Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эпир халлӗхе аякка каймӑпӑр, Хусан ҫыннисене ҫакӑнта кӗтсе пӑхӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта халь аслӑ князь, хӑй ма тухмасть пире кӗтсе илме?

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑмӗ, ҫинҫешке кӑна хитре хӗрарӑм, нимӗн те чӗнмерӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине таянса тӑраканскер, упӑшкп лӑпланассине кӗтсе вӗҫӗмсӗр ун ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑнланмастӑп, тем кӗтсе тӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ хӑйне тепре ҫӗҫӗпе чикессе кӗтсе куҫне хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗре патне пыракан ӗҫ мар вӑл иртен пуҫласа каҫчен крепость тавра ҫаврӑнасси, хуралҫӑсене тӗрӗслесси тата Сӑр шывӗ енчен вырӑссем килессине кӗтсе ларасси.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирейӗн Тукайпа калаҫса тӑма вӑхӑт пулмарӗ, вӑл хӑйне кӗтсе тӑракан юлан утсене — Чулхуларан, Рязаньтен, Муромран тата Крым ханӗн станӗнчен килнӗ хыпарҫӑсене пӗрерӗн йышӑнма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳлерте Селиме ӑна савӑнса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗн чухлӗ макӑрса выртрӗ вӑл Аспар вилӗмне кӗтсе илнӗ вырӑнта?

Куҫарса пулӑш

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӑван килте Кӑваркуҫа ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫсем хушшинче вӗсене урӑх ҫын кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эпир хулана кӗрсе ҫыннусене чӗтре чирне ертрӗмӗр, эсӗ, баскак, хаман ҫывӑрса ларатӑн, пирӗн Танук-нойона кӗтсе илме те уйламастӑн…

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Яла кӗрес умӗн ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курсан, вӗсене хисеплесе парнесемпе кӗтсе илме тухнӑ-тӑр тесе уйларӗ ҫар пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ун хыҫӗнче виҫӗ тумен вӑл мӗн хушасса кӗтсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнта, калаҫса килӗшнӗ ӗнтӗ сутӑнчӑкпа тутарсем, «урса кайнисен» туменӗ кӗтсе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Килӗшсе татӑлнӑ вырӑнта нумайччен кӗтсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел килекен тутар ханӗсене хӑй кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхарсен пуянӗсем пур, Шейбанихана ӑшшӑн кӗтсе илнисем.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Каҫчен ывӑнӑн кӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чул патне пырса тӑрсан Аспарӑн юлташӗсене нумай вӑхӑт кӗтсе тӑма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех