Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑтӑкӗнче тӗттӗм, Егоркӑна нимӗн те курӑнмасть, вара вӑл унта аллине чиксе ярать, унтан хулӑ туратти чиксе пӑхать.В норе темно, Егорке ничего не видно, и он засовывает туда руку, потом начинает тыкать веткой.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Егорка ӗненмесӗр чалӑшшӑн пӑхать, унтан Елена Ивановна ҫине пӑхать — лешӗ чӗнмест.Егорка недоверчиво косится, потом поглядывает на Елену Ивановну — она молчит.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Егорка мӑшлатать, кимӗ тӗпӗнчи решеткене тыткаласа пӑхать, хирӗҫ чӗнмест.Егорка сопит, разглядывает, ощупывает решетку на дне и не отвечает.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Малтан пурте кулаҫҫӗ, анчах Егорка ҫав тери ҫиленсе-кӳренсе ҫитет, пӗрин ҫинчен теприн ҫине вӑл питӗ тархасласа пӑхать, халех вӑл хӑлхасене ҫурас пек мӗкӗрсе йӗрсе ярасси пурне те паллӑ пулса тӑрать, пурте ӑна шеллесе илеҫҫӗ.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Егорка, пуҫне ҫӗклесе, Костя ҫине хашкаса пӑхать, анчах хирӗҫ чӗнмест.Егорка поднимает голову, пыхтя и отдуваясь смотрит на Костю, но долго не отвечает.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вара Костя, вар хӗрне чупса пырса, ҫырантан аялалла пӑхать.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Елена Ивановна ҫаврӑнса пӑхать те, Костьӑна палласа, кулса илет, Костьӑна пуҫӗпе сулать:Елена Ивановна оборачивается, узнает Костю, улыбается и кивает ему:
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Сайра хутран вӑл Нюрӑн куҫкӗскийӗ ҫине пӑхса илет — унта вӑл сӗвӗнкеленӗ сӑмса, пӗлтӗрхи курӑк пек ӗнсе сарӑхса кайнӑ куҫхаршисем курать; Костя вара малтанах танлаштарса пӑхать — кам вӑйлӑрах хӗрсе пиҫнӗ-ши: вӑл-ши е Хӗветӗр-ши?
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл васкамасӑр пӗр йывӑҫ патӗнчен тепри патне куҫса ҫӳрет, турачӗсене авса, мамӑклӑ пӗчӗкҫӗ шарсем пек симӗс улмасене тимлӗн сӑнаса пӑхать.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Анчах вахтеннӑй команда памасть, бинокль витӗр пӑхать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл ӗҫе пӗлсе пулӑ шӳрпине пӑтратать, тутанса пӑхать те: — Хатӗр! — тесе пӗлтерет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Шыв хумӗсем кӑларса пӑрахнӑ туратсем, ҫулҫӑсем тата ытти ҫӳп-ҫап ҫинче пысӑк шапа ларать, вӑл Костя ҫинелле хӑраса пӑхать, унтан сикет те, сывлӑшра ҫаврӑнса илсе, шыва шаплатса ӳкет.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Миша аптӑраса ӳкет, Нюра ҫине ӳкӗтлесе пӑхать: мӗн хатӗрленӗ-ха вӑл?Миша осекается, укоризненно и недоуменно смотрит на Нюру: какая же это подготовка?
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
«Ҫакӑнта анне курас пулсассӑн», — ҫиҫсе илет унӑн пуҫӗнче, анчах ҫавӑнтах вӑл куҫӗсене хӗссе илет, ҫав шухӑша хуса ярас тесе пуҫне те силлесе пӑхать: амӑшӗ курнӑ пулсассӑн, Костьӑшӑн савӑнмаллиех пулмӗччӗ…
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ну, апла мар, — тет пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн Тимахви, — вутӑ пуленкине ишме лайӑхрах — вӑл ҫӑмӑл… — тӗлӗнсереххӗн пӑхать вӑл ахӑлтатса кулакан юлташӗсем ҫине.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кахал Тимахви пӗрре те ҫиленмест, ҫав-ҫавах интересленсе, лешӗ тата мӗскер каласса кӗтсе пӑхать вӑл Нюра ҫине.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Инҫех те мар пӗр лупашкаран вӑрӑммӑн шӑхӑрни илтӗнет, Нюра ҫаврӑнса тӑрса итлесе пӑхать:Из недальней лощинки доносится протяжный свист, Нюра оборачивается и прислушивается.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫыран тӑрӑх ҫӳрекеленӗ хыҫҫӑн Костя ун патне пырать те пулӑшса пӑхать, анчах вӑл шуратма шутланӑ пысӑк ҫӗр-улминчен пӗчӗкҫӗ мӑйӑр ҫеҫ тӑрса юлать, Нюра вара тӗлӗнсе пӑхать:
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Куккӑшӗ Костя ҫине тӗлӗнсе пӑхать, ҫӑварӗнчен чӗлӗмне кӑларса, ҫав тери хыттӑн кулса ярать, ӑна илтсе, ӳпне вырттарнӑ кимӗ ҫине пырса ларнӑ чакак шиклӗн сывлӑшалла хӑпарать те, хыттӑн чакӑлтатса, инҫетелле вӗҫсе каять.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя юханшывӑн лӑпкӑ тӗкӗрӗ ҫине пӑхать те — ӗненесшӗн мар.