Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине, пысӑк савӑнӑҫ ячӗпе, Кӗтерне инке заводран банкӑпа кӑштах сӗт илсе килчӗ, таҫтан икӗ сухан пуҫӗ туртса кӑларчӗ.

Вечером, по случаю торжества, тетя Катя принесла в баночке немного молока и вытащила откуда-то две луковицы.

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Каҫхине тӑхӑр сехет ҫине кайсан, Коля килтен тухрӗ.

В девятом часу вечера Коля вышел из дому.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫул ҫинче мана Петя эпӗр ҫак каҫхине тӗттӗм витӗрех 15 ҫухрӑм кайни ҫинчен каласа пӗлтерчӗ.

По дороге Петя сказал мне, что за эту ночь мы прошли и пробежали в потемках целых 15 верст.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗр каҫхине, урамра ҫапӑҫнӑ чухне, мана пуля килсе ҫапса кӑкӑр витӗр тухса кайрӗ.

В ночной уличной схватке я получил пулевую рану в грудь на вылет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Каҫхине апатланнӑ вырӑна, локуст йывӑҫӗ патне ҫитичченех Зеб хӑй ҫулӗ ҫинче ниҫта та чарӑнса тӑман.

На своем пути Зеб нигде не останавливался, пока не пришел к локустовому дереву, где вечером поужинал.

LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл кунта каҫхине килнӗ сукмакпах кайнӑ.

Он продвигался той же тропой, какой пришел сюда накануне вечером.

LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Ытларикун каҫхине?

— Во вторник ночью?

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Иртнӗ каҫхине унӑн телей пулман, вӑл Эль-Койота картла нумай выляса янӑ.

Ему не повезло в прошлую ночь, и он сильно проигрался в карты Эль-Койоту.

ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Мӗн тӑвас тетӗн, илес пулать, каҫхине витӗнсе выртма та юрӗ», — тенӗ вӑл.

Нечего делать, взял, — и то годится покрыться ночью.

3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Каҫхине анчах илӗп, — тенӗ.

На ночь только снимать буду.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Плантатор юлашки хут ывӑлне каҫхине апат хушшинче курнӑ, кайран вӑл ҫывӑрма кайнӑ пулӗ, тесе шутланӑ.

Плантатор в последний раз видел сына за ужином и предполагал, что он после этого пошел спать.

XXXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Юр каҫхине анчах ҫунӑччӗ, ҫавӑнпа пусӑрӑнман юр ҫинче йӗлтӗрсем пӗрер шите яхӑн, хӑш тӗлте ытларах та путса пыраҫҫӗ.

Осадки снега в лесу не было, да еще снежок выпал накануне, так что лыжи уходили в снег на четверть, а где и больше.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Иван Моторин пӑтӑрмаха 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ.

Иван Моторин попал в ДТП вечером 13 декабря 2020 года.

Иван Моторина правасӑр хӑварма пултарӗҫ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/27489.html

Каҫхине ҫывӑрма выртсан та ман пуҫӑмран ҫӗвӗ шухӑшӗ каймарӗ.

Когда я легла спать, мне все мерещились стежки.

Мӑнакка хӑй ҫӗлеме вӗренни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапах та кӑнтӑрла хӗвел пӗҫертни, каҫхине нӳрлӗ тӗтре, вӗтӗ шӑна тапӑнни ку ҫулҫӳреве те асаплӑ туса хучӗҫ.

Но все же палящий зной днем, влажные туманы по ночам и непрестанные нападения москитов делали очень мучительным и это путешествие.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Июлӗн 10-мӗшӗнче каҫхине вӗсен асӑрханулӑха ӳстермелле пулчӗ.

Вечером 10 июля им пришлось удвоить осторожность.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хавильдар хытӑ ҫывӑрать: каҫхине вӑл пӗр кӗленче эрехе пӗр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ, хуҫлатнӑ пӳрнисем кӗленчене ҫав-ҫавах ҫирӗп тытнӑ.

Хавильдар спал тяжелым сном: вечером он опорожнил до последней капли бутылку водки, и его судорожно сжатые пальцы все еще цепко обхватывали ее горлышко.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнпа вӑл, куду тата маримба текен какӑр сассине янратса тӑрса, халӑха вилнӗ патшана ыран каҫхине пӗтӗм йӑла-йӗркепе пытарасси ҫинчен пӗлтерме хушрӗ.

Поэтому она велела объявить народу при звуках рога куду и маримбы, что завтра вечером тело покойного короля будет предано погребению с соблюдением всех установленных обрядов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла вара, ҫак каҫхине малтан эрех ӗҫесси, кайран — шурӑ ҫынна асаплантарасси!

Итак, в программе вечера первым номером стоял пунш, а вторым — пытка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Каҫхине, тӑхӑр сехет ҫитсен те, Бенедикт пичче хӑйӗн лекцине пӗтерменччӗ-ха.

Было уже девять часов вечера, а кузен Бенедикт еще не кончил свою лекцию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех