Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ канав хӗрри, унта чулсем курӑнаҫҫӗ, вӑл чулсене ҫурхи ҫумӑр ҫуса тасатнӑ.

Вот каменистое ложе канавки, промытой весенними дождями.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫумӑр пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫавӑнпа тӑшман хӑй валли юрӑхлӑ ҫанталӑк килсе тухасса, ҫиллӗ ҫумӑр ҫӑвасса е тӗтреллӗ сӗм тӗттӗм каҫ пуласса кӗтӗ.

Предвидя это, враг будет ждать особенно благоприятной погоды: ветра с дождем или непроглядного ночного тумана.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫумӑр чарӑнчӗ, пӗлӗтсем хушшинчен ҫӑлтӑрсем курӑнчӗҫ.

Дождь перестал, в просветах между тучами зажглись звезды.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӑл ҫумӑр йӗпетнӗ тумтирне силлерӗ, йӗпеннӗ питне шӑлчӗ.

Отряхиваясь от дождя и вытирая мокрое лицо.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Тӗттӗм пулнипе, ҫумӑр ҫума тытӑннипе хӳтӗленсе, Кларкпа Граб пысӑк хулан хӗвеланӑҫ енӗпе аванах ҫаврӑнса иртрӗҫ, ҫурҫӗр енне, чугун ҫул патне ҫитсе тухрӗҫ.

Под покровом темноты и начинающегося дождя Кларк и Граб благополучно обошли большой город с запада, выбрались на его северную окраину, к железнодорожному полотну.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ чуллӑ ҫул ҫине ҫутӑ ӳкрӗ, автомашина кустӑрмисем сас пачӗҫ; ик айккипе те ҫара каштансем, яка чулсенчен тунӑ ҫуртсем лара-лара юлаҫҫӗ.

Хлынул яркий поток света на омытый дождем булыжник, зашуршали шины; поплыли слева и справа голые каштаны и дома, выложенные глазированными плитами.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Google машини ҫумӑр хыҫҫӑн кунта килсе тухнӑ пулас — пур ҫӗрте те шыв юххисем палӑраҫҫӗ.

Похоже, машина Google появилась здесь после дождя — повсюду видны потоки воды.

Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html

Халӗ ҫумӑр та ҫумасть, ҫил те вӗрмест вӗт.

Ведь нет ни дождя, ни ветра.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫумӑр малтан тӑвӑн ҫӳлти сийӗсене йӗпетет, унтан вара пӗтӗм тӑва ҫӳлтен пуҫласа тӗпне ҫитичченех йӗпетет.

Дождь размывает верхние слои горы; это будет продолжаться до тех пор, пока вся гора до основания не будет размыта.

4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫумӑр вӑхӑтӗнче чул тусем йӗпенеҫҫӗ, нӳрӗкпе витӗнеҫҫӗ, унтан каллех типеҫҫӗ.

Во время дождя утёсы намокают, покрываются влагой, потом опять высыхают.

1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫӗр хуппин ҫинче, тинӗссенчи шывсем тата атмосфера сивӗннӗҫемӗн сивӗнсе пынӑ, талкӑшӗпех хупласа тӑракан Ҫумӑр пӗлӗчӗсенчен атмосфера ерипен тасалса пынӑ.

Поверхность земной коры, вода морей и атмосфера всё более охлаждались, атмосфера постепенно очищалась от сплошных туч.

2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Хӗвеле тачка ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупласа тӑнӑ, вӗҫен чаршавӗ айӗнче аслатиллӗ хӑрушӑ ҫумӑрсемпе ҫил-тӑвӑлсем ӳхӗрсе тӑнӑ вӑхӑтра Ҫӗр ҫинче пирвайхи материксемпе тинӗссем пуҫланса кайнӑ.

Пелена туч закрывала Солнце, и под их покровом в страшных грозах и бурях формировались первые материки и моря Земли.

2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Вӑл вӑхӑтра Ҫӗр ҫийӗн мӗн тери вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрсем вӗҫтерсе иртсе кайни ҫинчен, ҫӑра ҫумӑр пӗлӗчӗсене мӗн пек хӑрушӑ ҫиҫӗмсем каса-каса ҫурни тата ҫӗр хуппине пыра-пыра ҫапни ҫинчен халӗ ҫынна шухӑшлама та йывӑр.

И человеку теперь трудно себе представить, какие сильные грозы проносились в то время над Землёй, какие молнии рассекали густые тучи и ударяли в земную кору.

2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫӗр ҫине вӗри ҫумӑр ӳкме пуҫланӑ, шыв путӑк вырӑнсене тулнӑ, анчах хӑвӑрт пӑсланса пӗтнӗ.

На Землю начали выпадать горячие дожди, вода заполняла впадины, но быстро испарялась.

2. Ҫӗр хытӑ хупӑпа витӗнет // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Сад алӑкӗ уҫӑ, террасӑн йӗпеннипе хура тӗслӗ курӑнакан урайӗнче каҫхи ҫумӑр кӳлленчӗкӗсем типсе иксӗлеҫҫӗ.

Дверь в сад была открыта, на почерневшем от мокроты полу террасы высыхали лужи ночного дождя.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗрле кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫурӗ, ун чухне сапӑнса пӗтеймен пӗлӗтсен юлашкисем халь тӳне тӑрӑх чупаҫҫӗ, чылаях ҫӳле хӑпарнӑ салху хӗвел ҫав пӗлӗтсем витӗр ҫутӑ ҫаврашка евӗрлӗ курӑнать.

Ночью был осенний холодный дождик, по небу бежали остатки вылившейся ночью тучи, сквозь которую неярко просвечивало обозначавшееся светлым кругом, довольно высоко уже стоявшее солнце.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫумӑр иртсе кайнине тата хӗвел аннӑ чухнехи ҫанталӑк тӳлек те уяр пулнине кура, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн княгиня аялти садра уҫӑлса ҫӳреме, хӑйӗн юратнӑ вырӑнне ҫитсе курма сӗнчӗ.

После чая, так как дождик прошел и погода на вечерней заре была тихая и ясная, княгиня предложила идти гулять в нижний сад и полюбоваться ее любимым местом.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара мана пӗр асаилӳ сасартӑк шалтах тӗлӗнтерчӗ — пӗррехинче хампа мӗн пулса иртни халь шӑп та лӑп ҫавӑн пекех тепӗр хут пулса иртнине астуса илтӗм: ун чухне те ҫакнашкал вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхетчӗ, хӗвел хурӑнсем хыҫне анса ларатчӗ, эпӗ хӗр ҫине пӑхаттӑмччӗ, вӑл ун чухне вулатчӗ, эпӗ ӑна магнитларӑм та, вӑл ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ; ун чухне те эпӗ кунашкалли пӗррехинче пулса иртни ҫинчен аса илнӗччӗ.

И вдруг я испытал странное чувство: мне вспомнилось, что именно все, что было теперь со мною, — повторение того, что было уже со мною один раз: что и тогда точно так же шел маленький дождик, и заходило солнце за березами, и я смотрел на нее, и она читала, и я магнетизировал ее, и она оглянулась, и даже я вспомнил, что это еще раз прежде было.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫумӑр ҫаплах чарӑнмасть-ха, — терӗ вӑл.

— Однако дождик не перестает, — сказала она.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех