Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ вӑхӑтӗнче ӑнсӑртран килсе тухнӑ пек туйӑнакан йывӑрлӑхсем халӗ, тӗплӗн йӗркелесе ҫырсан, законлӑ та хӑратса тӑраҫҫӗ.

Трудности, которые в процессе работы могли показаться случайными, теперь, после тщательной систематизации, выглядели закономерными и угрожающими.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗплӗн тунӑ ӗҫ хӑйне хӑех хисепе хуртӑрнӑ.

Обстоятельность работы невольно вызывала уважение.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйӗн ӗҫне чӑннипех интересленсе туса пыракан ҫын кӑна ҫакӑн пек тӗплӗн те юратса, вӑхӑтпа вӑя та шеллемесӗр, пурне те шутласа… шайлаштарса ҫырса пыма пултарнӑ.

Так тщательно и любовно, не жалея труда и времени, всё подсчитать и все взвесить мог только человек, по-настоящему заинтересованный в своем деле.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Плана тултармалли, горючи расходламалли кашни уйӑхрн графиксене тӗлӗнмелле тӗплӗн тунӑ.

С удивительной тщательностью выводились графики помесячного выполнения планов, расходов горючего.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хамӑн материалсемпе тӗплӗн паллаштарасшӑн сире.

Я хочу, чтобы вы ознакомились подробнее с моими материалами.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина, темӗн пек ҫине тӑчӗ пулсан та, Андрей пӗр сӑмах та тӗплӗн каламарӗ.

Как Валентина ни настаивала, она не смогла добиться от него ни одного серьезного слова.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Яланах тата пур ӗҫре те кирлӗ пек пулнӑ вӑл, Авдотья унран яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулма, кашни ӗҫе шухӑшласа та тӗплӗн тума вӗреннӗ.

Всегда и во всем он поступал, как надо, всегда училась она у него благородству, обдуманности и зрелости каждого поступка.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав айӑпа мӗнле йышӑнассине тӗплӗн сӳтсе явса, вӗсем нумайччен ларчӗҫ.

Долго они сидели рядом, обсуждая все подробности его признания.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫакӑн пек тӗплӗн калани ӗҫе урӑхлатса ячӗ.

Такая деталь меняла дело.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫав чертёжа туса хатӗрленӗ Драницын унта артиллери пеме пултаракан секторсене, тӑшманӑн хирӗҫ тӑмалли точкисене, тӗп вӑйсем ӑҫтан штурмламаллине питӗ тӗплӗн кӑтартнӑ.

Драницын, подготовивший этот чертеж, показал на нем секторы артиллерийского обстрела, точки сопротивления противника, направления всех основных ударов.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Гринева халӗ хӗрӗхе те ҫитмен-ха, анчах унӑн тӗплӗн тураса якатнӑ ҫырӑ ҫӳҫӗнче хӑш-пӗр вырӑнта шурӑ ҫӳҫ пӗрчисем те курӑнкалаҫҫӗ.

Гриневой не было еще сорока лет, но в ее гладко зачесанных темно-каштановых волосах кое-где уже пробивались сединки.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпӗ ытлашши тӗплӗн калатӑп-и? — терӗ ун еннелле ҫаврӑнса Фролов.

— Я слишком подробно? — обернувшись к нему, сказал Фролов.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫавӑнпа рапорт ҫырнӑ чухне вӑл кашни сӑмах пирки питӗ тӗплӗн шухӑшлать.

Составляя рапорт, он обдумывал каждое слово.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫапах та пирӗн вырӑссен Ҫурҫӗр правительствипе хамӑра хамӑр мӗнле тыткаламаллине ыранах питӗ тӗплӗн татса парас пулать.

И все-таки нам нужно завтра же точнее определить наши взаимоотношения с правительством русского Севера!

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах килсе тухнӑ лару-тӑрӑва пула Линдлейӑн хӑйӗн чӑн-чӑн шухӑш-кӑмӑлне питӗ тӗплӗн пытарма тивет, ҫакӑ вара американеца хаваслантарать.

Но в силу обстоятельств Линдлей принужден был тщательно скрывать свои взгляды, и это веселило американца.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫапла каланӑ май, Зенькович сӗтел сунтӑхӗнчен ҫинҫе кантрапа тӗплӗн тирпейлесе ҫыхнӑ икӗ пачка наган патронӗ илсе, вӗсене шинель кӗсйине чикрӗ те, унтан урайӗнче выртакан винтовкине алла илчӗ.

Говоря это, Зенькович взял из письменного стола две пачки патронов для нагана, аккуратно перевязанных веревочкой, и спрятал их в карман шинели, потом поднял лежавшую на полу винтовку.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Н. Никитин хӑйӗн кӗнекисенчен нумайӑшне хӑй курни тӑрӑх, историлле-революцилле материалсене питӗ тӗплӗн тӗпчесе вӗренни, историлле вырӑнсене кайса курни тӑрӑх ҫырнӑ.

Большинство своих книг Н. Никитин написал по его собственным воспоминаниям, на основе тщательного изучения историко-революционных материалов, посещения исторических мест.

Николай Никитин // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с. — 3–4 с.

Тӗплӗн шухӑшламасӑрах ӗҫ хушнине халӗ хӑй те ӑнланчӗ вӑл, Алеша участокӗпе хавхаланса, клевер мӗнлине тӗрӗслеменнишӗн, епле тӗрӗсрех тумаллине тӗплӗн шухӑшласа пӑхманнишӗн хӑй ҫине кӳренчӗ.

Он уже сам понял, что дал необдуманное распоряжение и досадовал на себя за то, что, увлекшись Алешиным участком, не проверил состояние клевера и не обдумал, как правильнее поступить.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак икӗ чӑнлӑха вӑл тӗплӗн ӑнланса илнӗ те вӗсене Фроськӑна та вӗрентме хӑтланнӑ.

Эти две истины она усвоила очень крепко и пыталась привить их Фроське.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Фросьӑн яланах хирӗҫме юратакан звенине шарламасӑр пырса, хӗрсем кӑшкӑрашса хирӗҫ тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйне лӑпкӑ тытасси, хӑй тӗрӗс пулнине икӗ сӑмахпах тӗплӗн кӑтартса парса, хӑй шутланӑ пек тутарасси килӗшнӗ ӑна.

Ему нравилось молча придти в скандальное Фросино звено, сохранить полную невозмутимость среди девичьих криков и нападок, двумя словами неопровержимо доказать свою правоту и настоять на своем.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех