Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пилӗк минут, вунӑ минут, тӑватӑ сехет иртрӗ, ӳплерен никам та тухмарӗ.Прошло пять, десять минут, четыре часа, а из колыбы никто не выходил.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Орденӗсем вунӑ ҫыншӑн та ҫителӗклех.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кунтан икҫӗр вунӑ метр кайсан, каллех йӗр тупӑнчӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑрӑм сӑвва вунӑ хут каласа, кӗтӳҫ ачи ҫулсемпе анасем тӑрӑх ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳретчӗ, пушмак тӑхӑннӑ тейӗн, хӑмӑшсене чӗрӗ тӑшмансем вырӑнне хурса, вӗсене хулӑпа хаяррӑн ҫапа-ҫапа ӳкеретчӗ: пӗрре сулсах вӑл тем чухлӗ тӑшмана пӗтеретчӗ, йывӑҫлӑ яла та, Морава леш енчи сӑртсене те, ун куҫӗ умӗнче мӗн пуррине пурне те ҫӗрпе танлаштарасшӑн пулнӑ пек, аллипе сулатчӗ те сулатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтуҫ ачи хӑйӗн тантӑшӗ, учитель ывӑлӗ, тӑхӑнса ҫӳренӗ пушмак пек сарӑ пушмака тӗлӗкре куратчӗ, вӑл вара ҫапла шутлатчӗ: хӑйне пӗрремӗш класран пит лайӑх вӗренсе тухнӑшӑн тата хӑйне йӗркеллӗ тытнӑшӑн парнеленӗ сборникри сӑвва пӗр йӑнӑшсӑр вунӑ хут ҫине-ҫине каласан, кирек епле пулсан та, унӑн ҫара урисенче сарӑ пушмак пулмаллах, тесе шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шӑпах ҫакӑнта, авӑ, юханшывӑн леш енче, ҫав улӑхсемпе сукмаксем ҫинче, вунпилӗк е вунӑ ҫул каяраххи те ҫавах мар-и, пӗр кӗтуҫ ачи ӗнесем кӗтетчӗ, кавӑн хуппине ҫӗҫӗпе касса эрешлентеретчӗ, выльӑхсен чарисем туласса кӗтетчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Такама хӑваласа унран вунӑ утӑмра нимӗҫсем чупса иртрӗҫ.В десяти шагах от него снова промелькнули немцы, преследуя кого-то.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах тӑшманӑн чееленсе хӑварнӑ йӗрне асӑрхаса илсе, ҫав путсӗре виҫ сехет, пилӗк сехет, вунӑ сехет, тен, ҫирӗм тӑватӑ сехет йӗрлесе, хӑваласа каякан, тӑшмана пурпӗрех тытса чаракан, пӗтерсе хуракан салтак та лайӑх салтак пулса тӑрать.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӑшмана хамӑр совет ҫӗрӗ ҫинче вунӑ пусӑм тӑвичченех тытакан, паллах ӗнтӗ, питӗ чаплӑ пограничник шутланать.Замечательный мастер тот, кто схватил врага, не дав ему пройти по советской земле и десяти шагов.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав йӗрсем Явор хули пек пысӑк хула еннелле кайнӑ пулсан, пирӗн ӗҫ вунӑ хут йывӑрланнӑ пулӗччӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унтан вунӑ метр пек кайсан, чӑнахах та, Витязь пуҫне ҫӗр ҫумне пӗшкӗртрӗ, ҫӑмне шӑртлантарчӗ, тӳрех сылтӑмалла пӑрӑнчӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл пилӗк минут… вунӑ минут… ҫирӗм минут кӗтрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Паян вӑл ӗнер е пӗр эрне каярах курни-илтнинчен вунӑ хут лайӑхрах курать, илтет пулас.Ему казалось, что сегодня он и видит и слышит в десять раз лучше, чем вчера или неделю назад.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Резинӑран тунӑ кимме хытӑ юхакан Тисса тепӗр вунӑ минутран тивӗҫлӗ вырӑна — Кларк шухӑшласа хунӑ тӗлти хӗвелтухӑҫ ҫырана илсе ҫитерчӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вунӑ минут… вунпилӗк… ҫирӗм минут иртрӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ярослав Грабӑн ӑнсӑртран ҫак инкеке курма лексен, Кларка ӑсатса янӑшӑн пама пулнӑ долларсен шучӗ вунӑ хут ӳсет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах кашни вунӑ ҫухрӑм каймассеренех ҫул тӳрленсех пырать, пӑрӑнӑҫсем сайралаҫҫӗ, сӑрт хысакӗсем аяккарах чакаҫҫӗ, ту чылаях лутраланать.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ун хыҫҫӑн Андрей сӑрчӗпе Виктор сӑртне пуҫ тайма, ывӑлӗсен вил-тӑпри ҫине хӑй аллипе хӑй чечексем лартма вунӑ пин километра каять.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Апла пуҫӑн-ха эппин эсӗ ку ӗҫе, — (Дерпт университетӗнче пӗрле вӗреннӗ тесе, вӗсем пӗрне-пӗри «эсӗ» тесе чӗнеҫҫӗ); Фрост, мӑкӑрӑлса тӑракан мускуллӑ урисемпе пысӑк утӑмсем туса, хӑна пӳлӗмӗнчен буфета, буфетран хӑна пӳлӗмне каллӗ-маллӗ хутлама пикенчӗ те, часах сӗтел ҫине, яшка антармалли чара пырса ларчӗ, ун ҫине вунӑ кӗрепенке таякан сахӑр катӑкӗ, студентсен хӗреслетсе хунӑ виҫӗ шпаги пырса выртрӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, пӗр вунӑ ҫул каяллах пулас ӗнтӗ, тӗрӗсрех каласан, хӑйне сума сӑвакан ывӑлне Петьӑна службӑран чӗнсе илнӗренпе, Анна Дмитриевна хӑй пурнӑҫӗн йӗркине тӗпрен улӑштарать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.