Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

район сăмах пирĕн базăра пур.
район (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа та, йӗлтӗрпе чупассипе те, йӗтре тӗртессипе те, сӑнӑ, диск ывӑтассипе те шкул, каярахпа район чысне хӳтӗленӗ.

И по легкой атлетике, и по лыжному бегу, и по толканию ядра, и по метанию копья, диска защищала честь школы, а затем и района.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Район хаҫатӗнче пичетленнӗччӗ вӑл.

Его напечатали в районной газете.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унӑн статйисемпе очеркӗсем, тӗрленчӗкӗсем район тата республика хаҫачӗсенче пичетленеҫҫӗ.

Ее статьи и очерки, заметки печатаются в районном и республиканских газетах.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Район ертӳҫисем строительство ӗҫӗсемпе тӑтӑшах интересленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Республика тата район /хула/ хаҫачӗсем Интернет уҫлӑхне алла илнӗ чухнехи йывӑрлӑхсемпе малтанхи ҫитӗнӳсем ҫинчен министерствӑн информаципе аналитика пайӗн пуҫлӑхӗ Евгения Кудряшова каласа панӑ.

О возникших трудностях и успехах при освоении Интернет пространства республиканскими и районными (городскими) газетами рассказала начальник отдела информации и аналитики Министерства Евгения Кудряшова.

Интернет уҫлӑхӗ тата пичет кӑларӑмӗсем // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Магистраллӗ трубопроводсен Заволжски производство управленийӗн операторӗсен ҫурчӗ, чугун ҫул ҫумӗнчи СМП ҫурчӗ, Вӑрман поселокри ҫуртсем, лесничество кил-ҫурчӗсем, «Агросервис» район пӗрлешӗвӗн ҫурчӗсем, Палан кордонӗ, Ҫӗмӗрле лесничествин 70 №-лӗ кварталӗнчи кордонсем, Калинин ҫулӗ ҫинчи Ҫӗмӗрле ЭТУСӗн общежитийӗ.»;

"Дом операторов Заволжского линейного производственного управ­ления магистральных трубопроводов, дом СМП у ж/д пути, дома в поселке Лесном, дома на усадьбе лесничества, дома районного объединения "Агросервис", кордон Паланский, кордоны в квартале № 70 Шумерлинского лесничества, общежитие Шумерлинского ЭТУС по Калининскому шоссе.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Район хушу парать вӗт.

Район дает ведь план.

Почта та, лавкка та // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Район хушу парать вӗт.

Район же так приказывает.

Почта та, лавкка та // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Икӗ хут Социализмла ӗҫ Геройӗн тӑван ҫӗршывӗнче бюст вырнаҫтарас шухӑш пирӗн тахҫанах пурччӗ, анчах паянхи кунччен район бюджечӗ ҫакна тума май памастчӗ.

У нас давно была мысль установить бюст на родине дважды Герою Социалистического Труда, но районный бюджет не разрешал делать это.

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Мускавсем те, курма килекенсем те палӑка район администрацийӗн пуҫарӑвӗпе тата тӑрӑшӑвӗпе тунине ӗненчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Н.Угаслов пулман пулсан курайӗччӗҫ-ши ҫӗпрелсем П.Дементьевӑн палӑкӗпе мемориал хӑмине? Ҫакӑн ҫинчен район пуҫлӑхӗсенчен ыйтас килет.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫак ӗҫе район пуҫлӑхӗ Д.Гафуров, вырӑнти ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Ярухин тата П.Дементьевӑн тӑванӗ пурнӑҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Район центрне ҫеҫ мар, ялсене те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ нефтяниксем.

Нефтяники большое внимание уделяют не только районному центру, но и деревням.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫакна пирӗн район центрӗнче чаплӑ лару-тӑрура Ҫемье кунӗнче ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ӑна йӗркелекенсенчен хӑшне-пӗрне асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ҫавӑн пекех Францин «Ипсон» фармацевтика фирми, ГлаксоСмитКляйн фармацевтика компанийӗ, Авиастроительнӑй район администрацийӗ ачасене уяв туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чӑваш чӗлхипе тата литературипе район, республика шайӗнче иртекен олимпиадӑсенче те яланах тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӗтӗм кирлӗ информацие район администрацийӗсенче пӗлме пулать.

Всю нужную информацию сможете узнать в районных администрациях.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Халӗ район администрацийӗсем Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗпе тачӑ ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

На данный момент районные администрации начали тесно сотрудничать с государственным жилищным фондом.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӑл ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарас, ӳнер шкулӗ, культура учрежденийӗсем урлӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме явӑҫтарас енӗпе нумай ӗҫ ирттерни пирки каларӗ-ха, анчах та район прокурорӗн ҫумӗ Рафил Ахмадуллин поселокра наркоманипе чирлӗ миҫе ҫын шутра тӑни пирки ыйтсан аса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Зоя Леонидовна ҫавна май район территорийӗнчи пушӑ ҫуртсене тимлӗ сӑнаса тӑмалли пирки асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех