Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла, эппин, эсӗ ытлашши васкамастӑн пулсан, кӑшт тӑрар ҫакӑнта, — терӗ Филька.

— Но если ты не спешишь никуда, — сказал он, — то постоим тут немного.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Анчах ытти кимӗсене пурне те сӑнчӑрпа кӑкарса ҫӑрапа питӗрнӗ, вӑл вара манӑн кимӗпех кайма пулчӗ, мана хӑй каялла таврӑниччен ҫакӑнта ларма е тепӗр кимӗ шыраса тупма хушрӗ.

Только все другие лодки были на цепи и на замке, и он взял мой челнок, а мне велел подождать, пока он не вернется, или поискать другую лодку.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫук, сэр, ҫакӑнта хӗрӗх ҫул ларсан та, тухтӑр килмесӗр, эпӗ вырӑнтан хускалмастӑп!

Нет, сэр, я и с места не двинусь, пока доктора тут не будет, хоть сорок лет просижу!

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Том мистер, кирлӗ пулсан, эпӗ тем тума та хатӗр, анчах эсир Гекпа иксӗр ҫакӑнта хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен йӑтса килетӗр пулсан, эпӗ кунтан тухса таратӑп.

Мистер Том, я на все согласен; если надо, что хотите сделаю; но только если вы с Геком притащите гремучую змею, чтобы я ее приручал, я отсюда убегу.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

4. Ҫакӑнта татӑлнӑ унӑн, ҫемьесӗр, туссемсӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул хушши хупӑнса ларнӑ ырӑ чунлӑ палламан ҫыннӑн, Вунтӑваттӑмӗш Людовигӑн аякри ывӑлӗн пурнӑҫӗ.

4. Здесь, без семьи и друзей, после тридцати семи лет горестного заточения погиб благородный незнакомец, побочный сын Людовика Четырнадцатого.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

3. Ҫакӑнта тапма чарӑннӑ унӑн, вӑтӑр ҫичӗ ҫул пӗр-пӗччен ларса тертленнӗ ҫыннӑн, тӑлӑх чӗри, ҫакӑнтан куҫса кайнӑ унӑн ывӑнса ҫитнӗ чунӗ леш тӗнчери канлӗхе.

3. Здесь разбилось одинокое сердце и усталый дух отошел на покой после тридцати семи лет одиночного заключения.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

2. Ҫакӑнта асапланса пурӑннӑ вӑл, тыткӑна лекнӗ мӗскӗн этем, ӑна пӗтӗм тӗнчерен уйӑрнӑ, туссемсӗр, юлташсемсӗр хӑварнӑ.

2. Здесь бедный пленник, покинутый всем светом и друзьями, влачил свое печальное существование.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Туршӑн та, пуласчӗ вӑл халь ҫакӑнта, — мӗн каланӑ пулӗччӗ-ши?

Жалко, ей-богу, что его тут не было, — любопытно, что бы он сейчас сказал!

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах король вӗсем ҫине хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ те: — Господасем, вӑл укҫа ҫакӑнта пулас пулсан, эпӗ ҫав тери савӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ, — мӗншӗн тесен ҫак йывӑр ӗҫ-пуҫа тӳрӗ кӑмӑлпа, уҫҫӑн тӗпчесе пӗлессине пачах чӑрмав кӳресшӗн мар эпӗ, анчах шел, халӗ ҫав укҫа ҫук ӗнтӗ: кӑмӑлӑрсем пулсан, кирек кама та ярса тӗрӗслеттерме пултаратӑр.

Но король только посмотрел на них с грустью и говорит: — Господа, я был бы очень рад, если бы деньги были тут, потому что я вовсе не желаю препятствовать честному, открытому и основательному расследованию этого прискорбного случая; но, увы, этих денег больше нет: можете послать кого-нибудь проверить, если хотите.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Герцог ҫакӑнта мӗн пулса иртни ӑна нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантарман пек тыткалать хӑйне: савӑнӑҫлӑн, кӑмӑллӑн уткаласа ҫӳрет, кӑкшӑмра уйран шӑмпӑлтатнӑ евӗр сас кӑларкалать; король тесен, вӑл лешсем ҫине ҫав тери кулянса пӑхать, тӗнчере ҫавнашкал путсӗрсемпе йӗксӗксем пурришӗн унӑн чунӗ ҫав тери ыратать тейӗн.

Герцог прикинулся, будто бы он знать не знает, что делается, расхаживал себе, веселый и довольный, да гугукал, словно кувшин, в котором болтается пахтанье; а король — тот все глядел и глядел на них с такой скорбью, будто сердце у него обливается кровью при одной мысли, что на свете могут существовать такие мерзавцы и негодяи.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫук, хӑвах чухлатӑн, улталаса хӑтланмасть вӑл: «Питех те шел, анчах чиркӳри ӗҫсене мансӑрах тума тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен кунта пиччен хӗрне усал свинка ернӗ, халӗ ӗнтӗ манӑн чи таса тивӗҫӗм — виҫӗ уйӑх ҫакӑнта пурӑнса вӑл чирлесех каять-ши е ҫук-ши тесе кӗтсе ларасси».

Нет, ты знаешь, что не станет: «Очень жаль, но пускай церковные дела обходятся как-нибудь без меня, потому что моя племянница заразилась этой самой множественной свинкой, и теперь мой священный долг — сидеть здесь три месяца и дожидаться, заболеет она или нет».

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫакӑнта мӗн те пулин тӗрӗсси пур-и?

Будет в этом какой-нибудь смысл?

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Енчен эпӗ сирӗн негрсем хӑйсен амӑшӗпе тепӗр икӗ эрнерен ҫакӑнта, шӑп та шай ҫак ҫуртра, тӗл пуласса ӑҫтан пӗлнине каласан каятӑр-и эсир Лотроп мистер патне тӑватӑ кунлӑха?

А вот если я вам скажу, откуда я узнал, что ваши негры увидятся со своей матерью недели через две здесь, в этом самом доме, и докажу, что я это знаю, — поедете вы гостить к мистеру Лотропу дня на четыре?

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Асту, эсӗ ҫакӑнта, хулара, чухне ан ман ҫакна — илтетӗн-и?

Да смотри помни это, пока ты здесь, в городе, — слышишь?

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ҫавӑн тӳрӗ несӗлӗ, саккунлӑ герцог Бриджуотерский, анчах эпӗ ак ҫакӑнта — пӗр-пӗччен, хама тивӗҫлӗ чаплӑ чинӑмсӑр тӑрса юлтӑм, мана ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, пур ҫӗртен те хӑвалаҫҫӗ, чаплӑ ҫынсем сума сумаҫҫӗ, ҫӗтӗк ҫи-пуҫпа ҫӳретӗп, асапланса пӗтрӗм, чӗре ҫурӑлать — ирӗксӗрех сулӑ ҫинче темӗнле шульӑксем хушшинче пурӑнма лекет!

Я прямой потомок малолетнего герцога, я законный герцог Бриджуотерский, но вот я здесь — одинокий, лишенный сана, гонимый людьми, презираемый холодным светом, в рубище, измученный, с разбитым сердцем, принужден якшаться с какими-то жуликами на плоту!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫакӑнта, вӑрманта, епле тытам-ха эпӗ ӑна?

— Как же я его поймаю тут, в лесу?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тен, эпӗ ҫакӑнта мар, урӑх ҫӗрте?

Может, я не тут, а еще где-нибудь?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Лешӗ, тепри, тӗттӗмре аллисемпе стенасене хыпашласа утать, Паккард манӑн каюта умне ҫитрӗ те ӑна: — Ҫакӑнта кӗр, ҫакӑнта, — терӗ.

Тот, другой, двигался ощупью, хватаясь за стенки в темноте, а когда Паккард добрался до моей каюты, сказал ему: — Сюда, входи сюда.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Юрӑхлӑ вырӑн тупӑнсан, ҫакӑнта чарӑнсан аван пулӗ, лашасем йӑлтах ывӑннӑ.

— Нам лучше остановиться здесь, если найдем удобное место; лошади совсем выдохлись.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫакӑнта халь Том Сойер пуласчӗ, тетӗп, ку ӗҫпе вӑл кӑсӑкланса каятчех ӗнтӗ тата тӗлӗнмеллерех мыскара та шухӑшласа кӑларатчӗ.

Мне очень хотелось, чтобы тут был Том Сойер: я знал, что таким делом он заинтересуется и сумеет придумать что-нибудь почуднее.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех