Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗтрӗмӗр, Ахтупай! — терӗ Эрнепи чӗтрекен аллисемпе хӑйне тӑнлавран ярса тытса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурне те тума пултаракан киремет, хӑвна итлемен сурханахсене хӑватна кӑтарт, инкек ҫине синкек ярса чӗрисене вутпа ҫунмалла ту.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна вӑл тутӑр вӗҫӗнчен ярса тытасшӑн пулчӗ пулмалла, анчах кӑна тума пултараймарӗ, вара пӗтӗм шӑм-шакӗпе чӗтресе патаккине Ахтупай еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫул ашшӗ илсе панӑ урхамахпа Тукай Хусанта пуҫласа ут ярса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ патне мӗнле чупса ҫитнине, кӗҫӗн алӑка яри уҫса ярса пӳрте мӗнле вӑркӑнса кӗнине Ахтупай тӗлӗкри пек ҫеҫ астурӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ну-ка, ну-ка, кала! — Ахтупая алӑран ярса тытрӗ дружинниксен пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурттуна вӑйпа туртса ярса чалӑшшӑн касса кӗретӗн, тепринче тӳртен лартса турпас сирпӗтсе кӑларатӑн, ҫапла шалтан-шала кӗрсе пыратӑн.

Весело наискось глубоко всадить топор, и потом напрямик подсечь подкошенное, и дальше и дальше врубаться в дерево.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Пӗрре ӑна упа тытма илсе кайнӑ, вӑл тискер кайӑка хӑлхинчен ярса илсе сӗлӗх пек ҫыпӑҫса ларнӑ.

Один раз его пускали на медведя, и он вцепился медведю в ухо и повис, как пиявка.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Лешсем кушак ҫурине ярса илесшӗн пулнӑ, анчах ача хӑвӑрттӑн ӳпне пырса выртса ӑна хӑй пӗвӗпе хупласа хунӑ.

Собаки хотели схватить котёнка, но Вася упал животом на котёнка и закрыл его от собак.

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

Юланутпа сунарҫӑ вӗҫтерсе килет иккен, малта икӗ йытӑ чупаҫҫӗ, вӗсем кушак ҫурине курнӑ та ӑна ярса тытасшӑн иккен.

и увидали, что скачет охотник, а впереди его две собаки увидали котёнка и хотят схватить его.

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм сарая тата ҫурта ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш районӗнче 22 ӗне ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32180.html

Кайри пӳрте сутса ярса, ырхан лаша туянтӑмӑр, тет».

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кунӗн-ҫӗрӗн тифпа чирлисен юн тымарне эп шутласа тӑни, алран шприц тухса ӳкиччен вӗсен ӳтне камфора ярса ҫӳрени, тӑна кӗреймесӗрех асапланса вилекенсем патӗнче куҫа хупмасӑр эп ларса ирттерни — саншӑн нимӗн те мар иккен, «артист»!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗре шуррисем ярса илсен, вӑл ҫуртра аманнӑ салтаксене пухмалли пункт уҫнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӑва тухсан Мӗкӗте пиччен, ватӑ конюхӑн, аҫамӗ ҫавӑнта кунӗн-ҫӗрӗн сарӑнса выртнӑ: выртса канма та, ача-пӑчасемпе халап ярса ларма та — аҫамран меллӗ ҫивитти ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эп… мӗн тесе… кунтах… тымар ярса пурӑнма тивӗ тенӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем, июнь уйӑхӗнче ӗҫтӑвакома салатса ярса, хӑйсем хуҫа пулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев та, тарӑннӑн сывласа ярса, пиччӗшне аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗре ҫыру ярса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Килтисене пит хӑратрӗ вара сан телеграмму, Яким, — тинех сывлӑш ҫавӑрса ярса, каларӗ Костя хӑйӗн ӗлӗкхи юлташне.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех