Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе улӑштарасси пирки йышӑну тума, тупӑш тумалли ҫӗнӗ ҫӑлкуҫ шырамалли ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Настал благоприятный период для принятия решения о смене работы, поиска новых источников дохода.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпах граждансем хӑйсем ҫак ӗҫе укҫа хывнине Олег Николаев пысӑка хурса хакларӗ, ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑхшӑн вӗсем те тӑкакланни лифтсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ансат мар ӗҫре курӑмлӑ пулӑшу пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса парас ӗҫе кӳлӗннине вара вӑл «позитивлӑ информаци» тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов Министрсен Кабинечӗн виҫҫӗмӗш кварталти ӗҫ планӗпе паллаштарнӑ май иккӗмӗш кварталти ӗҫе те пӗтӗмлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн ҫул-йӗрӗпе шанчӑклӑн малалла утать, ку чухнехи малта пыракан цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртет тата паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатать.

Сегодня Почта России находится на новой стадии развития, внедряет в работу самые современные, передовые, цифровые технологии и расширяет спектр предоставляемых услуг.

Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/09/ole ... skoj-pocht

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ ӗнтӗ.

Уголовное дело, возбужденное по данному происшествию, следователями уже направлено в суд.

Карманкассинче ывӑлӗ ашшӗне вӗлернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35424.html

Тӗслӗхрен, ӗҫе улӑштарни е тупӑша пысӑклатни.

К примеру, смена работы или увеличение материального положения.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑ Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви ӗҫлекен психиатри медицина пулӑшӑвӗ памалли ҫӗнӗ йӗркене ӗҫе кӗртнин кӑтартӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра пурӑнакансем халӗ психологи пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ra-3326666

Ҫӗнӗ стадион ҫынсене спортпа туслаштарас ӗҫе тата ытларах явӑҫтарма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

«Валдай» карапсем юхан шыв маршручӗсемпе ҫӳреме тытӑнни регионсем хушшинчи юхан шыв транспорчӗпе пассажирсем турттарас ӗҫе аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫрӗ.

Запуск речных перевозок на судах «Валдай» открыл новые возможности для развития межрегиональных речных пассажирских перевозок.

Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/02/ole ... ikov-morsk

Ӗҫе юратнӑшӑн тата кооперацие чунтан парӑннӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп!

Благодарю всех вас за верность профессии и преданность кооперации!

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/01/ole ... nim-dnem-k

Ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене уҫатӑр, суту-илӳре тата обществӑлла апатлану сферинче ҫӗнӗ мелсене ӗҫе кӗртетӗр, хӑвӑр производствӑна аталантаратӑр.

Открываете новые направления деятельности, внедряете новые форматы торговли и общественного питания, развиваете собственное производство.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/01/ole ... nim-dnem-k

Хӗлӗн-ҫӑвӗн ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман ӗҫе тухса каймалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Лӑштах сывласа янӑ Кирилл палӑртнӑ ӗҫе ҫӗрле, Денис патне каяс умӗн ҫеҫ тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак ӗҫе вӗсем акт ҫырсах пурнӑҫланӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

— Ырантанах петӗм ӗҫе йӗркене кӗртме тытӑнмасан, ан ӳпкеле вара!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Пушартан сыхланас ӗҫе эсир вуҫах маннӑ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Пӗрер ҫултан ҫакна пушар сӳнтерес ӗҫе вӗренмелли курса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Э-э, астурӑм: ялта пушартан сыхланассине лайӑхлатас ӗҫе ҫӳллӗ сыпӑка хӑпартса унӑн шайне ӳстересси ҫинчен сӳтсе явасси, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ку ҫеҫ те мар, тепӗр чухне, пуҫлӑхсем пӗр-пӗр ӗҫ пирки тавлашса хирӗҫсех кайсан, ӗҫе час татса параймасан, манран та ыйтаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех