Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
33. Саула ҫапла каласа пӗлтернӗ: акӑ халӑх Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗрет, юнпах ҫиет, тенӗ.

33. И возвестили Саулу, говоря: вот, народ грешит пред Господом, ест с кровью.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вара Ионафан каланӑ: манӑн атте ҫӗршыва хӑратса пӑрахнӑ; кур-ха, эпӗ ҫак пыла кӑштах тутанса пӑхрӑм та, куҫӑмсем ҫуталсах кайрӗҫ; 30. халӑх хӑйӗн тӑшманӗсем патӗнче тупнӑ тупӑшпа апатланнӑ пулсассӑн, эпир паян филистимсене тата хытӑрах аркатмастӑмӑрччӗ-и вара? тенӗ.

29. И сказал Ионафан: смутил отец мой землю; смотрите, у меня просветлели глаза, когда я вкусил немного этого меду; 30. если бы поел сегодня народ из добычи, какую нашел у врагов своих, то не большее ли было бы поражение Филистимлян?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Пӗр ҫынни ӑна ҫапла тесе каланӑ: санӑн аҫу: «кам та кам паян апат тутанать, ҫавна ылхан ҫитет» тесе халӑха тупаларӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ халӑх халтан кайрӗ, тенӗ.

28. И сказал ему один из народа, говоря: отец твой заклял народ, сказав: «проклят, кто сегодня вкусит пищи»; от этого народ истомился.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вӑрмана кӗрсен халӑх: акӑ пыл юхать, тенӗ.

26. И вошел народ в лес, говоря: вот, течет мед.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Израиль ҫыннисем ӗнтӗ ҫав кун халтан кайса ҫитнӗ; анчах Саул [пӗр шухӑшламасӑр] халӑха тупаласа ҫапла каланӑ: кам та кам каҫчен, эпӗ хамӑн тӑшмансене тавӑриччен, ҫӑкӑр тутанса пӑхать, ҫавӑн патне ылхан ҫитет, тенӗ.

24. Люди Израильские были истомлены в тот день; а Саул [весьма безрассудно] заклял народ, сказав: проклят, кто вкусит хлеба до вечера, доколе я не отомщу врагам моим.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул вара священника: ӗнтӗ аллуна ус, тенӗ.

Тогда сказал Саул священнику: сложи руки твои.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вара Саул Ахийӑна: «Турӑ кивотне# илсе кил» тенӗ: Турӑ кивочӗ ун чухне Израиль ывӑлӗсемпе пулнӑ.

18. И сказал Саул Ахии: «принеси кивот Божий», ибо кивот Божий в то время был с сынами Израильскими.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Саул вара хӑйпе пӗрле пулнӑ халӑха ҫапла каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта тӗрӗслесе-пӑхса тухӑр, хамӑр ҫынсенчен кам ҫуккине пӗлӗр, тенӗ.

17. И сказал Саул к народу, бывшему с ним; пересмотрите и узнайте, кто из наших вышел.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ионафан вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: ман хыҫҫӑн пыр — Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль аллине пачӗ, тенӗ.

Тогда Ионафан сказал оруженосцу своему: следуй за мною, ибо Господь предал их в руки Израиля.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӗнтӗ ҫар ушкӑнӗнчи ҫынсем Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекен тарҫине кӑшкӑрса каланӑ: пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр, эпир сире пӗр сӑмах калӑпӑр, тенӗ.

12. И закричали люди, составлявшие отряд, к Ионафану и оруженосцу его, говоря: взойдите к нам, и мы вам скажем нечто.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӗсем хӑйсене филистимсен ҫарӗ асӑрхамалла вырӑна тӑнӑ, лешӗсем: акӑ еврейсем хӑйсем пытанса ларнӑ ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ, тенӗ.

11. Когда оба они стали на виду у отряда Филистимского, то Филистимляне сказали: вот, Евреи выходят из ущелий, в которых попрятались они.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ионафан каланӑ: эпир ҫав ҫынсем патне каҫӑпӑр та вӗсем пире курмалла пырса тӑрӑпӑр; 9. эхер те вӗсем пире: «эпир сирӗн патӑра пыриччен чарӑнса тӑрӑр» тесессӗн, эпир хамӑр вырӑнта чарӑнса тӑрӑпӑр та вӗсем патне хӑпармӑпӑр; 10. эхер те: «пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр» тесессӗн, эпир хӑпарӑпӑр — эппин, Ҫӳлхуҫа вӗсене пирӗн алла панӑ; ку пире систернӗ паллӑ пулӗ, тенӗ.

8. И сказал Ионафан: вот, мы перейдем к этим людям и станем на виду у них; 9. если они так скажут нам: «остановитесь, пока мы подойдем к вам», то мы остановимся на своих местах и не взойдем к ним; 10. а если так скажут: «поднимитесь к нам», то мы взойдем, ибо Господь предал их в руки наши; и это будет знаком для нас.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ хуравланӑ: чӗрӳ мӗн хушать, ҫавна ту; ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай, акӑ эпӗ санпа пӗрлех, тенӗ.

7. И отвечал оруженосец: делай все, что на сердце у тебя; иди, вот я с тобою, куда тебе угодно.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ионафан кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине ҫапла каланӑ: атя ҫак ӳт кастарманнисен тапӑрӗ енне каҫатпӑр; тен, пире Ҫӳлхуҫа пулӑшӗ: Ҫӳлхуҫашӑн нумай ҫын урлӑ ҫӑласси те, сахал ҫын урлӑ ҫӑласси те йывӑр мар, тенӗ.

6. И сказал Ионафан слуге оруженосцу своему: ступай, перейдем к отряду этих необрезанных; может быть, Господь поможет нам, ибо для Господа нетрудно спасти чрез многих, или немногих.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Пӗр кунхине Ионафан, Саул ывӑлӗ, хӑйӗн кӑрал йӑтса ҫӳрекен тарҫине каланӑ: атя леш енне, филистимсен тапӑрӗ патне, каҫатпӑр, тенӗ.

1. В один день сказал Ионафан, сын Саулов, слуге оруженосцу своему: ступай, перейдем к отряду Филистимскому, что на той стороне.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Самуил Саула каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине итлемесӗр эсӗ япӑх турӑн, Ӑна итленӗ пулсассӑн халӗ Ҫӳлхуҫа сана яланлӑхах Израиль патши пулма ҫирӗплетнӗ пулӗччӗ; 14. эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрех патша пулаймӑн: Ҫӳлхуҫа Хӑй валли Хӑйӗн чӗри кӑмӑллакан ар тупӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна Хӑй халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма хушӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа хӑвна мӗн хушнине тӳрре кӑлармарӑн, тенӗ.

13. И сказал Самуил Саулу: худо поступил ты, что не исполнил повеления Господа Бога твоего, которое дано было тебе, ибо ныне упрочил бы Господь царствование твое над Израилем навсегда; 14. но теперь не устоять царствованию твоему; Господь найдет Себе мужа по сердцу Своему, и повелит ему Господь быть вождем народа Своего, так как ты не исполнил того, что было повелено тебе Господом.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.

Саул отвечал: я видел, что народ разбегается от меня, а ты не приходил к назначенному времени; Филистимляне же собрались в Михмасе; 12. тогда подумал я: «теперь придут на меня Филистимляне в Галгал, а я еще не вопросил Господа», и потому решился принести всесожжение.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Анчах та Самуил: эсӗ мӗн турӑн? тенӗ.

11. Но Самуил сказал: что ты сделал?

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Саул ӗнтӗ ҫапла каланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли тата канӑҫлӑх парни валли палӑртса хунисене ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

9. И сказал Саул: приведите ко мне, что назначено для жертвы всесожжения и для жертв мирных.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.

19. И сказал весь народ Самуилу: помолись о рабах твоих пред Господом Богом твоим, чтобы не умереть нам; ибо ко всем грехам нашим мы прибавили еще грех, когда просили себе царя.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех