Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткӑнса тухрӗ, тин кӑна килсе ҫитнӗ йӗкӗте паллаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, пӗрре ашшӗ, тепре ҫав лайӑх тумланнӑ йӗкӗт ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара тин килӗсене саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫипе мӑшӑрӗ мӗнле шухӑшпа сывланине хӑвӑр лайӑх пӗлсе ӗненнӗ хыҫҫӑн тин вӗсене алӑ пусса пама сӗнӗр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫур ҫӗр иртсен тин таврӑнчӗ ывӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр ҫур сехетрен тин чиркӳ пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, Михаил Степанович каларӗ-ҫке, ҫитӗннӗ ҫынсен ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла, вара чиркӗве тин хупма пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ялсенче парти пухӑвӗсем ирттермелле, вара тин комсомолецсен ӗҫе пуҫӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пачӑшкӑ самантлӑха ним калама аптӑраса тӑчӗ, унтан тин ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачисем чупса пырса амӑшӗнчен ҫакӑнсан тин асӑрхарӗ ӑна Хрестук, йӗпе аллисене кӗпи ҫумне сӑтӑркаласа, тутӑрӗпе саппунне майласа тӳрлетрӗ, хыпӑнчӑклӑн Тарье патне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тин ҫеҫ тӑварнӑ лашана хӑвӑрт кӳлсе тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иккӗшӗн хушшинче тин кӑна-ха ун пек-кун пек сӑмах пулман та тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Захар Петрович урайӗнче тӑсӑлса выртакан Варсан Викторович патне пычӗ, пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тин: — Тытӑр, вырӑн ҫине илсе хурар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ҫур ҫӗр ҫитнӗ чух тин килтӗм вӗт, атте.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗссе-пӗссе тыткаласан, ҫуркуннеччен ҫитет пулӗ теп те, темле ҫав ӗнтӗ, — тин кӑна тултарнӑ тепӗр черккине тӗплерӗ Хветут.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар хӑй килсе чӗнсен тин Хветутпа арӑмӗ темех ытлашши турткаланмасӑрах ҫи-пуҫ улӑштарса тӑхӑнса, кӳрше килне каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ хӑнасем кил хуҫисене пуҫ тайса алӑ тытрӗҫ, ыталаша-ыталаша илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт пӗр хушӑ иккӗленерех тӑчӗ, унтан тин хӑйне ҫамрӑксен хорне ҫырма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хитре чечек пек хӗр хӑй ҫине ҫиллессӗн тинкерсен, мулла тӑруках ним калама аптӑраса тӑчӗ, унтан тин: — Эсӗ, кызӑм, кунта-и вара? — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк кӑштах пӑрӑнчӗ те тутанса пӑхрӗ, унтан тин ӗҫрӗ, ҫур стаканне каялла лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех