Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ай сăмах пирĕн базăра пур.
Ай (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ай, мӗнле ҫӑткӑн Чубай, чӑн-чӑн ҫӗр шапи, кая юлса ӑнланса илтӗмӗр ҫав ӑна, — ку сӑмахсем хыҫҫӑн темиҫе хутчен сиксе илчӗ Айдак.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ай, мӗнле техӗмлӗ, нимӗнпе те танлаштараймӑн, — хӑй куҫӗсене хупрӗ, аллине илнӗ татӑка киленсе ҫисе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ай, ыраттарать!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ай, мӗн пек эп ывӑнтӑм, урӑх чӑтма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ай, мӗн тӑватӑн эс манпа, ыратать вӗт?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ай мӗнле иккӗленетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӑштахран Вихтӗр, тӳсеймесӗр, ҫухӑрса ярать: «Ай, пӗҫерет!»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Чи пысӑк «Акула» шыв ай кимӗ макечӗ те ҫынсенче кӑсӑклану ҫуратрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Хурӑнлӑхра куккук авӑтать, Хурӑнлӑхра куккук, ай, авӑтать.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ай, хӑрушӑ япала иккен вӑл!

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ай, хитре юмах ку! — чӑнласах хӗпӗртет Услантӑр мучи.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ячӗ географиллӗ вырнаҫӑвне кура пулнӑ — Лемазы Ай юханшыва юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑран.

Название по географической реали — по впадению Лемазы в р. Ай.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Лемазы юханшыв Ай шывне юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑ.

Расположена на точке впадения реки Лемазы в Ай.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Ай, Валентина!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пиллӗкӗнех эпир, ай, пӗр тӑван, Пилӗкех те пилеш пӗр тымартан.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ай тур, ку Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сивӗрен ӑшша кӗрсен ай лайӑх-ҫке!..

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ай тутлӑ та-ҫке кукамайӑн кӑмакара пиҫнӗ купӑста яшкийӗ!

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Амӑшӗн пӗлӗшӗсем тата: «Ай тур-тур, Нетюк, ну лайӑх пушмак тӑхӑнтартнӑ вара эс Куляна — куҫ илме ҫук. Питӗ шеп», — теҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Икӗ аркӑллӑ чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ чӑваш хӗрарӑмӗсемпе тӑваткӑл тутӑрне тӑсса ҫыхнӑ мишер хӗрарӑмӗсем ай епле шатӑртаттарса калаҫаҫҫӗ, итлесе кӑна тӑр, ху ӑҫтине те манса кайӑн.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех