Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑ ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ, кун тӑрӑх Ятман хӗрсем ӗҫ пӗтерсе киле таврӑннине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Утӑ ҫулакансем ӗнтӗ киле ҫитсе тахҫанах апат та пӗҫерсе ҫирӗҫ пулӗ, — майӗпен аллине вӗҫертрӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачи хыҫҫӑн васкам пекки туса, Кабир Ятманпа Липӑна хыҫала тӑратса хӑварчӗ, вара лешсем киле иккӗш ҫеҫ таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле таврӑнатпӑр, ҫимелли пӗтрӗ-ха, — айӑплӑн сӑмах хушрӗ Анушка.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей киле таврӑнать, унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ киле таврӑнать!

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитес вӑхӑтрах киле курма пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, киле таврӑниччен чӑнах та илме ӗлкӗрӗ-ха медаль?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль пулсан, Кӗтерне пит ӳкӗнес те ҫук та, ӑна ҫавӑнтах Алексей киле таврӑнас шухӑш пырса кӗчӗ, ку вара ӑна пӗрре савӑнтарчӗ, ҫавӑнтах хӑратса та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрӗссипе, киле каяс та килмест.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, канма киле каяси е кунтах пиншаксемпе пӗркенсе ҫӗр каҫас-и тесе, кӑшт шухӑша кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл теплере пӗрре киле кӗрсе тухсан ашшӗпе ним пулман пек калаҫрӗ пулин те, мӗн хапхаран тухса кайичченех ашшӗ тулхӑрса кайса пӗтӗм ҫиллипе вӑрҫса тӑкасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшӗнче темӗн чухлӗ шухӑшларӗ пулин те, вӑл ывӑлӗ ҫӗрле киле таврӑнсан унпа калаҫнӑ хушӑра хӑйӗн ҫиллине пӗрре те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту: киле кӗрсен — чыс аслӑ, яла тухсан — ят аслӑ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман киле таврӑннӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ парти пухӑвӗ пуринчен малтан эртел ӗҫӗсем ҫинчен ыйту лартса сӳтсе яврӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле килме тухас умӗн Куҫма Иванч больницӑна Ятман патне ҫаврӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман киле ҫурҫӗр иртсен ывӑнса, халтан кайса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та Михала мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ тупма пултарассине тӗрӗс мар шута илнӗ мӗн, кӑна вӑл киле таврӑнсан Укахвипе пӗрле шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку хыпар ыттисемшӗн те кӗтмен сӑмах пулчӗ: вӗсем ӗнтӗ паян-ыран киле кайма хатӗрленнӗччӗ, нумайӑшӗн ҫимелли те пӗтсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле каяс тенӗ чухне вӑрмана хыҫлӑ ҫунапа Кӑтра Михала персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех