Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуян сăмах пирĕн базăра пур.
пуян (тĕпĕ: пуян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Трофейсене кам та пулин унран маларах ҫавӑрса илесси ӑна яланах хӑратнӑ, вара хӑйӗн донесенинче тӑшманран пуян трофейсем тытса илни ҫинчен ҫырма май килсен, мӑнаҫлӑн мухтаннӑ.

Его вечно мучил страх, что кто-нибудь захватит их раньше, и он был горд, когда мог сообщить в донесении о захваченных у врага богатых трофеях.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Батько ҫийӗнче йӗри-таврах пиҫиххипе каркаласа пӗтернӗ пуян тумтир, аврипе йӗннине кӗмӗлпе илемлетнӗ шашкӑ пулнӑ.

На батьке была богатая бекеша, вся оплетенная ремнями, оправленная в серебро шашка.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Пуян ҫӗршыв империалистсемшӗн ҫӑмӑл тупӑш пек туйӑннӑ.

Богатая страна кажется империалистам легкой добычей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Арсеньев умӗнче питех те сахал тишкернӗ тем пысӑкӑш пуян ҫӗршыв сарӑлса выртнӑ, мӗн тӗрлӗ ҫанталӑк пулман пуль унта, мӗн тӗрлӗ халӑх пурӑнман пуль.

Перед Арсеньевым лежал большой, богатый, мало изученный край с интересной природой и разнообразным населением.

Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.

Алла чечек тытнӑ, пит-куҫ йӑлтӑртатнӑ, аршӑн ҫӑтнӑн утнӑ, шпорӗ чанкӑртатнӑ: Вӑрҫа кӗнӗ пул та — ҫиҫ кӑшт, ҫӑрхала кӑшт — санӑн кӗcйӳ тулнӑ та, пуян эс акӑш-макӑш.

Сквозь губки в улыбке, сквозь звезды очей — проходят гусары полком усачей.

Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.

Утламӑшри ҫӗнӗ пуян тенӗ пек илтсеттӗм.

Слышал, тебя новым богатеем Утламыша кличут?

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тарпа ҫӑвӑнса пуҫтарнӑ эпир ун пуян туприне, чӗремӗр юнӗпе шӳтернӗ.

Ведь добро, нажитое богатеями, омыто нашим потом, слезами, кровью.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсӗ те питех пуян мар пуль-ха.

Небось и ты не ахти какой богач.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Юрӗ, — терӗ вӑл йӗкӗлтенӗ майлӑрах, — эс ӗнтӗ пӗр-пӗр чаплӑ трахтирте пуян улпут пек апатланса тухнӑччӗ пуль-ха, кунта ак сивӗннӗ улма та ҫӑкӑр, ҫиес килмест тетӗн.

— Ну, конечно, ты как знатный барин пообедал в богатом трактире, а тут холодная картошка, разве ж ты будешь ее есть?

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрттӑн пуян вӑл.

А ведь он — тайный богатей.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫӗрме пуян патне шуйттан мул туртать, тет, ҫавӑн пек ӑнать хӑйӗн, вӑл пур — ҫаплах та кутӑнлашса тӑрать, Куймӑр темерӗн, — шӑхӑрса каланӑн илтӗнет Ванюкӑн сасси.

— Не зря говорят, богатому сам шайтан помогает, ему вон как везет, а он одно свое — упрямится, Куймар есть Куймар, — беззлобно бубнит Ванюк.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫакӑн пек ӳт-пӳллӗ ҫын аристократ ҫемйинчен, чаплӑ, пуян, ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлемесӗр пурӑннӑ йӑхран тухнине пӗлтернӗ.

Существо, олицетворявшее собой аристократизм и родовитость, т. е. абсолютно не приспособленное к труду.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пуян ҫынсемшӗн — дворянсемшӗн — пӗчӗккӗ, ҫинҫешке, шуранка, пӗчӗк ал-ураллӑ ҫын хитре туйӑннӑ.

Идеалом же дворянина было хрупкое, бледное существо с маленькими изящными руками и ногами.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Коммунизм патне куҫнӑ тапхӑрта пуян ӑс-хакӑллӑ, таса чун-чӗреллӗ, ӳт-пӳ енчен (килӗшӳллӗ аталаннӑ ҫӗнӗ ҫынна пӑхса ӳстермелли майсем нумайланаҫҫӗ.

В период перехода к коммунизму возрастают возможности воспитания нового человека, гармонически сочетающего в себе духовное богатство, моральную чистоту и физическое совершенство.

Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чун-чӗре, ӑс-хакӑл интересӗсем енчен пуян ҫыннӑн хӑйне тытас культури те пысӑк.

Богатому внутреннему миру соответствует и высокая культура поведения.

1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ку ӗлӗкхи саманана сӑнлакан ваттисен каларӑшӗсенчен аван курӑнать: «Камӑн алли вӑрӑм, ҫав ҫиелте», «Ҫын вӑйлӑ та пуян пулсан, ӑна ҫапӑҫма ансат», «Укҫан шӑрши ҫук», «Ҫыншӑн ҫын — кашкӑр» — тата ыт. те.

Яснее всего говорят об этом такие поговорки, как: «У кого руки подлиннее, тот и правее», «Кто силен да богат, тому хорошо воевать», «Деньги не пахнут» и «Человек человеку волк».

1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

«Ҫапла, питӗ пуян, — ответлет вӑл, — манӑн ҫӗр ҫитмӗл миллион».

 — «Да, отвечает, очень. У меня сто семьдесят миллионов».

Пӗр класрисем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Вӑрӑм ҫулӑмӑра кӗскетсе, сан патна ҫитрӗмӗр те халь сана хамӑрӑн ырӑ та пуян кин пулма тимлетпӗр.

Преодолели мы дорогу долгую, пришли к тебе и просим стать нашей доброй да щедрой сношенькой.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Укҫа пек пуян пулӑр, ҫӑкӑр пек тутӑ пулӑр.

— Будьте богаты, как эти денежки, будьте сладки, как этот хлеб.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пуян та пуян тетпӗр, епле пуйнине те пӗлетпӗр-ҫке.

Говорим, богатые они и, как разбогатели, тоже знаем.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех