Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ вӑхӑтсенче пукан ҫине хӑпарса тӑрса, лашасемпе калаҫа-калаҫа, тасатать, тасатать вара вӗсене.

Бывало, поднимется на скамейку и чистит, чистит кобылок наших, разговаривает с ними.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салтак аллисене илчӗ те, Григорьевӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ.

Солдат отвел руки, и у Григорьева на голове волосы встали дыбом.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑк патӗнчи вырӑс ачи, пирӗн мыскараҫӑ, сиксе тӑрса шӑпӑр аврипе хӑлаҫланма пикенет: асри тӑшмана чиксе пӑрахнӑ пекки тӑвать: унтан хӑех тӑшман салтакӗ пулса урайне персе анать, каҫӑхса кайса лӑпланса выртать…

Записной артист, молодой русский, что лежал на нарах возле дверей, вдруг вскочил и, схватив веник наизготовку, словно ружье, стал изображать пораженного штыком француза, то падая навзничь и затихая, то снова поднимаясь…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Долгов сӑнарӗ ун чухне, тӑватӑ уйӑх иртсен, ун асӗнче тахҫанхи тӗлӗк пек кӑна тӑрса юлӗччӗ.

что уж говорить о Долгове, образ которого сохранился в голове солдата как далекий полузабытый сон.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗненме май ҫук тӗлӗк пек тӑрса юлчӗ вӑл ман пурнӑҫра.

Она для меня как несбыточный сон осталась.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урӑх чӗлхесене пӗлмен, пӗлме те кирлӗ мар текенсем мӗнле пулнӑ — ҫаплипе тӑрса юлаҫҫӗ, ҫӗнӗ чӗлхе(сем) вӗренекенни улшӑнать, ӑнланманнине ӑнланма тӑрӑшать, пӗлменнине пӗлме васкать; вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшпе пуянланать.

Те же, кто утверждает, что не знают другого языка и знать не желают, как были глупцами, таковыми и останутся. А тот, кто освоил чужой язык, меняется умственно, стремится постичь непостижимое, понять непонятное.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗн пулчӗ сирӗн кунта? — те Григорьев мӗскӗнрех, шӑл ҫеммирех курӑннӑран сиксе тӑрса хӑй вырӑнне йышӑннӑ Ваҫукран ыйтнӑ офицер.

— Что здесь произошло? — спросил Григорьева, имевшего довольно жалкий вид, но уже успевшего занять свое место.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав хушӑра хӗр урине явса тӑрса салтак тӳмисемпе муталанчӗ-муталанчӗ те хӑйне пулӑшасса кӗтсе йӗкӗт ҫине пӑхрӗ.

А девушка в это время безуспешно билась с пуговицами солдатского мундира. И вот наконец она умоляющими глазами посмотрела на парня: помоги!

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те канма выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларнӑ ӗнтӗ, пӗр хут пусма кӗпепе ҫеҫ, ярханах, тур каҫартӑр та, кӗпи витӗр пӗтӗм кӗлетки палӑрса тӑрать.

То ли прилегла отдохнуть, то ли, наоборот, только что встала ото сна — в тоненьком прозрачном белом платьице, сквозь которое видно все ее прелестное тело.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эп халех» тесе Ярмулла сасартӑк картишнелле тӑрса чупрӗ те, — ҫав хушӑра вӑл пӳртне кӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ-мӗн, — каялла таврӑнса Михапара тӑм катӑкӗ пек япала тыттарчӗ.

Ярмулла со словами «я сейчас» вдруг забежал в дом и вскоре вернулся во двор, вручил Михабару что-то наподобие глиняной лепешки.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахна тытаймӑн та, вара манӑн ҫут тӗнчере тӑр-пӗччен тӑрса юлас-и?

Вдруг ты не сдержишь слова, и останусь я одна-одинешенька на белом свете!

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурин умӗнче намӑслантарсан, пӗр хӳтлӗхсӗр, килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлсан ӑҫта кайса кӗмелле Уккан?

Перед всеми стыдиться, остаться без защиты, без дома, без семьи — куда же тогда деваться Укке?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан тин тӑрса пычӗ упӑшки патне.

Укка проснулась только после полудня и укорила мужа:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах иртнӗ каҫ вӗсем Микулайпа мӗн хӑтланнисем ҫинчен шухӑшласан Михапарӑн ҫӳҫ-пуҫӗ вирелле тӑрса каять.

Но стоило Михабару представить, чем занимались они с Мигулаем прошлой ночью, как его тотчас прошиб озноб, и волосы на голове будто ощетинились.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ирхине Михапар тӑрса питне ҫунӑччӗ ҫеҫ, Укка хашкаса килсе кӗчӗ.

Утром Михабар уже умылся, когда в дом вбежала запыхавшаяся Укка.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иккӗшин те ӑш хыпнипе юлашкинчен сак ҫине тӑрса ларчӗҫ.

И наконец, оба, изнемогшие, присели на лавку.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Микулайсен тарҫипе ӑна пулӑшма пынӑ кӳршӗ карчӑкӗ, выльӑх-чӗрлӗхне тирпейлесе хупса пӗри картишӗнчи урапа ҫине ҫывӑрма выртсан, тепри килне ӑсансан вӗсем тинех пӳрте иккӗшӗ тӑрса юлчӗҫ.

Работники Мигулая и женщина, что помогала Укке с обедом, уже убрались во дворе, заперли скотину в хлев и отправились отдыхать: один устроился прямо на телеге, другая пошла к себе домой. Мигулай и Укка остались в доме вдвоем.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлессӗр килсен, эпӗ ун арӑмӗ те пулма пултарнӑ, хам ухмаххипе ҫеҫ айккине тӑрса юлтӑм.

А если по-честному, могла бы стать и его женой, но не стала из-за своей глупости…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вырӑн ҫине яшт тӑрса ларчӗ те Михапара куҫран пӑхса ҫапла каласа хучӗ.

Укку будто подбросило на постели: она резко встала и, одарив мужа презрительным взглядом, твердо проговорила:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӑш тӗлте вӑл, татса хунӑ вутту? — упӑшки аллинчен пӑрӑнса вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ Укка.

— Это в каком же месте у тебя они наколоты? — откинув руку мужа, вновь присела на постели Укка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех