Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишша Ваҫука пӑхса выртать-выртать те, тутине вӗттӗн-вӗттӗн чӗтретме пуҫласа: — А эпӗ санран мӗн чухлӗ мӑшкӑлламан пуль вӑл вӑхӑтра? — тет, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярасла.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукӑн чунӗ темшӗн Мишша енне ним чухлӗ те туртӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ун чухлӗ вӗт-шакӑрпа пӗччен тӑрса юлнӑ Сӑпани мӑнаккӑшне, ахӑртнех, йывӑр халь.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Аша, тем чухлӗ кӗртес темесен те, ҫав шиклӗ шухӑшӑн сивӗ вӑркӑшӗ капланса пырать-пыратех.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тинӗспе ҫӳреме чӑрмантарман чухлӗ тӗрлӗ техӗмлӗх тиенӗ хыҫҫӑн 1521 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче «Виктория» каялла ҫула тухнӑ.

Загрузив пряностей ровно столько, чтобы они не мешали мореходности судна, 21 декабря 1521 года «Виктория» отправилась в обратный путь.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫичӗ теҫетке, паллах, сахал мар, анчах Павел Сергеевич хӑйне тыткаланине сӑнатӑп та, ман ӑна пӗрре те ун чухлӗ парас килмест.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулнӑ!

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Электролечени процедури хыҫҫӑн тата Александр Демьяновичпа ҫакӑн пек ӑшшӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн, унӑн фотографиллӗ нумай альбомӗсене, награда удостоверенийӗсемпе хисеплӗ грамотисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, ҫак ҫын ҫакӑн чухлӗ ҫул тултарнине ӗненес те килмест.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Сире лайӑх туйӑмсем, чун-чӗре вӑйӗ, хастарлӑх, ӑшӑ, тӑрӑшулӑх тата темӗн чухлӗ телейлӗ, ҫутӑ кунсем сунатпӑр!» — суннӑ пуҫлӑх.

Желаем вам хорошего самочувствия, душевных сил, бодрости, тепла, заботы и ещё множество счастливых, ярких дней!» — пожелал глава.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Сирӗн куҫ умӗнче мӗн чухлӗ событи пулса иртнине тавҫӑрса илме те йывӑр.

Сложно представить сколько событий прошло у вас перед глазами.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Хула тӑрӑх ӑна темӗн чухлӗ шырасан та, тупма май килмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Санаторине кайма укҫа чылай кирлине те, килте ун чухлӗ укҫа ҫуккине те лайӑхах пӗлнӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Лида хӑш чухне упӑшкине ҫилленкеленӗ те, эсӗ ман ҫинчен нимӗн чухлӗ те шухӑшламастӑн тесе те мӑкӑртаткаланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Куратӑн-и, мӗн чухлӗ автобус, такси чупать.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Мӗн чухлӗ халӑх йӗри-тавра!

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Вӑл ӗлӗкхинчен нимӗн чухлӗ те улшӑнман пекех туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Шкул ачисен кӗркуннехи каникулӗ вӑхӑтӗнче эпӗ ӑна кинотеатртан тухнине куртӑм, ун тавра темӗн чухлӗ ача-пӑчаччӗ, вӗсем, пӗрне-пӗри пӳле-пӳлех ман юлташӑмпа хӗрсех калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

…Мӗн чухлӗ ырӑ та паттӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн таврара!

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Никама пытарнӑ чухне те ҫавӑн чухлӗ халӑх макӑрнине курманччӗ эпӗ», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех