Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кашни ачана пӗрер хӑма, грифель, линейка пачӗ, вара стена ҫумӗнчи пысӑк хура хӑма ҫине, вӑрӑм линейка тытса, пурӑпа тӑватӑ йӗр турӗ, пире хамӑр хӑмасем ҫине те ҫавнашкал йӗрсем тума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавӑнтах вӑл мана ларма пукан шутарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑшт выртсан, вӑл тӑрса ларчӗ, Ҫтаппан пичче ҫинчен «Вӑл сывах, тен, ӑна та кӑларӗҫ акӑ», — тесе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана пирӗн аттене, Шулли Иванне, Ҫтаппан пиччепе, тимӗрҫе тата вӗсемпе пӗрле ҫичӗ ҫынна тытса хупни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл пахчаран сасӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ӑна стражник мӗн-мӗн ыйтнине каласа пачӗ, унтан кукамай патне шӑрттан ыйтма ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне чӗтрекен сассипе мӗншӗн килнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне хатӗрленӗ япаласене илчӗ, ман алла суханне пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ ҫӑмӑллӑн лаши ҫине утланчӗ те ҫулпала вӗҫтере пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте хӑй каҫхине мӑкаҫей патӗнче ҫын курнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана яшка антарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне Епифана апат лартрӗ, ҫул ҫинче ҫиме тӑварланӑ хӑяр шурӑ ҫӗтӗкпе ҫыхса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ, хута пӑхса тухсан, кулкаласа илчӗ, унтан пурне те вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун патӗнче ҫава туптакансем пасар пек, — каласа пачӗ пичче.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте мана пуҫран шӑлса илчӗ, пичче шурӑ шӑлне кӑтартса кӑшт кулчӗ те кӗсйинчен мӑйӑр пек пӗчӗк сахӑр кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне нимӗн те каламарӗ, Ваҫҫа, хулӗ ҫинчи карта шӑкӑр-шакӑр тутарса, пирӗн патака тупрӗ, ҫӗҫӗпе касса хӑйпӑтса илчӗ те аннене пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ кичемленсе ларнине асӑрхаса, тухтӑр мана пӗр кивӗ кӗнеке пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана та анне пӗчӗк чашӑкпа пӑтӑ, аш пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне мана пӗр татӑк ҫӑкӑр касса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте эпӗ ӑҫта кайнине, арман хуҫи мана хӑйӗн ҫаранӗ ҫинче тытнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех