Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе [ту ҫинче тӑрса] вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫрӗ; эсир [Унӑн] сассине илтсе тӑтӑр, анчах сӑнне курмарӑр, сассине ҫеҫ илтсе тӑтӑр; 13. Вӑл сире Хӑйӗн халалне пӗлтерчӗ, сире Хӑйӗн ҫав вунӑ ӳкӗчӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма хушрӗ, ӑна Вӑл икӗ чул хӑма ҫине ҫырса пачӗ; 14. хӑвӑр аллӑра ҫӗнтерсе илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн Турӑ хунӑ йӗркесемпе саккунсем тӑрӑх пурӑнмалла, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа мана ҫавӑн чухне вӗсене сире вӗрентсе хӑварма хушрӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мӗншӗн тесессӗн, кирек хӑҫан асӑнсассӑн та, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире ҫывӑх тӑрать, ҫавӑн пек хӑйне ҫывӑх тӑракан турӑллӑ аслӑ халӑх пур-ши тата? 8. эпӗ паян сире сӗнекен ҫак пӗр пӗтӗм саккун пек тӗрӗс йӗркесемпе саккунсем мӗнле аслӑ халӑхӑн пур-ши тата?
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр; 19. арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр, 20. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне эпир аморрейсен икӗ патшин аллинчен ҫак ҫӗре, Иордан ку енчи Арнон юхӑм шывӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран тӑсӑлакан ҫӗре, — 9. Сидон ҫыннисем Ермона Сирион теҫҫӗ, аморрейсем ӑна Сенир теҫҫӗ, — 10. тӳремлӗхри мӗнпур хулана, пӗтӗм Галаада, Салха хулинчен пуҫласа Едреи хулине ҫитиччен пӗтӗм Васана, Васан патши Ог патшалӑхӗн хулисене туртса илтӗмӗр; 11. ӗнтӗ рефаимсенчен Ог, Васан патши, анчах тӑрса юлнӑччӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Ога — Васан патшине — тата унӑн пӗтӗм халӑхне пирӗн алла пачӗ; эпир ӑна ҫапса аркатрӑмӑр, ҫапла унӑн ҫыннисенчен пӗри те чӗрӗ юлмарӗ; 4. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр; вӗсен эпир илмен хула юлмарӗ: утмӑл хула, пӗтӗм Аргов ҫӗрӗ, Васан патшин Огӑн патшалӑхӗ; 5. ҫак хуласене пурне те ҫӳллӗ хӳмесемпе, хапхасемпе, сӑлӑпсемпе тӗреклӗлетнӗччӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӗреклӗлетмен хулаччӗ; 6. эпир вӗсене тупаларӑмӑр, Сигонӑн — Есевон патшин — кашни хулине арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех пӗтерсе тухнӑ пек тупаларӑмӑр; 7. анчах мӗнпур выльӑхне тата хуласенче мӗн туртса илнине хамӑр валли тупӑш вырӑнне хӑвартӑмӑр.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ; 33. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, 34. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр; 35. хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм: 27. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп; 28. апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп — 29. Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Эсир вара Кадесра хӑвӑр унта мӗн хушӑ тӑтӑр, ҫавӑн чухлех, нумай вӑхӑт, пурӑнтӑр.46. И пробыли вы в Кадесе много времени, сколько времени вы там были.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне эсир мана ҫапла хуравласа каларӑр: эпир Ҫӳлхуҫа, [хамӑр Туррӑмӑр,] умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, хушнӑ пек акӑ каятпӑр та ҫапӑҫатпӑр, терӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире хӑвӑр мӗн тумаллине пӗтӗмпех каларӑм.18. И дал я вам в то время повеления обо всем, что надлежит вам делать.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗн тӳресене хушса каларӑм: хӑвӑр тӑванӑрсене тӗплӗн тӑнласа, тӑванпа тӑвана та, ун патне ютран килнӗ ҫынна та тӗрӗс сут тӑвӑр; 17. сутра ҫынсене уйӑрса ан тӑрӑр, кӗҫӗнни-аслине пӑхмасӑр итлӗр: ҫынни мӗнлинчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сут — Турӑ ӗҫӗ; хӑвӑршӑн йывӑр ӗҫе вара ман патӑма ҫитерӗр те, эпӗ ӑна итлесе пӑхӑп, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ханаан патши Арада, Ханаан ҫӗрӗн кӑнтӑр енче пурӑнаканскер, ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсем ҫывӑхарни ҫинчен илтнӗ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисей хӑйсен ҫулне, хӑйсем хӑш-хӑш вырӑнта чарӑнса тӑнине ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнсем акӑ ҫаксем: 3. вӗсем Раамсес хулинчен пӗрремӗш уйӑхра, пӗрремӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче тапранса тухнӑ; Израиль ывӑлӗсем Пасха уявӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫирӗп алӑ хӳттипе пӗтӗм Египет куҫӗ умӗнче ҫула тухнӑ; 4. ҫавӑн чухне Египет халӑхӗ хӑйӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм арҫын ачине пытарнӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнӑ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсен туррисене ҫапла сут тунӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр; 32. кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тепӗр путекне каҫхине пар, ирхине тырӑ-пулӑ парни мӗнле кӳнӗ, каҫпа та ҫавӑн пекех пултӑр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫавӑн чухне шута илнӗ левитсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Гирсонран — Гирсон ӑрӑвӗ, Каафран — Кааф ӑрӑвӗ, Мерарирен — Мерари ӑрӑвӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.51. Вот число вошедших в исчисление сынов Израилевых: шестьсот одна тысяча семьсот тридцать.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.