Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын ура ярса пусман курӑнать ку пахчана….

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫырӑвне Эльгеев Чӗмпӗр пристанӗнчи почта ещӗкне ярса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Форланини, плеврӑсем хушшине сывлӑш ярса, ӳпкене вӑхӑтлӑха сывлама чарасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ыттисем те стаканӗсене спирт ярса хутӑштарнӑ хыҫҫӑн, аслӑ пуху пуҫлӑхӗ Фофанов каллех сӑмах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ворошилов медицина эмблемине пуху пуҫлӑхӗ ларакан кресло хыҫне пырса тӑратрӗ, вара хӑйӗн шефне графинтан эрех ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тытӑр ана, сутӑнчӑка!.. — сасартӑк Шӑрт Кавӗрли Исмук Павӑлне кӗрӗк ҫухавинчен ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Атте ун патне хӑтана та ярса пӑхнӑ, тет, мана пӗлтермесӗрех.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс, мӗн, чаракан ҫук терӗн-им иртӗхме! — ӳсӗре шинель ҫухинчен ярса илчӗ Данилов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ан тӗлӗнтер! — варт! ҫаврӑнса ӑна аллисенчен ярса илчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ те качча улӑм ҫине тӗртсе ярса тулалла чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ухӑ пӗкечине ярса илсе вӗсем хыҫҫӑн чупрӗ (ҫакӑнта ҫывӑхра ӑҫта та пулин лараҫҫех, аялтан вӗҫнӗ чух вӗсем аякка каймаҫҫӗ), анчах ӑсансем сунарҫа сисрӗҫ ӗнтӗ, пӗр-пӗрне йыхӑрса хурӑнлӑхалла кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Унӑн ячӗ те, вӑл хӑй те ылханлӑ пултӑр, унран пӗтӗм ял сехӗрленсе тӑтӑр, пӳлӗхҫӗ ӑна чи хаяр хаса ярса шар кӑтарттӑр.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чим-ха, Урасмет, ан ҫӗмӗр, — пырса кӳсекӗнчен ярса тытрӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни килте ҫапла юмах ярса тӑрас пулсан эпир каҫчен вунӑ киле те кӗрсе тухма ӗлкӗрейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай хурӑн хуппинчен тунӑ куркапа Яхутене чей тултарса пачӗ, лешӗ, ӗнертенпе апат курмасӑр йӑлт касӑлса ҫитнӗскер, тути-ҫӑварне пӗҫерте-пӗҫерте матрӳшке ярса тутлӑлатнӑ вӗри шыва васкаса ӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Саламлатӑп сана, Ахтупай! — терӗ вӑл качча хулран ярса тытса.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахиб-Гирей Шигалее начар лашапа кӑларса ярса тӗрӗс мар тунӑ пулать, вырӑссене вӗлерни те, купсасене ҫаратни те ытлашши япала.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫҫӗр ҫынлӑ йышпа пырса кӗретӗп те вырӑссемпе касимовецсене вӗлерсе тӑкатӑп, Шигалее хӑваласа ярса хан пулатӑп, Мускава юнама пуҫлатӑп терӗн апла?

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым султанӗ, Хусана яланах хӑйӗн юрчӗ тесе шутлаканскер, кунти княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе юзбашисем, сеидсемпе бексем, эмирсемпе мулласем ыйтнипе, Хусан ханӗ пулма хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллах хӑйне шанса тӑнӑ ҫынсене яланах пулӑшать; темле асап кӑтартсан та, аллах пире ҫавах ырлӑх ярса парать…

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех