Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк сăмах пирĕн базăра пур.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен вӗсем кӗрекере виҫҫӗн ҫеҫ ларатчӗҫ, акӑ, тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ те, хӗрарӑмсем унтан хӗп-хӗрлӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ Патиреке ҫавӑтса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсана тав тума та, унпа сывпуллашма та манса кайса, вӑл чӗтрекен аллисемпе алӑк хӑлӑпне шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ҫук, алӑк уҫӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хисеплӗн пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ, хӑй ӗҫпе килнине систерсе алӑк патӗнчен иртмесӗр ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ухтепи каласа пӗтереймерӗ, ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте леш кас ҫынни Иштерек кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те питпе алӑк еннелле ҫаврӑнса чӑваш йӑлипе турра кӗл турӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑк патӗнче тӑракан часовойпа Эльгеев калаҫса пӑхма хӑтланчӗ, анчах леш ӑна хӑй патне ҫывӑха та ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паша алӑк кукрине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Касса хурсамӑр, Екатерина Алекссевна, ҫакна, — алӑк кукрине хӑварнӑ баултан ҫавра ҫӑкӑр илсе килчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Федоров учительсемпе ҫеҫ тӗл пулма шутланӑччӗ, анчах алӑк патӗнче тӑракансем, — тумтирӗсенченех паллӑ, — ӗлӗкхи «ятлӑ ҫынсем».

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Хӑвна кӑкласа ывӑтмасан юрӗ! — такам кӑшкӑрчӗ алӑк енчен.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑк кукринче Поля Баландина тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Такам шаккать, кайса уҫам, — терӗ те Клавдия Федоровна, аллисене саппунӗпе шӑла-шӑла, алӑк кукрине хыпаланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Трамвайсем тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ пулсан та, кӗрсе ларма вырӑн ҫук — алӑк карлӑкӗсенчен тытӑнса пыраҫҫӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ сирӗн пата уҫӑ чӗрепе, чун туртнипе пынӑччӗ, а эсир… тӳрех кӑшкӑрма… тӗпӗртетме!.. — каласа пӗтермерӗ, алӑк патнелле пуҫне усса утрӗ: вӗсен хушшинче нимӗн те пулса иртмен тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑк патӗнче Ниночка пулнӑ иккен, ӑна Зинаида Степановна кӗпе ҫухинчен тытса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑк хушӑкӗ витӗр палламан арҫын сасси илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик ҫӑмламас чӗрчун, пӗрин хыҫҫӑн тепри якӑлт-якӑлт сиккелесе, алӑк кукрине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк алӑк кукринче кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех