Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяр сăмах пирĕн базăра пур.
хаяр (тĕпĕ: хаяр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Манран аяккарах ларчӗҫ ав, аяккарах ларчӗҫ» — тесе шухӑшларӗ Малаша хаяр ҫилӗпе.

— Небось, подальше сели, подальше, — подумала Малаша ядовито.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Яланах паллӑ пулнӑ — Грохачиха хаяр хӗрарӑм, ятлаҫма, кӑшкӑрма юратать, нихӑҫан никама ыр сӑмах каламасть.

Всегда было известно: Грохачиха — баба злая, любит ссориться, кричать, никому доброго слова не скажет.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ӑна чӳречесем хыҫӗнче ӳлекен ҫил, капитанӑн хаяр сассине тӑтӑшах астуса тӑни, тата кунти хресченсен сӑнӗсем ҫинчен те унтан кая мар хӑраса аса илни кансӗрлерӗ.

Ему мешал шумящий за окнами ветер, назойливое воспоминание о строгом голосе капитана и не менее страшное воспоминание о лицах здешних крестьян.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Федосья ӗлӗкрех те, хальтерех те хӗрарӑмсемпе тавлашнисене аса илчӗ, — пурнӑҫ халь хӑех вӗрентрӗ, хаяр, чи хӑрушӑ вӗрентӳпе вӗрентрӗ.

Федосия вспомнила споры с бабами, прежние и новые — жизнь сама давала ответы, сама учила самым страшным ученьем.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Утӑран кӗрхи вӑрманти ҫӗрекен ҫулҫӑнни евӗрлӗ хаяр шӑршӑ перет.

От сена пахло терпко и пряно, как от преющих листьев в осеннем лесу.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Салху та хаяр сӑн-питлӗ салтаксене вӑл нимӗн чухлӗ те шанмасть.

Хмурые, угрожающие лица солдат не внушали ему никакого доверия.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрей кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ, пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ куҫхарши таранах анса ларнӑ; ҫакӑ ӑна хаяр та хастарлӑ сӑн-сӑпат парать.

Андрей был в полушубке, туго перетянутом поясом, ушанка спускалась на брови, и это придавало ему строгий, мужественный вид.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шипилихӑшӑн пуҫланса кайнӑ хаяр ҫапӑҫу шӑпах пилӗк талӑка пычӗ.

Ожесточенный бой за Шипилиху длился ровно пять суток.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шурочка чӗри таракан палачсене ҫав тери хаяр курайманлӑхпа, унпа пӗрлех тата хаваслӑхпа, ирӗке тухнин хаваслӑхӗпе тулса ларчӗ.

Жгучая ненависть к уезжавшим и радость, все захлестывающая радость освобождения переполняли сердце Шурочки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сержант нимӗн те чӗнмен салтаксен хаяр сӑн-пичӗсем ҫине пӑхса илчӗ те аяккалла хӑвӑрт пӑрӑнчӗ.

Сержант взглянул на молчаливые, суровые лица солдат и быстрыми шагами пошел прочь.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эх, шӑпам, хаяр шӑпамҫӑм, Мӗн курас санпа?

Эх ты, участь моя, участь, Участь горькая моя…

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов Шеговары ҫывӑхӗнче икӗ кун хушши питӗ хаяр ҫапӑҫусем пулнине пӗлчӗ.

Фролов узнал, что под Шеговарами два дня шли жестокие бои.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Аркатӑр интервентсене! — илтӗнчӗ таҫта малта Валерий Сергунькӑн хаяр та ҫилӗллӗ сасси.

— Бей интервентов! — раздался где-то впереди яростный голос Валерия Сергунько.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Сивви хаяр вара, — терӗ комиссар, аллисене пӗр-пӗрин ҫумне ҫатлаттарса.

— Да, мороз крутой, — сказал комиссар, похлопывая руками.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нимӗн чӗнмесӗр тимлӗн итлекен халӑх, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питсем, хресченсен хаяр та тимлӗ куҫӗсем, тухса калакансенчен хӑшӗ те пулин акӑлчансемпе американецсем Архангельск крайӗнче мӗнле тискерленни ҫинчен каласа парсан, халӑх хушшинче курайманлӑхпа кӑшкӑрашни — ҫаксем пурте Драницына халӑх интервентсене хирӗҫҫине, халӑх интервентсене чунтан-чӗререн курайманнине татах та татах тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Молчаливая, внимательно слушающая толпа, раскрасневшиеся лица, строгие, серьезные глаза крестьян, негодующие возгласы, которые раздавались в толпе, когда кто-нибудь из выступавших рассказывал о страшных, позорных событиях в Архангельском крае, — все это еще и еще раз убеждало Драницына в одном: народ против интервентов, народ ненавидит их смертельно.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Унта, лагерьсенче, ҫав тери хаяр тискерлӗх… — салхуллӑн асӑрхаттарчӗ Жилин.

— Там, в лагерях, говорят, зверство… — сумрачно заметил Жилин.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Станцӑра пур ҫӗрте те хаяр ҫапӑҫусене хӗрсех хатӗрленнине куратӑн.

Все на станции говорило об усиленной подготовке к упорным боям.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах та пирӗн ҫамрӑк ҫар, тӑшмана хирӗҫ пулса, хаяр ҫапӑҫусенче пулмасан, урӑх ӑҫта-ха ӳссе ҫирӗпленсе, пиҫӗхсе пырӗ?..

Но где же еще наша молодая армия будет расти, укрепляться и закаляться, если не будет противостоять в ожесточенных боях против врага?..

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хамӑрӑн тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн тӑшманӗсене хирӗҫ… йывӑрлӑхсем калама ҫук пысӑк, питӗ хаяр кӗрешӳ.

Против врагов нашей Родины… трудности огромные, очень жестокая борьба.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӗркуннехи ҫапӑҫусем хаяр пулчӗҫ, — терӗ ӑна Фролов.

Осенние бои были тяжелые, — ответил Фролов.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех