Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ан хӑра, — тӑсрӗ малалла Зухин кӑшт куларах, унӑн кулли хӑйне евӗр пулнӑран, эсир ӑна асӑрхамасса пултараймастӑр тата сирӗн ӑна ҫав кулӑшӑн тав тӑвас килсе каять: — ӗҫке ерсен те, инкек пулмӗ; халӗ, тӑванӑм, кам кама такӑнтарассине пӑхӑпӑр: вӑл-и е эпӗ ӑна.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авдотья Васильевна хӑйне хӗрхенмесӗр ҫапла та, урӑхла та хӑтланнине пула, атте хӑйӗн арӑмӗ ҫине епле пӑхассинче ку хӑйӗн юлашки уйӑхӗсенче, вӑл нумай выляса янипе час-часах ҫилӗллӗ ҫӳренӗ вӑхӑтра, хуллен тӗлкӗшекен курайманлӑх туйӑмӗ тапхӑрӑн-тапхӑрӑн палӑрма тытӑнчӗ, кӑмӑл юратнӑ ҫынран ҫакнашкал майӗпен писсе пыни ӗнтӗ ун чӗрине ыраттармалли вак-тӗвек киревсӗрлӗхсем ытларах та ытларах тӑвас килтерет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗнче вӑл, тытӑнчӑклӑн калаҫса, амӑшне юрасшӑн хӑйне чура пек тытать, амӑшӗ мӗн тӑвас тенине йӑлтах тӑвать, Анна Дмитриевна хушнине пурнӑҫламан ҫынсене ятлать, кабинетӗнче тата кантурта вара апат пӗҫерме хӑйӗнчен ыйтмасӑр кӑвакал илнӗшӗн, е кӳршӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑм сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме Анна Дмитриевна хушнипе хресчене янӑшӑн, е хресченсен пахчара ҫум ҫумлама тивӗҫлӗ хӗрӗсене вӑрманта хӑмла ҫырли пуҫтарттарса ҫӳретнӗшӗн асар-писӗр тустарать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫав минутра хӗр мана килӗшрӗ, ҫакна пула манӑн ӑна мӗнле те пулин кӑмӑла килмелле мар япала тӑвас е лайӑхах мар сӑмахсем калас килсе кайрӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пиртен ним чухлӗ те ан именӗр, хӑвӑр мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвар, эпир те сиртен именмӗпӗр, — уҫӑлса ҫӳрӗр, вулӑр, ҫынсем мӗн калаҫнине итлӗр е, кӑмӑл пулсан, ҫывӑрӑр, — хушса хучӗ вӑл.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е санӑн ҫав темле княжна пирки ҫынсем мӗн шухӑшлаҫҫӗ, хӑвӑн пирки ҫавнашкал шухӑшлама пултарни ҫинчен шутламалла мар, е ҫапла шутлатӑнах пулсан, шухӑшна малалла тӑс, урӑхла каласан, хӑвӑн ҫинчен мӗн шухӑшлама пултарнине эсӗ пӗлетӗн, анчах ҫав шухӑшсем саншӑн ытла та ют, эсӗ вӗсенчен йӗрӗнетӗн, вӗсемпе усӑ курса ху нимӗн те тӑвас ҫук, тесе шутла.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вывески ҫине сигара туртакан негр кӗлеткине ӳкернӗ юнашарти магазинта, каллех ҫынсем пек тӑвас мар тесе, Жукова мар, султан табакӗ, стамбулка чӗлӗм, ҫӑкаран тата роза хуллинчен тунӑ икӗ чӑпӑк туянтӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑхӑт пӗр сехет те иртмерӗ, эпӗ хама кӑштах кичем пула пуҫланине е мана ҫакнашкал чаплӑ чухне никам та курманнишӗн хам куляннине туйса илтӗм, вара манӑн ӑҫта та пулин кайса ҫӳрес, мӗн те пулин тӑвас килчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку тӗрӗсмарлӑх мана калама ҫук хытӑ пӑлхантарса ячӗ, эхер эпӗ хам мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултарас-тӑк экзамен пама урӑх кайман пулӑттӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн хам тӑшмана Сен-Жерома тӗп тӑвас килет».
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑн ҫамрӑклӑха, уйрӑмах ҫав инкеклӗ кун кӑмӑл мӗнле пулнине аса илетӗп те, эпӗ пӗр тӗллевсӗр, сиен тӑвас килмен ҫӗртенех, ахальтен — интересленнипе тата мӗн те пулин тӑвас килнипе кӑна чи хӑрушӑ айӑплӑ ӗҫ тума пултарнине питӗ уҫҫӑн ӑнланатӑп.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр тесен, халь ҫакӑн ҫинчен никам та шухӑшлас ҫук, эсир хӑвӑр тӑвас тенӗ пек тума пултаратӑр.Впрочем, теперь некому об этом подумать, и вы можете делать, как хотите.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӑшпӗр чухне сехечӗ-сехечӗпе пусма ҫинче пӗр шухӑшсӑр тӑратӑп, ҫӳлте пулакан чи пӗчӗк хусканусене те пысӑк тимлӗхпе тӑнлатӑп; манӑн ҫав тери Володя пек тӑвас килет пулин те, эпӗ унашкал тума хӑяймастӑп.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара манӑн та ирӗксӗрех ун пек тӑвас килсе кайрӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗве ҫине пустав е тусанпа йӳҫек шӑршине, пирӗн урапа ҫинчен тухаканскере, ир шӑрши ҫӗнтерсе илет, эпӗ чӗрере хӗпӗртеттерекен темле пӑшӑрхану пуррине туятӑп, мӗн те пулин тӑвас килет — ку вӑл чӑн-чӑн киленӳ палли.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярахпа ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, эпӗ акӑ мӗн ӑнланса илтӗм: чӗри мӗн тери ҫунсан та, вӑл ҫапах хӑйне хӑй алра тытса, шанса панӑ ӗҫе тума пултарнӑ, хӑнӑхнине пула унӑн яланхи ӗҫӗсене тӑвас килнӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Турӑ мӗн тӑвас тени пултӑрах.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал япӑх пулса ан кайтӑр тесе, эпӗ леш пӗрремӗш мӑшӑрти ҫамрӑк ҫын питӗ илемлӗ тунӑ ҫаврӑма тӑвас шутпа кӑштах чарӑнтӑм.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрне аллинчен тытса, вӑл хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те, пире Мими вӗрентнӗ пек «pas de Basques» тӑвас вырӑнне, ахаллӗн малалла чупса кайрӗ; кӗтессе ҫитсен, чарӑнчӗ, урисене сарчӗ, кӗлипе шаклаттарса илчӗ, ҫаврӑнчӗ те, сиккелесе, малалла чупрӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ивинсене эпӗ тарҫӑсен пӳлӗмӗнчех тӗл пултӑм, вӗсене сывлӑх сунтӑм та кукамай патне ҫил пек хӑвӑрт ыткӑнтӑм; кукамая эпӗ Ивинсем килни ҫинчен ҫак хыпар ӑна пур енчен те телейлӗ тӑвас пек сасӑпа пӗлтертӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.