Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм вӑхӑта ӗҫе тата услама халалламалли тапхӑр.

Наступил период, посвящённый целиком вопросам работы и бизнеса.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пысӑк тонус лайӑх кӑмӑлпа юлма кӑна мар, кирек мӗнле ӗҫе пурнӑҫлама та май парӗ.

Высокий тонус поможет не только оставаться в настроении, но также решать любые дела.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсан та вӗресе тӑрӗ, сирӗншӗн татӑлман ыйту ҫук.

За что не возьмётесь, всё «горит» в ваших руках, для вас нет безвыходных ситуаций.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр тата сывӑ наци ҫитӗнтерес тата патшалӑха аталантарас ӗҫе калама ҫук пысӑк тӳпе хыватӑр.

Вы служите примером для молодого поколения и вносите неоценимый вклад в формирование здоровой нации и процветание нашего государства.

Олег Николаев Физкультурник кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/08/12/oleg- ... uljturnika

Ҫав ӗҫе Турцире тухнӑ «Тӗрӗк тӗнчинчи репресси» пичетлесе кӑларнӑ.

Данная работа опубликована в вышедшей в Турции книге «Репрессия в тюркском мире».

Чӑваш ҫыравҫин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35714.html

Мумина Даминова ут ҫинчен ухӑпа перес ӗҫе хутшӑннӑ хӗрарӑм Узбекистанран пушкӑрт лашин «Башҡорт аты» пӗтӗм тӗнчери фестивальне килнӗ.

Участница конной стрельбы из лука Мумина Даминова приехала на международный фестиваль башкирской лошади «Башҡорт аты» из Узбекистана.

Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192

Ӗҫе 2023 ҫулхи апрельте пуҫӑннӑ, паянхи куна водопровод объекчӗсене 40 процента яхӑн пурнӑҫланӑ.

К работам приступили в апреле 2023 года, и на сегодняшний день строительство объектов водопровода выполнено почти на 40 процентов.

Пушкӑртри Хайбулла районӗнче ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗ хываҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... va-3387566

Ку вӑл хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпе хывнӑ кашни ҫын уявӗ.

Это праздник всех жителей, каждый из которых внёс свой вклад в развитие своей малой родины.

Йӑлпӑлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387604

Олег Николаев ку ӗҫе йӗркелемеллине палӑртнӑ май специалистсен ушкӑнне опытпа паллашма «Артека» ярса килме сӗнчӗ — унти ӗҫ мелӗсем кунта та вырӑнлӑ, усӑллӑ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ку ӗҫе кӑҫал малалла тӑсӗҫ — асӑннӑ ӳсӗмри 5 пин ача тӳлевсӗр ҫул ҫӳреве тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ку ӗҫе вӗренмелле», — терӗ Наталья Алексеевна.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ округӗсенчи хуҫалӑхсем ку ӗҫе вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

— Кӑҫал аграрисем ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Ҫапах пурпӗр кӗрӗк арки йӑваласа ларма юрамасть: контракт тумалли вӑхӑт кӗскелсех пырать — ку ӗҫе текех ырана хӑварса пыни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Ҫавна май ҫул ҫитменнисене ӗҫе йыхравлакан компанисен списокӗ анлӑланнине палӑртма кӑмӑллӑ: «Зеленстрой», «Социс», «Элара», «Етӗрнесӗт» тата ыттисем ачасемпе ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ачасене ӗҫе явӑҫтарни предприятисемшӗн те меллӗ: ӗҫ укҫине пӗр пайне вӗсем тӳлеҫҫӗ, теприне — ӗҫлев центрӗсем.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 14 ҫултан тытӑнса 18-чченхи 13,4 пин ачапа ҫамрӑка ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Канашлу ҫул ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва тишкернипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Чиновниксен шучӗпе, пӗрлешни инженерсене хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ шая ҫӗклеме, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑрах усӑ курма пулӑшмалла-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Ҫак ӗҫе йӗркелеме республика бюджетӗнче 213 миллион тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех