Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, ӗҫӗ мӗнре пулнӑ иккен.

А тут вон какое дело.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Тен, ӗҫӗ тухнӑ та пулӗччӗ, енчен… —

 — Может, и вышло, если бы…

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Сӑнӗнчен пӑхсан, йытӑ ҫапла каланӑн туйӑнчӗ: «Манӑн ӗҫӗ ҫавнашкал, мӗн тӑвӑн».

Весь вид его говорил: служба есть служба, ничего не поделаешь.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ӗҫӗ шыв юхтарнинче мар иккен: куна Чакак тунӑ, вӑл шыва чӑмать те кимме ӑҫталла туртас тенӗ ҫавӑнталла туртать.

Дело, оказывается, не в течении: это Сорока, спрятавшись под водой, тащит ее куда хочет.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Унӑн ӗҫӗ ку.

 — Его работа.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Арҫын ӗҫӗ мар ку, — мӑкӑртатрӗ Гарик, Алёнка ҫинелле пӑхса илсе, ҫапах та хушнӑ ӗҫе турӗ-турех.

— Не мужское это дело, — пробурчал Гарик, взглянув на Аленку, но отказываться не стал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Залран тухнисем Крэнкбиль ӗҫӗ ҫинчен калаҫман, питех интереслентермен вӑл вӗсене, ҫавӑнпа вӗсем ун ҫинчен текех шухӑшламан.

Уходившие нисколько не размышляли о деле Кренкебиля, которое их вовсе не заинтересовало и о котором они больше не думали.

IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Анчах, хамӑрах каларӑмӑр, ун ӗҫӗ йывӑр.

Но он выполняет, как мы говорили, трудные обязанности.

III // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Крэнкбиль адвоката хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пама тӑнӑ, анчах ку ӗҫе тума ҫӑмӑл пулман ӑна, мӗншӗн тесен вӑл калаҫма хӑнӑхман.

Кренкебиль пытался рассказать свое дело, что ему было не легко, так как у него не было привычки говорить.

II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

Стройкӑн пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек тапхӑр пур: вӑхӑт нумай юлман калӑпӑр, вуникӗ уйӑхран тӑватӑ уйӑх ҫеҫ юлнӑ, анчах ӗҫӗ ҫурри кӑна пулнӑ, — вара тепӗр ҫуррине тӑватӑ уйӑхра, унтан та маларах туса пӗтереҫҫӗ!

В жизни стройки есть такая стадия, когда времени осталось, скажем, четыре месяца из двенадцати, а работы половина — и эта половина будет сделана за четыре месяца, даже раньше!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Тӗрӗс, ӗҫӗ питех те нумай.

— Верно, работы уйма.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗҫӗ ҫӑмӑл тесе те каламастӑп.

И не потому, что легко.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ӗҫ вӗҫленсе пырать тесе каламастӑп — ӗҫӗ пӗтесси инҫе-ха.

— Не потому, что работы к концу подходят — до конца далеко.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах строительство ӗҫӗ вӗҫленсе пырас тапхӑра кӗнӗ чухне кашни хӑйӗн ӗҫне пур енчен те ӑнланса илни кирлӗ ӗҫ пулмасть-ши?

Но разве маловажно осмыслить свою работу в тот момент, когда стройка вступила в завершающий период?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сирӗн пит-куҫӑртанах куратӑп, — сӑмахне малалла тӑсрӗ начальник, — эсир ӗнтӗ хӑвӑр тӗрӗс мар шухӑшланипех тӑрса юлатӑр: чи кирли вӑл — ӗҫе тӑвасси, отчет парасси вара йывӑрах мар, вӑл бухгалтерсемпе экономистсен ӗҫӗ, вӗсем уншӑн шалу илеҫҫӗ тетӗр пулӗ…

— Вижу по вашим лицам, — продолжал начальник, — вы так и останетесь при своем заблуждении: мол, главное — это построить, отчитаться же не трудно, это обязанность бухгалтеров и экономистов, они за отчеты зарплату получают…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тунӑ ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулсан: ыйтӑва тӗрӗс татса пама мана вӑл пулӑшрӗ вӗт тесе, пӗр пайне Алексей ҫине хурать.

От случавшейся в работе удачи она отделяла часть ему: ведь это он помог ей принять правильное решение.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Проекта ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, отделӑн ӗҫӗ пачах улшӑнчӗ — вӑл халь вак-тӗвек проектсем тӑвать, хӑшпӗр участоксем ыйтса янӑ ыйтусене татса парать.

После утверждения проекта характер работы отдела изменился — он теперь занимался мелким проектированием, решал задачи по отдельным запросам участков.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сухаллӑ инженер малтан утса пырать, вӗсем ҫине ҫаврӑнкаласа пӑхать: вӗсене пулӑшасшӑн, анчах унӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур — ҫул кӑтартса пырасси, хумсене ҫапса сиресси, касатка пулӑсене хӑваласа ярасси…

Бородатый инженер впереди был, на них оглядывался: хотелось помочь им, но у него своя работа была — дорогу показывать, волны расшибать и касаток гнать прочь…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нимрен ытла вӑл тума шутланӑ ӗҫе тӑсма е кая хӑварма хӑтланнине юратмасть; ӗҫӗ пуҫланса кайсан, Беридзе тӳрех ҫав ӗҫ ӑнӑҫлӑ пӗтессине шаннипе хавасланать.

Больше всего на свете он не любил промедления или отсрочки в решенном деле; когда оно начиналось, Беридзе сразу проникался уверенностью в его успешном окончании.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Селектор тӑрӑх вӗҫӗмсӗр, кӑнтӑрла та, каҫпа та калаҫни тата пурнӑҫӑн пур тӗрлӗ сасси янӑраса тӑрать: питӗ кирлӗ е кирлех мар ӗҫсем ҫинчен, обществӑлла е харпӑр хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен, хуйхӑллӑ е кулӑшла каласа пӗлтернисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ.

Селектор непрерывно, днем и ночью, нес потоки человеческой речи и многообразнейшие отголоски жизни: очень важное и совсем маловажное, общественное и личное, трагическое и смешное.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех