Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыттӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хыттӑн (тĕпĕ: хыттӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуйттан, пуҫа ҫапса ҫуртӑм! — пӗр вӑхӑт вӑл шавламасӑр куҫрӗ, унтан хумханса, таҫтан — стена ҫумӗнче хускалмасӑр тӑракан Лосьран чылай малта, хыттӑн чӗнчӗ.

Чёрт, голову расшиб! — Некоторое время он двигался молча, затем проговорил взволнованно, откуда-то — впереди Лося, продолжавшего неподвижно стоять у стены.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Хулана ҫавӑрса илнӗ, — терӗ Лось хыттӑн та ҫирӗппӗн, — тӳпе карапсен ҫутипе тулсах ларнӑ.

— Город окружён, — сказал Лось громко и твёрдо, — небо полно огнями кораблей.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев сӗтел кӗтесне вырнаҫрӗ те ҫиме пуҫларӗ, — ҫӑтӑххӑн, аллисене шӑлаварӗнчен шӑлса тасатрӗ, фляжкӑран сыпкӑмларӗ те какӑрчӗ, шӑнса пӑсӑлнӑ пырӗпе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ:

Гусев присел на угол стола и стал есть — жадно, вытер руку о штаны, хлебнул из фляжки, крякнул, — сказал простуженным басом:

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось кимӗ хӗрринчен пӳрнисемпе хыттӑн ярса тытрӗ те йывӑррӑн сывласа кӑларчӗ.

Лось только стиснул пальцами борт лодки, с трудом передохнул.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн чӗри хыттӑн тапма пуҫланине илтесси…

Услышать, как станет биться её сердце…

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӗри хыттӑн, хӑрушла тапать.

Сердце страшно, глухо билось.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Темӗн хыттӑн шаплатрӗ те — ҫын кӗпӗрленӗвӗсен сивлек, пин-пин саслӑ пуплевӗ янӑрама пуҫларӗ, кӗрлев…

Раздался сильный шум, — угрюмый, тысячеголосый говор толпы.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Гусев ӑна ҫӑварӗнчен шутсӑр хыттӑн чуп турӗ.

Но он, очень крепко, поцеловал её в рот.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тата эпӗ вӑл хыттӑн каланине илтрӗм; вӑл ҫапла евитлерӗ:

И ещё я услышал его громкий голос, он говорил:

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев урине тӑсса хучӗ, хыттӑн ӳсӗрчӗ те тарӑхуллӑн чӗнчӗ:

Гусев выставил ногу, кашлянул и сказал сердито:

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось янах айне хыттӑн сӑтӑрчӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Лось шибко потёр подбородок, глаза его блестели.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хыттӑн ҫапӑннӑран вӑл стена ҫинелле ывӑтӑнчӗ те ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Сильным толчком его кинуло на стену, перевернуло.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марс туртӑмне хӑнӑхса аппарат хыттӑн силленет.

Аппарат затрепетал, преодолевая тягу Марса.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ура айӗнче хыттӑн шалтлатрӗ, аппарат ҫав тери вӑйлӑн силленет, — Гусев ларкӑчран ҫатӑрласа тытрӗ, куҫӗсем яриех чарӑлнӑ.

Глухой треск под ногами и сотрясение аппарата стали так сильны, что Гусев схватился за сиденье, выкатил глаза.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗтмен ҫӗртен аякра хуралҫӑ юлан учӗ хыттӑн кӗҫенчӗ.

Вдруг, звонко, вдалеке, заржала лошадь конного стражника.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ҫаврӑнчӗ те люкран йӑраланса кӗчӗ, тепӗр самантранах ӑна хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ.

Лось повернулся и полез в люк, и сейчас же с силой захлопнул его за собой.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ӗнсине хыттӑн кӑтӑртаттарса хыҫрӗ те кулса ячӗ:

Лось крепко почесал в затылке, засмеялся:

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пиҫиххине хыттӑн туртса ҫыхса, картусне ҫамки ҫине пусса лартрӗ те — палуба ҫине чупса хӑпарчӗ, унтан вара хӑмасем ҫумне йӑпшӑнса, упаленнӗ пекех баржа ҫине шуса каҫрӗ.

Туго перетянув пояс и надвинув фуражку на лоб, взбежал на палубу и, пригибаясь к доскам, почти ползком перебрался на баржу.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Мӗнле тӑвасси паллах ӗнтӗ! — терӗ Семенчук хыттӑн.

— Да ясное дело, как! — воскликнул Семенчук.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Разрешенисӗр каҫарса ямастӑп, — терӗ вӑл хыттӑн.

— Без разрешения не перевезу, — сказал он сухо.

5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех