Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Урияна каланӑ: паянлӑха та кунтах юл, ыран сана кӑларса ярӑп, тенӗ.

12. И сказал Давид Урии: останься здесь и на этот день, а завтра я отпущу тебя.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.

11. И сказал Урия Давиду: ковчег [Божий] и Израиль и Иуда находятся в шатрах, и господин мой Иоав и рабы господина моего пребывают в поле, а я вошел бы в дом свой и есть и пить и спать со своею женою! Клянусь твоею жизнью и жизнью души твоей, этого я не сделаю.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид вара Урияна каланӑ: акӑ эсӗ аякран килнӗ, мӗншӗн-ха хӑвӑн килне каймарӑн? тенӗ.

И сказал Давид Урии: вот, ты пришел с дороги; отчего же не пошел ты в дом свой?

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Давида ҫапла каласа хыпар ҫитернӗ: Урия килне каймарӗ, тенӗ.

10. И донесли Давиду, говоря: не пошел Урия в дом свой.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Давид Урияна каланӑ: килне кай та уруна ҫу, тенӗ.

8. И сказал Давид Урии: иди домой и омой ноги свои.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна ҫапла пӗлтернӗ: ку — Вирсавия, Елиам хӗрӗ, хет ҫыннин Уриян арӑмӗ, тенӗ.

И сказали ему: это Вирсавия, дочь Елиама, жена Урии Хеттеянина.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан, мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан, сана эпӗ пулӑшма пырӑп; 12. хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.

11. И сказал Иоав: если Сирийцы будут одолевать меня, ты поможешь мне; а если Аммонитяне тебя будут одолевать, я приду к тебе на помощь; 12. будь мужествен, и будем стоять твердо за народ наш и за города Бога нашего, а Господь сделает, что Ему угодно.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.

3. Но князья Аммонитские сказали Аннону, господину своему: неужели ты думаешь, что Давид из уважения к отцу твоему прислал к тебе утешителей? не для того ли, чтобы осмотреть город и высмотреть в нем и после разрушить его, прислал Давид слуг своих к тебе?

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид каланӑ: Аннона — Наас ывӑлне — ашшӗ хама ырӑ тунӑшӑн ырӑ тӑвам-ха, тенӗ.

2. И сказал Давид: окажу я милость Аннону, сыну Наасову, за благодеяние, которое оказал мне отец его.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ; 11. Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.

У Сивы было пятнадцать сыновей и двадцать рабов. 11. И сказал Сива царю: все, что приказывает господин мой царь рабу своему, исполнит раб твой.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.

9. И призвал царь Сиву, слугу Саула, и сказал ему: все, что принадлежало Саулу и всему дому его, я отдаю сыну господина твоего; 10. итак обрабатывай для него землю ты и сыновья твои и рабы твои, и доставляй плоды ее, чтобы у сына господина твоего был хлеб для пропитания; Мемфивосфей же, сын господина твоего, всегда будет есть за моим столом.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. [Мемфивосфей] пуҫҫапнӑ та каланӑ: камах ӗнтӗ санӑн чуру — эсӗ мана, вилӗ йытӑ евӗрлӗскерне, хӑвӑн хӳттӳне илетӗн, тенӗ.

8. И поклонился [Мемфивосфей] и сказал: что такое раб твой, что ты призрел на такого мертвого пса, как я?

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра; эпӗ сана аҫушӑн, Ионафаншӑн, ырӑ тӑвӑп, сана Саул аслаҫун пӗтӗм уй-хирне тавӑрса парӑп, эсӗ яланах ман сӗтелӗм хушшинче ҫӑкӑр ҫийӗн, тенӗ.

7. И сказал ему Давид: не бойся; я окажу тебе милость ради отца твоего Ионафана и возвращу тебе все поля Саула, отца твоего, и ты всегда будешь есть хлеб за моим столом.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ: санӑн чуру кунтах, тенӗ.

И сказал тот: вот раб твой.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид: Мемфивосфей! тенӗ.

И сказал Давид: Мемфивосфей!

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива ӗнтӗ патшана каланӑ: вӑл Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнче, Лодевар хулинче, тенӗ.

И сказал Сива царю: вот, он в доме Махира, сына Аммиэлова, в Лодеваре.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Патша ӑна каланӑ: ӑҫта вӑл? тенӗ.

4. И сказал ему царь: где он?

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сива патшана каланӑ: Ионафан ывӑлӗ пур, уксах ураллӑскер, тенӗ.

И сказал Сива царю: есть сын Ионафана, хромой ногами.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патша каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин ҫук-ши? эпӗ ӑна Турӑ ырӑлӑхне кӳнӗ пулӑттӑм, тенӗ.

3. И сказал царь: нет ли еще кого-нибудь из дома Саулова? я оказал бы ему милость Божию.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ: эпӗ, санӑн чуру, тенӗ.

И тот сказал: я, раб твой.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех