Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Иезавель ӗнтӗ Илия патне ятарласа ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: [эхер те эсӗ Илия пулсан, эпӗ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр, тенӗ.

2. И послала Иезавель посланца к Илии сказать: [если ты Илия, а я Иезавель, то] пусть то и то сделают мне боги, и еще больше сделают, если я завтра к этому времени не сделаю с твоею душею того, что сделано с душею каждого из них.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илия каланӑ: Ахава кайса кала: «ҫумӑр айне пулас мар тесен, [урапуна] кӳл те ларса кай» те, тенӗ.

Он сказал: пойди, скажи Ахаву: «запрягай [колесницу твою] и поезжай, чтобы не застал тебя дождь».

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Ҫиччӗмӗш хутӗнче ача каланӑ: акӑ тинӗс енчен пысӑках мар, этем алӑ тупанӗ пысӑкӑш, пӗлӗт хӑпарать, тенӗ.

44. В седьмой раз тот сказал: вот, небольшое облако поднимается от моря, величиною в ладонь человеческую.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту, тенӗ.

Он сказал: продолжай это до семи раз.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ кайса пӑхса килнӗ те: нимӗн те ҫук, тенӗ.

Тот пошел и посмотрел, и сказал: ничего нет.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ахав ӗҫсе ҫиме кайнӑ, Илия вара Кармил тӑррине улӑхнӑ та чӗркуҫленсе, пуҫне чӗркуҫҫине перӗнмелле пӗксе ларнӑ, 43. унтан хӑйпе ҫӳрекен тарҫине, ҫамрӑк ачана, каланӑ: пыр-ха, тинӗс еннелле кайса пӑх-ха, тенӗ.

42. И пошел Ахав есть и пить, а Илия взошел на верх Кармила и наклонился к земле, и положил лице свое между коленами своими, 43. и сказал отроку своему: пойди, посмотри к морю.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ахава вара Илия ҫапла каланӑ: кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет, тенӗ.

41. И сказал Илия Ахаву: пойди, ешь и пей, ибо слышен шум дождя.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Илия халӑха каланӑ: тытӑр Ваал пророкӗсене, пӗри те тарса ан пытанайтӑр! тенӗ.

40. И сказал им Илия: схватите пророков Вааловых, чтобы ни один из них не укрылся.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл, Турӑ — Ҫӳлхуҫа вӑл! тенӗ.

39. Увидев это, весь народ пал на лице свое и сказал: Господь есть Бог, Господь есть Бог!

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эй Турӑҫӑм, ҫак халӑх Эсӗ чӑн Турӑ иккенне, Эсӗ вӗсен чӗрине [Ху енне] ҫавӑрассине пӗлтӗр, тенӗ.

Да познает народ сей, что Ты, Господи, Бог, и Ты обратишь сердце их [к Тебе].

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тата каланӑ: виҫҫӗмӗш хут та ҫаплах тӑвӑр, тенӗ.

И сказал: сделайте то же в третий раз.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унтан: тепӗр хут сапӑр, тенӗ.

Потом сказал: повторите.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Ҫав чулсенчен вӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ туса лартнӑ, ун йӗри-тавра икӗ сата тӗштырӑ шӑнӑҫмалӑх ур алтса ҫаврӑннӑ, 33. вара [парне вырӑнӗ ҫине] вутӑ купаланӑ, пуснӑ пӑрӑвне каса-каса вутӑ ҫине хунӑ та 34. каланӑ: тӑватӑ витре шыв тултарӑр та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе вутӑ ҫине сапӑр, тенӗ.

32. И построил из сих камней жертвенник во имя Господа, и сделал вокруг жертвенника ров, вместимостью в две саты зерен, 33. и положил дрова [на жертвенник], и рассек тельца, и возложил его на дрова, 34. и сказал: наполните четыре ведра воды и выливайте на всесожигаемую жертву и на дрова.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Унтан вӑл Ҫӳлхуҫа «санӑн яту Израиль пулӗ» тенӗ Иаков ывӑлӗсен йӑхӗ шучӗпе вуникӗ чул илнӗ.

31. И взял Илия двенадцать камней, по числу колен сынов Иакова, которому Господь сказал так: Израиль будет имя твое.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Вара Илия пӗтӗм халӑха: ман патӑма килӗр, тенӗ.

30. Тогда Илия сказал всему народу: подойдите ко мне.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Фесва ҫынни Илия вара Ваал пророкӗсене ҫапла каланӑ: ӗнтӗ пӑрӑнӑр, эпӗ те хамӑн парнеме кӳрем, тенӗ. Лешӗсем айккинелле пӑрӑнса шӑпӑрт пулса тӑнӑ.]

[И сказал Илия Фесвитянин пророкам Вааловым: теперь отойдите, чтоб и я совершил мое жертвоприношение. Они отошли и умолкли.]

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ: хытӑрах кӑшкӑрӑр, вӑл турӑ-ҫке; тен, вӑл шухӑша кайнӑ пулӗ е пушӑ мар пулӗ, е ҫул ҫинче вӑл, тен, ҫывӑрать пулӗ, вӑранать акӑ! тенӗ.

27. В полдень Илия стал смеяться над ними и говорил: кричите громким голосом, ибо он бог; может быть, он задумался, или занят чем-либо, или в дороге, а может быть, и спит, так он проснется!

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Илия ӗнтӗ Ваал пророкӗсене каланӑ: эсир нумаййӑн, ҫавӑнпа пӗр пӑрӑвне суйласа илӗр те малтан эсир хатӗрлӗр; турра кӗлтӑвӑр, анчах вут ан тивертӗр, тенӗ.

25. И сказал Илия пророкам Вааловым: выберите себе одного тельца и приготовьте вы прежде, ибо вас много; и призовите имя бога вашего, но огня не подкладывайте.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗтӗм халӑх ӑна хирӗҫ: юрӗ, [ҫапла пултӑр], тенӗ.

И отвечал весь народ и сказал: хорошо, [пусть будет так].

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вут-ҫулӑм ярса хуравлакан Турӑ чӑн Турӑ пулӗ, тенӗ.

Тот Бог, Который даст ответ посредством огня, есть Бог.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех