кӗлӗ вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вулама, ҫырма, шутлама вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Уҫать-уҫать те вулать, каллех уҫкалать те вулама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ҫак зала калаҫма, вулама пухӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырӑсла кӗнекесем те вулама пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех