Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку приказа ӗнер ҫеҫ илтӗм, Хусантан ярса пачӗҫ: пурте хӑй вырӑнӗнчех!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Петя кӗҫ-вӗҫ вилес пек, эсӗ вара… — каласа пӗтереймерӗ Соня, хыттӑн ӗсӗклесе ярса, кабинетри диван ҫине пырса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуррисем Хусана август уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ярса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сӗтел хушшине ларӑр, — чӗнчӗ вӑл Павлуша, ҫӑмламас кушака пукан ҫинчен хӳтерсе ярса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Маркка пичче улма ҫинӗ чух хуртне-мӗнне пӑхмасть, ҫаплипех ҫисе ярать, — терӗ вӑл, шӗвӗр пӳрнипе улма тӗпӗнчи сарӑ хурта аяккалла сирпӗтсе ярса.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫунтармалли шӗвеке мӗнпур лампӑсене ярса тултарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Салтаксене килелле салатса ярса, Тӑван ҫӗршыва нимӗҫсене сутса ярасшӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла каласа, шӑллӗ кухньӑна кӗчӗ, унта ҫӗрулми шуратса ҫирӗ, пӗр катӑк сахӑр ярса чей ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шупашкарта вара вӗсем влаҫа хӑйсен аллине ярса илнӗ те пуҫа мӗн пырса кӗрет, ҫавна тӑваҫҫӗ! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Роднов, — Карл Грасис юлашкийӗсем унта хула Совечӗ туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпӗ унта нихӑҫан та ура ярса пусас ҫук, Георгий Петрович!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумаях пулмасть П. Н. Осипов «Шуршӑл евчи» комеди, «Вӗҫленеймен вальс» опера либретти роман жанрне хӑюллӑн ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Пӗррехинче оркестр «Эрмитаж» садӗнче пӗр увертюрӑна ҫав тери илемлӗ шӑрантарнӑ хыҫҫӑн Петӗре такам, интеллигент сӑнарлӑ ҫын ҫанӑран ярса тытать:

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Унччен те пулман, Кашеваров сассине илтсе, иртен-пырансем ҫамрӑк ачана ярса тытнӑ, ҫапса ӳкернӗ, хӗнеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ик-виҫӗ утӑм ярса пускаларӗ те барон, чикеленсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Прохор шыв вӗретрӗ, тухтӑра ал ҫума умывальнике вӗри шыв ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тек вӑл пирӗн пата ура ярса ан пустӑр! — сӗтел ҫине ӳпӗнсе йӗре пуҫларӗ Соня.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Марьепе Лисук лаҫра сӑра юхтарнӑ, тутлӑрах пултӑр тесе сӑрине ҫӑрарах ӑсларан хӑмла ярса йӳҫӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара вӗри шыв ҫине чӗр чӑмарта ярса хутӑштарчӗ, ик татӑк сахӑр хурса ирӗлтерчӗ, кӑшт чейпе хӗретрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Исмук Павӑлӗ, пирӗн ялсем, чей ҫине ҫӑмарта ярса ӗҫетчӗ: пит усӑллӑ тетчӗ, — терӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чирлӗ аппӑшӗпе ачисене пулӑшма Хӗветӗрпе Лисука тилмӗрчӗ вӑл, укҫа ярса тӑма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех